Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ канашлура ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Сергей Яхатин утӑн 16-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» тӗлӗшпе конкурс производтстви пулнине пӗлтернӗ, ҫавна май предприяти пассажирсене илсе ҫӳреме чарӑнӑ, автобуссене ҫӗнӗ перевозчиксене тара парӗҫ.
Яхатин каланӑ тӑрӑх, утӑн 4-мӗшӗнче «Чӑвашавтотранс» кредиторӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Предприятие панкрута кӑларас тепӗр процедурӑна ЧР Арбтитраж сучӗ пӑхса тухӗ.
Аса илтерер: утӑн 5-мӗшӗнчен предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Куславкка тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахнӑ. Шупашкарта та 2, 3, 5, 7, 10, 12, 14, 15, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24 тата 26-мӗш автобуссем валли вӑхӑтлӑх перевозчик шыраҫҫӗ. Ӑна утӑн 6-мӗшӗ валли тупма палӑртнӑ, анчах вӑхӑта утӑн 11-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухнӑ май Шупашкарта автобус рейсӗсене хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та предприяти автобусӗсем рейса тухма пӑрахнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Чӑвашавтотранс» Ҫӗнӗ Шупашкарта пассажирсене илсе ҫӳренӗшӗн хула хыснинчен компенсаци уйӑрманран, тӑкак нумай пулнӑран предприяти 21-мӗш маршрутпа (Химтехникум – Липово) тата 22-мӗш маршрутпа (Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай храмӗ - «Химпром» ПАО) ҫӳрекен автобуссене ҫӳреме чарни пирки пӗлтернӗ.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» автобус маршручӗсене хупнӑран ун вырӑнне урӑх перевозчик шыраҫҫӗ. Заявкӑсене йышӑнас вӑхӑта тӑснӑ.
Шупашкарта хулари 14 маршрутпа пассажирсене илсе ҫӳремешкӗн ирӗк илме усламҫӑсенчен ыйту йышӑнма пуҫланӑ. Паянхи кун ҫав 14 маршрутран 13-шӗнпе Чӑвашавтотранс автобусӗсем хутланӑ.
«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп хула администрацийӗ хулари 2, 3, 5, 7, 10, 12, 14, 15, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24 тата 26-мӗш маршрутсемпе уҫӑ конкурс ирттермесӗрех кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳремешкӗн ирӗк пама документсем йышӑнма тытӑннӑ. Каласа хӑвармалла, 13 маршрутпа Чӑвашавтотранс усӑ курнӑ пулсан, тепринпе, 19-мӗшпе, Троллейбус упраленийӗ транспорт ҫӳретнӗ.
Асӑннӑ маршрутсемпе ҫӳрес кӑмӑллисен юрӑхлӑ транспорт пулмалла, вӗсене хуҫисен карттӑпа тӳлеме май паракан терминалпа, ГЛОНАСС е ГЛОНАСС/GPSпа тивӗҫтермелле.
Юлашки вӑхӑтра «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларнӑ, вӑл панкрута тухнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» арестленӗ ҫуртне аукционра сутма лартнӑ. Лотӑн малтанхи хакӗ – 89,7 миллион тенкӗ.
Объект лаптӑкӗ – 2817,9 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртӑн кадастр номерӗ -21:01:020502:273.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче панкрута тухнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, «Чӑвашавтотрансӑн» генеральнӑй директорне Сергей Фомичева должноҫран кӑларнӑ. Ҫак хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Паян вара Сергей Фомичев каллех «Чӑвашавтотранс» ертӳҫи пулса тӑнӑ. Иван Моторин каллех хушу алӑ пуснӑ. Хальхинче вӑл Сергей Фомичева «Чӑвашавтотрансӑн» генеральнӑй директорӗн тивӗҫӗсене парасси ҫинчен пулнӑ.
Аса илтерер: 2002 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен Сергей Фомичев Ханты-Манси автономи округӗнче «Березовнефтепродукт» АУ-ра ӗҫленӗ. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче вӑл конкурсра ҫӗнтерсе «Чӑвашавтотранс» ертӳҫине ларнӑ. Палӑртмалла: ун чухне предприятире лару-тӑру лайӑхах пулман.
Чӑвашавтотранс пирки халӗ те калаҫма чарӑнман-ха. ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи парас ӗҫ малалла пырать.
Хальлӗхе Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсене парӑма парса татман-ха. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне ку кӑтарту 7 миллион тенкӗпе яхӑн танлашнӑ. Хальлӗхе ҫынсене авӑн уйӑхӗнчи шалӑва параҫҫӗ.
Предприяти пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм уйӑхсерен 3–4 миллион тенкӗ чакса пырать. Сӑмах май, Чӑвашавтотранс республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе ҫӳрет.
Шупашкарти «Соляное» микрорайона «Чӑвашавтотранс» предприятин 24-мӗш номерлӗ автобусӗсем ҫӳренине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах вӑл маршрут сайра-хутра хутланӑран автобуса кӗтсе илме питех те хӗн. Ҫавна кура ҫынсен ирӗксӗрех альтернативлӑ транспорт: маршрут ГАЗелӗ, троллейбус, питех васкасан такси — шырама тиветчӗ.
Ирпе тата каҫпа, халӑх ӗҫе васканӑ самантра, 24-мӗш автобуса малашне кашни 15 минутра ҫӳретме шантараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер хыпарланӑ.
24-мӗш маршрут Шупашкарти «Хулаҫум» вокзалтан «Элеватор» чарӑнӑва ҫитет. Унта вӑл Николаев урамӗпе иртсе «Энергозапчасть» чарӑну патӗнчен каять. Каялла та автобус маршручӗ ҫав ҫулпах иртет. «Соляное» микрорайонпа ҫыхӑнтаракан маршрут вӑл тӑрӑхрисемшӗн тинех меллӗ пулӗ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем сессие пуҫтарӑнӗҫ. Унта «Чӑвашавторанс» предприятие республика бюджетӗнчен укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухмалла. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 64,7 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Вӑл укҫа предприяти ӗҫченсене шалу илме унччен кредит илнин тӗп парӑмне тата процента тӳлеме каймалла.
Минтрансӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ паянхи куна финанс енчен ансат мар лару-тӑрура. Апла пулин те ӗҫ укҫипе парӑма унта тӳлесе татма пултарнӑ.
Аса илтеретпӗр, унччен эпир «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлеменнине пӗлтернӗчччӗ. Ун чухне ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑччӗ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Мускавра тӗрлӗ ҫӗре ҫӳрекен 265 автобуса тытса чарнӑ. Вӗсем тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑррине пула кӑлтӑклӑ пулнӑ. Тытса чарнӑ автобуссем хушшинче Мускавран Шупашкара ҫӳрекеннисем те пулнӑ.
Тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑр транспорта ятарлӑ стоянкӑна кайса лартнӑ. Йӗркесӗр транспорт пассажирсене вӑрттӑн, саккунлӑ мар майпа турттаракансен пулни паллӑ.
Пассажирсене турттаракансем тенӗрен ҫакна аса илтерер. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнине, анчах ҫӗртме уйӑхӗнчине унта тӳлеменнине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑвашавтотранс предприятире шалӑвӑн пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ-ха, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлемен. Ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Паянхи кун тӗлне ӗҫченсене пӗтӗмпе 10 миллион тенке яхӑн тӳлемен. Ҫӗртме уйӑхӗнче предприяти 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ, ку укҫапа ҫу уйӑхӗнчи шалӑва парса татнӑ. Халӗ, ЧР транспорт министрӗ каланӑ тӑрӑх, шалӑва тупӑшран тӳлеҫҫӗ.
Анчах предприяти тупӑшӗ нумаях мар. Хула тулашӗнче ҫӳрекен автобуссен тупӑшӑн ҫуррине яхӑнӑшӗ предприятие ҫитмест. Ҫавӑнпа ЧР Транспорт министерстви автобусра водительтен билет ыйтмалли пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |