Ҫӗмӗрлере килсӗр чӗрчунсем валли приют тӑвасшӑн. Хула администрацийӗ проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн 6,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Документсене кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Приюта вара ҫитес ҫул, 2023 ҫулта, тума тытӑнмалла. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та Ҫӗмӗрлере приют тӑвасси пирки унччен сӑмах хускатнӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче вӑл унта ҫулталӑкран килсӗр чӗрчунсене вӑхӑтлӑх тытмалли вырӑн пуласса шантарнӑ. Пӗтӗмпе 150 чӗрчун вырнаҫмалӑх пулмалла.
Сӑмах май, кӑҫал пӗрремӗш кварталта республикӑра хуҫасӑр 466 чӗрчуна тытнӑ.
Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем?
Пӗрремӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать.
Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир планланинчен те нумайрах ӗҫ турӑмӑр. Ашмарин словарӗн 3-мӗш томне те туллин турӑмӑр (2/3 пайне ҫеҫ мар), тата унсӑр пуҫне Петр Осиповӑн «Элкей таврашӗнче» романа та йӗркелесе ҫитертӗмӗр (корпуса кӗртеймен те ҫавӑнпа укҫине тӳлемен-ха). Халь вара малалли пайӗпе ӗҫлес шутлӑ. Унсӑр пуҫне Александр Гринӑн 5-мӗш томӗпе те ӗҫ пӗтнипе танах (ҫур кӗнекене кӗртнӗ ҫеҫ мар, мӑшӑрласа та пӗтернӗ!) — кӑшт кӑна юлнӑ. Унта ӗҫлекене 5100 куҫарса памалла пулӗ. Ҫавӑн пекех эпир Юлия Силэмӑн «Юр ҫинчи кӑвайт» повеҫне юсаса корпуса кӗртрӗмӗр.
Шупашкар районӗнчи Явӑшран Кӳкеҫе ҫити каякан ҫула юсама палӑртнӑ.
Асӑннӑ ялпа посёлока М-7 федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫыхӑнтарать. Ҫулӑн 13-мӗш километрӗнче асфальтӑн ҫиелти сийне ылмаштарӗҫ. Кивви вырӑнне ҫӗннине, 4 сантиметр сарлакӑшне, сарӗҫ.
Ҫул-йӗрҫӗсем юсав ӗҫне ҫу уйӑхӗн ҫурринче тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 198 миллион тенкӗ. Юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын экскаватор туяннӑ чухне ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Вӑл 4,6 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
44 ҫулти арҫын экскаватор сутнине тӗнче тетелӗнче курнӑ. Сутуҫӑпа техникӑна туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хайхискер Саратова хӑйӗн ҫыннине тата транспорта илсе ҫитермешкӗн трал янӑ.
Килӗшӳ тунӑ, транспорта ӑсатасси ҫеҫ юлнӑ. Шупашкар арҫынни сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 4 миллион та 682 пин тенкӗ. Анчах укҫа сутуҫӑ патне ҫитеймен. Ку ӗҫ-пуҫа ултавҫӑ сӑмса чикнӗ иккен. Вӑл Шупашкар арҫыннин укҫине вӑрланӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ.
Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫан виҫи ӳсет. Чӑваш Енре мӗн чухлӗ пулӗ вӑл?
Виҫе 10 процент хӑпарӗ. Пурӑнма кирлӗ виҫе ӳссен ытти социаллӑ тӳлев те хӑпарӗ: пӗрремӗш ачашӑн паракан тӳлев, 3-7 тата 8-17 ҫулсенчи ачасемшӗн паракан пособи, соцконтрактпа килӗшӳллӗн паракан патшалӑх пулӑшӑвӗ.
Ку улшӑнусем республикӑри 90 пин ҫемьене пырса тивӗҫ, ҫав шутра - 114 пине яхӑн ача. Ҫавӑн пекех ҫитес уйӑхран чи пӗчӗк шалу, пенси виҫи ӳсӗ.
Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. «Кӗмӗлпе» вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн.
Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян.
Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн. Тротуарсем, парковкӑсем тума палӑртнӑ, нумай тӗллевлӗ лапамсем... Ҫӗрпӳре вара историлле центра юсаса ҫӗнетесшӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх ятарлӑ экономика лаптӑкӗ уҫасшӑн. Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ.
Ятарлӑ экономика зонин проектне РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ.
Ятарлӑ экономика зонинче, паянхи куна илсен, 5 инвестор производствӑна укҫа хывас кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе вӗсем 3 ҫул хушшинче 13 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Вӗсене пурлӑх тата транспорт налукӗнчен 20 ҫуллӑха, ҫӗр налукӗнчен 3 ҫуллӑха, тупӑш налукӗнчен 49 ҫуллӑха хӑтарӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑсенче 1 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.
Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн.
Елчӗк районӗнчи 33 ҫулти арҫын чутах ултавҫӑсен аллине лекмен. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам банк карттипе ҫыхӑннӑ телефон номерне улӑштарса кредит илме хӑтланни пирки каланӑ.
Ҫак ҫын Елчӗк арҫыннине заем илме, ӑна вӑл кӑтартнӑ счет ҫине куҫарма каланӑ. Ҫапла такам илме хӑтланнӑ кредит пӑрахӑҫланать имӗш. Хайхискер 1,4 миллион тенкӗ кредит илме Шупашкара кайнӑ. Ҫав укҫана мӗнле счет ҫине куҫарма каласан тин чӑваш арҫынни иккӗленме тытӑннӑ. Кун пирки вӑл банк ӗҫченне пӗлтернӗ. Лешӗ те ку ултавҫӑ пулма пултарнине каланӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, ҫӗршыва лайӑхлатма пулӑшни пирки калакан рекламӑна асӑрханӑ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ.
"Аналитик" пилӗк уйӑха яхӑн ватӑ арҫынна суйса пурӑннӑ. Унӑн счечӗ ҫинче укҫа пухӑнать имӗш. Арҫын хӑй 10 пин доллар ӗҫлесе илнине ӗненнӗ.
Анчах укҫана илме тӑрсан ӑна счет уҫма, унта пысӑк укҫа хума ыйтнӑ. Хӑй иккӗленсен те арҫын унта 465 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах кайран хӑйех полицие пырса ултавҫӑ аллине лекни пирки заявлени ҫырнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |