Мускаври Некрасов ячӗллӗ вулавӑшра «СӑмахКун» чӑвашла калаҫу клубӗ ӗҫлет. Кун пирки Ахполат Турхан тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Мускаври хастарсем хальхинче ӑна ҫӗнӗ форматпа йӗркеленӗ.
«Паян пирӗн патра хӑна пулчӗ, Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) ӑсчах- чӗлхеҫӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗпе чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ. Zoomра та трансляци пулчӗ. Кӑсӑклӑ лекци хыҫҫӑн ыйтусем ҫине хуравларӗ», – тесе пӗлтернӗ Ахполат Турхан.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем валли «Моя чувашская семья» (чӑв. Манӑн чӑваш ҫемйи) фотоӗҫсен конкурсне ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен «Юлташ» ассоциацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Конкурс йӗркелӳҫисем тӗп ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тӗллев лартман, паллах. Вӗсем Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартас тенӗ», — уҫӑмлатнӑ Вероника Тимофеева.
Конкурса 20 ҫемье хутшӑннӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх Афероноксен, Быковсен, Белковсен, Ваняркинсен, Ковалевсен, Машугинсен, Салминсен, Никифоровсен, Тимофеевсен ҫемйисем, сӑмахран, хӑйсем йӑла-йӗркене тытса пынине кӑтартас тенӗ курӑнать.
Шупашкарта «Чӑн Чӑваш» чӑвашла хутшӑну клубӗн иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ку хыпара Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Виктор Чугаров режиссёр Фейсбукра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
«Пирӗн хӑна «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑмӑн ертӳҫи Вячеслав Платонов пулчӗ. Вӑл пире 1991 ҫулта йӗркеленӗ чӑваш культурин «Пайтул» обществи ҫинчен каласа пачӗ. «Ҫӳлти Хӑват» тата «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» пӗрле ырӑ ӗҫсем малалла ирттересшӗн...», — тесе хыпарланӑ хулара ӳссе чӑваш чӗлхине хӑй ҫине тӑнипе вӗреннӗ Виктор.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» ассоциацине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ. Ӑна 1990 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарса янӑ. 2001 ҫулта «Юлташ» культура центрӗнчен наципе культура автономийӗ туса хунӑ.
Паллӑ кунпа ассоциаци ертӳҫине Вероника Тимофеевӑна Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Кобзев саламланӑ май Тав хучӗпе чысланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та йӑхташӑмӑрсене саламланӑ. Кун пирки Вероника Тимофеева Фейсбукра ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен ассоциацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи Михаил Романов пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Семёновка ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвне Александр Иванов ертсе пыма тытӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Кӑсӑклӑ теҫетке» ярӑмпа кӑларнӑ. Кӗнекене Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ — 1000 экземпляр.
Владимир Степанов тӑван халӑхӑмӑрӑн мӑн аслашшӗсем хутшӑннӑ 10 аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ хирӗҫтӑрусем Евразин тӗрлӗ вырӑнӗнче тата тӗрлӗ саманара пулса иртнӗ. Пирӗн йӑхташӑмӑрсене маларах «чӑваш» этнонимпа пӗлмен.
«Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнекене аслӑ классенчи шкул ачисем валли тесе кун ҫути кӑтартнӑ. Автор хӑйӗн очеркӗсемпе аслисем те кӑсӑклансах паллашасса шанать.
Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнхтарӗҫ. Ку хыпара эпир унти йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Тӗрлеме юратакансене е ҫак ӑсталӑхпа кӑсӑкланакансене «Алӑсти» пултарулӑх мастерскойне чӗнеҫҫӗ.
Унта ҫырӑннисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илӗҫ, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтернине ӑнланма пуҫлӗҫ.
Пултарулӑх мастерскойӗ Иркутск хулинчи «ГОРОД» ресурс центрӗнче (вӑл Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫуртри 304-мӗш офсра вырнаҫнӑ) ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те (8-914-904-13-04) кӑтартнӑ.
Раҫҫей историйӗн пӗрремӗш обществин пуҫлӑхӗ, историк тата сӑвӑҫӑ Вяземский патне 1824 ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче, вырӑс сӑмахлӑхӗн хуҫи Пушкин Александр Сергеевич шӑпах ҫапла ҫырнӑ: "Пирӗн, чӑвашсен, критиксем ҫук." Анчах та критика вӑл ҫитменлӗхсем ҫинчен япӑх кӑтартни. Пушкин вахӑтӗнче критиксене юратман.
Пушкин ӗҫӗсене тӗпчекенсем калани тӑрӑх Александр Сергеевич Пушкин чӑваш халӑхӗ ҫинчен Николай Карамзин истори тӗпчевҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ. 1816 ҫулти ҫу вӑхӑтӗнче Карамзин ҫемйи Патша ялӗнче пурӑннӑ. Александр Пушкин вӗсен патӗнче час-часах пулкаланӑ. Карамзин вара чӑвашсем ҫинчен лайӑх асӑннӑ. Пушкин библиотекин ҫӳлӗкӗсем ҫинче Бичурин кӗнекисем, Рычков кӗнекисем, вӑл кӗнекесенче чӑвашсем ҫинчен ҫырнӑ цитатӑсене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Никита Бичурин аслӑ поэта, чӑвашсем ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ, хӑй чӑваш пулнӑран.
Ҫапла ӗнтӗ, Пушкин чӑвашсем ҫинчен, Карамзинран та, Бичуринран та питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӗсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ, кашнине хӑйсен ирӗклӗ обществинче, ялӗсенче пулӑшаҫҫӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, филологи наукисен кандидачӗ, Леонид Петров чӗлхеҫӗ калашле «тусем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ кӑйкӑр-чӑваш» Игорь Петров 60 ҫул тултарнӑ.
Игорь Георгиевич — Пушкӑртстан чӑвашӗ. Этнограф, истори наукисен кандидачӗ. Маларах асӑннӑ ӑсчах Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Петров «тӑван халӑхӑмӑр шӑпипе пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки ҫинчен куллен шухӑшламасӑр (хӑш чухне чӗрине ыраттарса та пулӗ!) пурӑнма та» пултараймасть. Вӑл 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра — 2 монографи, авторӗ.
Иркутск облаҫӗнчи Залари районӗнчи Тагна ялӗнче чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ. Унти чӑвашсем Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи канмалли кунсене хӑйсем патӗнче савӑк ирттерме сӗнеҫҫӗ. Хӑнасем валли йӑхташӑмӑрсем пӗр кунлӑх программа хатӗрленӗ.
Хӑнасене Танга чӑвашӗсем кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ, пӗр кунлӑх турпа пыракансене кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран кӗтӗҫ.
Тагна ялӗнчи Кану ҫуртӗнчи ятарлӑ программа 11 сехетре Хӗл Мучипе Юрпике кӗтсе илнинчен пуҫӑнать. «Тасалу» йӑлине кӑтартнӑ хыҫҫӑн чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ. Кайран чӑваш теприне тӗрлеме вӗрентӗҫ, унтан Ҫутҫанталӑк тата Ҫар госпиталӗн музейӗсене илсе кайӗҫ.
«Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» видеороликсен регионсем хушшинчи конкурсне хутшӑннӑ аякри чӑваш музея кӗнеке парнеленӗ. Ку хыпара Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑннӑ ҫав ҫын – Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Илим Ту ялӗнчи Михаил Васильев. Вӑл Курак Йӑванӗн «Асатте», «Ҫуркунне», «Хӗллехи ир» сӑввисене вуланӑ.
Антонина Андреева хыпарланӑ тӑрӑх, «Пензӑран Мускава ӗҫлеме ҫӳрекенскер Курак Йӑванӗн чӑвашла кӗнекине репринт мелӗпе Наци библиотекинче ҫӗнӗрен кӑларнӑ. Пӗр экземплярне Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейне парнеленӗ».
Антонина Андреева калашле, кашниех чӑваш ҫыравҫисен эткерлӗхне хӑйне май упраса халӑх хушшинче сарма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |