Юпа уйӑхӗн 10 тата 11-мӗшӗсенче Питӗр хулинче халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсен пултарулӑхӗпе Раҫейӗн этнографи музейӗнче тата Питӗр хулинчи патшалӑх академи капеллинче паллашма май килнӗ. Музейри мероприятисем 12 сехетре уҫӑлнӑ. Фестивале «Дача» клубра ыран хупма палӑртнӑ. Унтах гала-концерт кӑтартӗҫ.
Питӗрти фестивале хамӑр ҫӗршыври коллективсем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те пухӑнаҫҫӗ. Мероприяти тӗрлӗ халӑхӑн хайне евӗрлӗхӗпе паллашма май парать. Чи кӑмӑлли — фестивале чӑвашсем хутшӑнни. Питӗре «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ тата Валентина Телей юрӑҫ тухса кайнӑ.
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнчи 16–мӗш ҫуртри 204-мӗш пӳлӗмре чӑвашлӑх пирки калаҫма ытларикунсерен пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кун пирки Вырак Суварин «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Варык Суварин ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш тӗнчи» пуҫарулӑх ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫ тӑваслахне 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен пӑхса тухать, сӳтсе явать, ӗҫ тумаллине палӑртать».
Пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Чӑваш тӗнчи» чӑвашлӑхшӑн ӗҫ тӑвас текенсене ҫав ушкӑна хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Пушкӑртстанри Федоровка районӗнчи Ашкатар ялӗнче Семеновсен ҫемйине хисеп туса мероприяти иртнӗ. Хӑнасене культура ҫурчӗ умӗнче чӑваш апачӗпе кӗтсе илнӗ. Уяв йӗркелӳҫисем «Сӑн ӳкерчӗксенче истори» тата «Семеновсен ҫитӗнӗвӗсем» ятлӑ куравсем хатӗрленӗ. Семеновсен несӗлӗнче учительсемпе тухтӑрсем, спортсменсемпе педагогсем‚ юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем тата купӑсҫӑсем пулнӑ.
«Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ йӑх-несӗл йывӑҫҫин икӗ туратне питӗ интереслӗ хатӗрленӗ. Вӑлах пухӑннисене ҫак ӑрӑвӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ.
Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑвашсен канашӗн ӗҫтӑвком председателӗ Анна Ремпель асӑннӑ ялта йӑла-йӗркесене тытса пынине‚ вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентнине палӑртса хӑварчӗ. Ӑру уявӗ вӑхӑтӗнче «Пикесем» ушкӑн (ертӳҫи – Елена Газизова)‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» халӑх ансамблӗн вокал йышӗ‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи – Марс Хайбуллин) халӑха савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енри Пахчаҫӑсен союзӗн ертӳҫи Юрий Соколов Челябинск хулине 70 пин хыр хунавӗ, 2-шер пин чӑрӑшпа юман, 800 ҫӑка парнеленӗ. Хунавсене пахчаҫӑ Мускав облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри пахчасенче ӳстерет. Ыркӑмӑллӑх акцийӗпе Челябинск хулине вӑл ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне кӗпӗрнаттӑра вӑл 20 кедрпа 50 юман парнеленӗ.
«Хулара Космонавтсен аллейине уҫма сирӗн ертӳҫӗсем ирӗк парсан эпӗ 120 кӑвак чӑрӑш илсе килнӗ пулӑттӑм», – тенӗ Юрий Соколов «74.RU» онлайн-медиа журналисчӗсене.
Вырӑнти ертӳҫӗсем ҫеҫ мар, Челябинск ҫыннисем те Юрий Соколова тав тӑваҫҫӗ. «Ҫын-тӑк ҫын! Пирӗн хушӑра ҫавӑн пек ҫынсем пулсанччӗ!», «Пур пек ҫавӑн пек ҫынсем!!! Йывӑҫсем чӗрӗлччӗр кӑна, пысӑк тав ӑна!», «Чӑвашсем – ӗҫчен халӑх. Маттурсем. Шупашкарта питӗ таса!», — тесе ҫырнӑ вӗсем.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачинское ялӗнче нумаях пулмасть чӑвашсен Чӳклеми иртнӗ.
Чӳклемене йӑхташӑмӑрсем хӑйсем ӑл ӗҫӗсемпе, ӗҫми-ҫимипе пырса ҫитнӗ. Чӑвашсен пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
Чӳклемери халӑха (унта ултӑ районтан тата Ачинск, Дивногорск, Енисейск, Красноярск, Лесосибирск, Сосновоборск хулисенчен пуҫтарӑннӑ) Красноярск тӑрӑхӗнчи тӳре-шара саламланӑ. Йӑхташӑмӑрсем юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗпе савӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ.
Чӑваш уявне пуҫараканни — Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов.
Питӗр хулинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи общество организацийӗсен пайташӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем ассоциаци тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Пухӑва тутарсен, чӑвашсен, ҫармӑссен Питӗрти автономийӗсен, Мордвасен культура обществин, Крым тутарӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Атӑлҫи» ассоциацие йӗркелеме килӗшсе татӑлнӑ. Унӑн ертӳҫи пулма чӑваша, Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Валериан Гаврилова шаннӑ.
Валериан Гаврилов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче ассоциацин концепцийӗпе мероприятисен планне хатӗрлемелле.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Екатеринбургри Б.Н.Ельцин Президент центрӗнче «Эткер» регионти пӗрремӗш интерактивлӑ форум иртнӗ. Унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл 5 патшалӑхпа ҫӗршывӑн 11 регионӗнче пурӑнакансене хӑй патне илӗртнӗ.
Форума Свердловскри чӑвашсен культура центр йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ирттерни Свердловск тӑрӑхенче пурӑнакан йӑташӑмӑрсен культруине упраса хӑварассипе тата аталантарссипе ҫыхӑннӑ. Форума ирттерме тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗсем тата культура учрежденийӗсем кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пулӑшнӑ.
Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑ Тартури фестивале хутшӑннӑ. Писатель пӗлтернӗ тӑрӑх, Жуковский ячӗллӗ литература фестивальне Людмила Казарян ҫыравҫӑ йӗркеленӗ.
«Тартура виҫӗ кун сисӗнмесӗр иртрӗ. Каяс-и, каяс мар-и тесе нумай шухӑшларӑм. Ҫапах та кайрӑм. Юкка Маллинен финн поэчӗпе, эссеистпа, славистпа, вырӑс литературине финн чӗлхине куҫараканпа паллашни маншӑн кӗтменлӗх пулчӗ», – тесе ҫырнӑ Дина Гаврилова Фейсбукра.
Аса илтерер: Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ Дина Гаврилован чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать.
Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн.
Мурманск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине кӑҫалхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен Зоя Гайбуллова (Степанова) ертсе пыма тытӑннӑ.
Зоя Ивановна Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2000 ҫулта Мурманска куҫса кайнӑ. Унта вӑл «Норникель» предприятире тӗп инженер пулса тӑрӑшать.
Мурманскри чӑвашсен ҫӗнӗ ертӳҫи 1987 ҫулта Шупашкарти строительсем хатӗрлекен техникумран вӗренсе тухнӑ, Питӗр хулинчи шыв коммуникацийӗсен университечӗн Мурманскри уйрӑмӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Зоя Гайбуллова (Степанова) тӑван тӑрӑхпа та ҫыхӑнӑва татман. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Мурманск тӑрӑхӗнчи чӑвашсене пӗр ҫӗре чӑмӑртассипе ҫине тӑрать, тӗрлӗ мероприяти ирттерет, тӑван халӑхӑмӑр культурипе ыттисене паллаштарать.
Марина Карягина тележурналист очерксен ярӑмӗ хатӗрлеме пуҫӑннине пӗлтернӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Владимир Павловпа паллаштарнӑ. 70 гектар ҫинче ӳрӗк кил хуҫи кишӗр, севок, ытти культура ӳстерет. Унӑн хуҫалӑхӗнче – 30 лаша, сумалли 12 ӗне, темиҫе вӑкӑр.
Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ӗҫне юратаканскерӗн чунӗ ачаранах шкултан колхоз ферминелле, хирелле туртнӑ.
«Ҫакӑн пек маттур та пултаруллӑ ҫынсем тытса тӑраҫҫӗ паянхи яла. Пӗтме памаҫҫӗ. Халӑх пуласлӑхӗ, шанчӑкӗ вара – ял. Мускава ҫӳресен – тарҫӑ чӑваш, килте юлсан – хуҫа. Асатте-асаннесене ҫак ҫӗрех тӑрантарнӑ», – юратса паллаштарнӑ Марина Карягина телекӑларӑм геройӗпе Фейсбукра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |