Шупашкарти «Дорисс парка» 45 миллион тенкӗ тӳлесе хӑтлӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе кам пурнӑҫласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Аукцион ирттерессине вара пӗлтернӗ ӗнтӗ. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.
Парка илемлете хӑтлӑлатакан организацие мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама хыснаран 45 миллион тенкӗ уйӑрса пама планланӑ. Палӑртнӑ ӗҫсене подрядчикӑн ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫласа пӗтермелле.
Подряд организацине палӑртмалли аукцион иртессине Патшалӑхӑн госзакупкинсен порталӗнче хыпарланӑ. Техника ӗҫӗнче палӑртнине ӗненсен «Дорисс паркра» сцена, выляв лаптӑкӗсем, скейт-парк, амфитеатр, Work Out валли лапамсем, йытӑ уҫӑлтармалли вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне паркра йывӑҫ-тӗм лартмаллине те пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫыхарнӑ май республикӑра тӗрлӗ акци иртет. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта патриотлӑхпа ҫыхӑннӑ флешмоб йӗркеленӗ. Унта ҫамрӑксен общество организацийӗсен пайташӗсем, хулари вӗренӳ учрежденийӗсенчи студентсем, хастар ҫынсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе – 800 ытла ҫын.
Ҫакӑн чухлӗ ҫын мӗн тунӑ-ха? Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене хисепленине, тав тунине палӑртса «Эпир астӑватпӑр!» (ӑна вырӑсла «Мы помним!» тесе ҫырнӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, флешмоба хутшӑнакансем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Созвучие» вокал ансамблӗпе пӗрле «Катюша» юрра шӑрантарнӑ.
Сӑмах май, флешмобра мӗнле сӑмаха ҫырассине «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисен 60 проценчӗ «Мы помним!» сӑмах ҫаврӑнӑшне суйланӑ.
Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарта Алексей Логинов урамне уҫнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствипе Тӗп универмаг хушишинче вырнаҫнӑ урама ҫавӑн пек ят пама йышӑннӑччӗ.
Алексей Логинов — Совет Союзӗн Геройӗ. Вӑл — Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. 1931-1934 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗсенче милиционер-счетоводчикра ӗҫленӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн милици управленийӗн секретарӗнче вӑй хунӑ. Фронта 1941 ҫулта тухса кайнӑ. Алексей Романович 1943 ҫулта авӑн уйӑхӗнче пуҫ хунӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Паян Логинов урамӗнче унӑн палӑкне уҫнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре халӑх йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ача ҫураласси — 11,7 процент, ҫын вилесси 3,9 процент сахалланнӑ. Кун пирки Чӑвашстат кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ.
Ҫулталӑкӑн пирвайхи виҫӗ уйӑхӗнче ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен 34 процент ытларах пулнӑ-ха. Апла пулин те ача ҫураласси, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе пӑхсан, самай чакнӑ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, чӗре тата юн тымарӗсен чирӗсенчен вилекен ытларах (пӗтӗмӗшле йышӑн 39 проценчӗ).
Каларӑмӑр ӗнтӗ: республикӑра пурӑнакансен йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ку та, иртнӗ ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсемпе пӑхсан, 218 ҫын ытларах. Ҫын чакнин енӗпе Улатӑр хулипе районӗ, Ҫӗмӗрле хули палӑрнӑ. Шупашкарта вара ку енӗпе лару-тӑру ҫуллен лайӑхланать, кӑҫал та ҫаплах.
Шупашкарта юр хыракан тракторӑн 30 ҫулти водителӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн тирпейлӳҫине асӑрхаса ҫитереймесӗр вилмеллех таптанӑшӑн явап тыттарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек тӗп хулари Мир проспектӗнчи 88-мӗш б тата 100-мӗш ҫуртсен хушшинче пулнӑ. Юр хыракан трактор 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер йывӑр суранӗсене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Трактор шоферӗ хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑннӑ. Суд пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫамрӑк арҫын ку таранччен те саккуна пӑсманнине, шар курнин амӑшне пулӑшу кӳнине шута илнӗ. Ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе пуҫиле ӗҫе хупма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне Олимпиада Епифановӑна должноҫран кӑларнӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен асӑннӑ фонда ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ку должноҫе Вячеслав Долгов йышӑнӗ. Ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх вӑл ку ӗҫре 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен вӑй хурӗ. Ку таранччен Вячеслав Долгов «Жилкомсервис-1» ертсе пыракан компанин директорӗ пулнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Олимпиада Епифанова та ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх ҫак должноҫре пилӗк ҫул вӑй хунӑ. Ӑна фонд директорӗн пуканне 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шанса панӑ.
Ҫулсем шелсӗр шав малалла чупаҫҫӗ те, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тыл ветеранӗсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йыш иртнӗ ҫулпа танлаштарсан 2,5 пине яхӑн чакнӑ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ветерансене кӑҫал та саламлать. Ӑшӑ сӑмаха пирӗн республикӑри 11,7 пин тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 305 ветеран, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 118 сусӑрӗ тивӗҫӗ. Блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ 35, концлагерьсенче нушаланнӑ 58, вӑрҫӑ сусӑрӗсемпе участникӗсем шутланакан тепӗр 96 ҫын та Владимир Путин саламне илӗ.
Паян, сӑмах май, ветерансем Шупашкарта йышлӑ. Унта вӗсен шучӗ – 2,8 пин ҫын, Патӑрьел районӗнче 671 ветеран, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 542, Шӑмӑршӑ районӗнче — 205, Красноармейски районӗнче – 266.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова килти ареста лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн судӗнче суд процессӗ пуҫланнӑ, пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ.
Ладыков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн, ӗҫе уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ (айӑпне ӗнентерекен ӗҫсене тӗпчемеҫҫӗ, чи пысӑк срокӑн 2/3 пайӗнчен ытларах тӗрмене лартмаҫҫӗ). Анчах прокуратура хирӗҫ, ҫавӑнпа ӗҫе ахаль йӗркепех пӑхса тухӗҫ.
Суд Ладыковӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, анчах урӑх чарусем пур: каҫхи 10 сехет хыҫҫӑ килтен тухма, преступление хутшӑннӑ ҫынсемпе калаҫма юрамасть. Кунсӑр пуҫне патшалӑх органӗ ирӗк памасӑр вӑл урӑх хулана каяймасть.
Аса илтерер: Ладыков-кӗҫӗннине ҫынна хӗненӗшӗн, влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тытса чарнӑ.
ҪҪХПИ Инстаграмра хӑйӗн страницине хыпарсемпе пуянлатсах тӑрать. Ведомствӑн инспекторӗ аманнӑ ҫынна пулӑшу пани пирки те ҫавӑнтах вуласа пӗлме пулать.
Тунтикун, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче Шупашкарти Шумилов урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра арҫынна ҫӗҫӗпе аманти пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Взвод командирӗ Алексей Микейкин вырӑна чи малтан, икӗ минутран, ҫитнӗ.
Командир хваттере кӗнӗ те тӗпелте арҫын ларнине, унӑн уринчен юн кайнине курнӑ. Юн самаях вӑйлӑ сӑрхӑннӑран Алексей Микейкин шӑлавар ременӗпе аманнӑ ҫыннӑн урине ҫыхнӑ.
Каярахпа вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |