Красноармейски районӗнче пурӑнакан пӗр вӑйпиттин ҫак кунсенче чикӗ леш енне тухса каяс килнӗ. Анчах ҫавӑн пек тума ӑна банк умӗнчи парӑм кансӗрленӗ.
84 пин тенкӗ пысӑк суммах та мар та, ҫапах та арҫын ӑна тӳлеме васкаман. Суд приставӗ явап тыттарассипе темиҫе хутчен хӑратни те пулӑшман.
Нумаях пулмасть суд приставӗ арҫынна чикӗ леш тухса каймалла мар туса хунӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн парӑмлӑ арҫын банкран илнӗ кивҫене те, парӑма шыраса илессипе ӗҫленишӗн илекен 5 пин тӳлеве те йӑпӑр-япӑр тӳлесе татнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм иртнӗ эрнере ултавҫӑсен аллине чутах ҫакланман. Капкӑна ҫакланасран хӗрарӑма карас ҫыхӑнӑвӗн лавккинче ӗҫлекенсем вӑхӑтра тытса чарнӑ.
Карчӑк патне ҫав кун ултӑ сехет хушшинче 18 номертан шӑнкӑравланӑ. Паллӑ мар ҫынсем кинемее банкри укҫана ултавҫӑсенчен «сыхласа хӑварма» тупрана урӑх счёт ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртме хӑтланнӑ.
Хӗрарӑм ӗненнӗ, банкри 500-е яхӑн пин тенке илнӗ те Калинин урамӗнчи суту-илӳ центрӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн лавккине укҫа куҫарма кайнӑ. Анчах унта ӗҫлекенсем хӗрарӑма ултавран тытса чарнӑ.
Карчӑка улталама хӑтланнӑ тӗслӗхпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республикӑра хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен фермерсем ӗне туянма уйӑрса панӑ субсиди укҫин пӗр пайне электрон майпа алӑ пуснине тумашкӑн тӑкакланӑ. Ҫапла вӗсем панӑ укҫан уссине те курман. Ара, ку 2500 тенкӗ тӑрать, кунсӑр пуҫне криптохӳтӗлев лицензине илме 2700 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Ӗне валли 5,5 пин тенкӗ субсиди уйӑрса параҫҫӗ. Электронлӑ документа илме вара ҫавӑн чухлӗ укҫах тухса каять.
Халӗ ку ыйтӑва татса панӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Малашне хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене субсиди илмелли килӗшӗве хут ҫинче алӑ пусса пама пултарӗҫ. ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑва улшӑнусем кӗртнӗ.
Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Амӑшӗн капиталне индексацилӗҫ. Ҫапла вӑл 12,4 процент хӑпарӗ.
Ҫав тапхӑртан пӗрремӗш ачашӑн паракан тӳлев 589,5 пин тенкӗ пулӗ, икӗмӗшӗшӗн – 779 пин тенкӗ. Хальхи вӑхӑтра ку тӳлевсем 524,5 пинпе тата 693,1 пин тенкӗпе танлашаҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ пулсан иккӗмӗшӗ ҫуралсан ҫемьене 189,5 пин тенкӗ парӗҫ.
«Шкул-2025» проектпа килӗшӳллӗн 3 шкул хута ямалла: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫ поселокӗнче. Кӳкеҫри пӗлӳ ҫуртне ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Унта 825 ача валли вырӑн пулӗ.
Шкул проектне питӗ хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вӑл пӗлтӗрех патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Шкула ҫитес ҫул тума тытӑнса 2024 ҫул вӗҫӗччен хӑпартса пӗтерме палӑртнӑ.
Шкула хута яма Чӑваш Ен – 622,2 миллион тенкӗ, «ПроШкола» тулли мар общество 624,6 миллион тенкӗ хывӗ.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГЭС патӗнчи Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӗнер кӑна, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхине ҫулӑн ҫур пайне кӑна уҫнӑ. Каҫ енне пӗтӗм ҫула уҫнине пӗлтернӗ водительсем.
Палӑртса хӑварар: ГЭС ҫывӑхӗнчи кӗпере икӗ ҫул юсанӑ. Ку ӗҫе 191 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ вырӑнти Ҫӗнтерӳ паркне юсаса ҫӗнетес тенӗ. Асӑннӑ парка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ иккен.
Юсама килӗшекен организаци те тупӑннӑ. «Краснов» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакне 16,8 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Палӑртнине кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленнӗ.
Объекта кайса пӑхнӑ та — палӑртнине туса пӗтермен. Вак-тӗвек ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ-ха, ҫапах та пуҫӑннине вӗҫлемеллех-ҫке. Туса пӗтерменнине укҫа ҫине куҫарсан 666 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Строительство организацийӗн директорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ яваплисем ӗҫе епле вӗҫленине те тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ.
Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пурлӑх сутса хыснана пуянлатнӑ.
Ӗнер хула администрацийӗнче иртнӗ планёркӑра пурлӑх комитечӗн председателӗ Юрий Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, пурлӑха 76-а яхӑн миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта.
Асӑннӑ тапхӑрта хула мэрийӗ 57 суту-илӳ ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра муниципалитетӑн куҫман пурлӑхӗн 8 объектне сутса янӑ. Унпа хула хысни 43 миллион тенкӗллӗ пулнӑ. 19 ҫӗр лаптӑкне сутса 33 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен унччен ҫарӗҫ комиссариачӗ пулнӑ ҫурта сутасшӑн, унпа 40 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа туса илесшӗн. Унсӑр пуҫне сутмалли тата тепӗр 15 объект палӑртса хунӑ.
Патӑрьел районӗнчи нумай ачаллӑ хӗрарӑм хальхинче колони-поселенире 5 уйӑх ларӗ. Алимент тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ. Анчах усси пулман - вӑл 3 ачишӗн пурпӗрех алимент тӳлеме пуҫламан.
Хӗрарӑмӑн вара ачисене укҫан палӑшма майсем пулнӑ. Вӑл калӑма ҫӳренӗ, унӑн хуҫалӑх та пур. Парӑмӗ 600 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |