Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Укҫа-тенкӗ

Ҫурт-йӗр
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем хакланнӑ. Кӑҫалхи пӗремӗш кварталта хак 4 процент ӳссе вӑтамран 4,4 миллион тенке ҫитнӗ. Кун пирки «Мир квартир» (чӑв. Хваттер тӗнчи) федераци порталӗ пӗлтернӗ.

Специалистсем ҫӗршывӑн 85 регионӗнчи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсен хакне тишкернӗ. Кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫӗршывӑн 70 регионӗнче ҫуртсемпе дачӑсем хакланнӑ, 14 регионта йӳнелнӗ, пӗр регионта хак унчченхинчен улшӑнман.

Федерацин Атӑлҫи регионне илсен уйрӑм ҫынсен чи хаклӑ ҫурчӗсем Тутарстанра. Унта пӗр ҫурт вӑтамран 9 миллион тенкӗ тӑрать. Пушкӑртстанра — 6,5 миллион тенкӗ, Чулхула облаҫӗнче – 6,12 миллион тенкӗ. Чи йӳнӗ хак Мордва Республикинче (3,5 миллион тенкӗ) тата Чӑваш Енре (4,4 миллион тенкӗ).

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫулсерен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене тата «вӑрҫӑ ачисене» Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн тӳлев параҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна пама палӑртнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ача чухне концлагерьте тата геттӑра пулнисем, фронтовиксен тӑлӑх арӑмӗсем 10-шар пин тенке тивӗҫӗҫ. Тыл ӗҫченӗсене тата «вӑрҫӑ ачи» статуса тивӗҫнисене 3-шер пин тенкӗ парӗҫ.

Сӑмах май, республикӑра 35 вӑрҫӑ сусӑрӗ тата ветеранӗ, Ленинград блокадине тӳснӗ 21 ҫын, ача чухне концлагерьте пулнӑ 27 ҫын пурӑнать. Вӑрҫӑ вӗтеранӗсен тӑлӑх арӑмӗ – 633 ҫын. 180 ҫыннӑн – тыл ӗҫченӗн статусӗ. «Вӑрҫӑ ачи» статуса вара 36 пине яхӑн ҫын илнӗ.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисене ҫӑмӑллӑхсем вырӑнне ҫулсерен 100-шер пин тенкӗ пама пуҫлӗҫ. Ку кӑҫалтан вӑйра пулӗ.

Ҫапла йышӑннӑ паян ЧР Министрсен Кабинечӗ. Унччен Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисен ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑхсем пулнӑ: коммуналлӑ тӑкаксен ҫуррине саплаштарни, общество транспорчӗпе тӳлевсӗр ҫӳрени, санаторипе курортсене тата культура учрежденийӗсене тӳлевсӗр кайни. Ҫак ҫӑмӑллӑхсемпе халӗ пурӑнакан 13 ҫынран иккӗшӗ кӑна усӑ кураҫҫӗ.

Кӑҫалтан ҫак ята тивӗҫнисене ҫулталӑкне 100 пин тенкӗ пама тытӑнӗҫ. Ку ята унччен тивӗҫнисем вара суйлама пултарӗҫ: 100 пин тенкӗ е ҫӑмӑллӑхсем.

Сӑмах май, «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята 28 ҫын тивӗҫнӗ, ҫав шутра халӗ пурӑнманнисем те пур.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗпе юхса иртекен Йӑршу юханшывӗ урлӑ вырӑнти хастарсем кӗпер хывасшӑн. Хӑйсен вӑйӗпе мар-ха, патшалӑх укҫипе. Анчах унсӑр пуҫне вӗсем хӑйсен тӳпине те хывнӑ.

«Ниме - Народный бюджет» программӑна хутшӑнса килсерен укҫа пухнӑ. Халӗ кӗпере туса паракан организацие палӑртмалла, ӑна суйласа илме аукцион ирттересси пирки тӳре-шара пӗлтернӗ ӗнтӗ.

Йӑршу юханшывӗ урлӑ хывма палӑртнӑ кӗпер чиркӳллӗ Шемшер ялӗпе Тавӑшкассине ҫыхӑнтарӗ.

Подрядчикӑн ӗҫе кӑҫалхи ҫу-авӑн уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла. Кӗпере тума 9,8 миллион тенкӗ укҫа уйӑрма палӑртнӑ. Ӑна республика бюджетӗнчен тата вырӑнти хыснаран уйӑрмалла, унсӑр пуҫне халӑх пухса панӑ кӗмӗл те пур.

Аукциона ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле.

 

Пӑтӑрмахсем
news.1777.ru сайтри сӑн
news.1777.ru сайтри сӑн

Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренекен студентка ултавҫӑсен аллине лексе ҫур миллион тенкӗ ҫухатнӑ.

Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ: 19 ҫулти хӗр пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче интернетра каччӑпа паллашнӑ. Хайхи йӗкӗт криптобиржӑра тупӑш тумалли майсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Хӗр ӑна ӗненнӗ, вӑл каланипе телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарнӑ. Унтан кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана ҫав «менеджер» каланӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт иртсен студентка ӗҫлесе илнӗ тупӑша илес тенӗ, анчах, паллах, илеймен. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Студентка тупӑш тӑвас тесе 500 пин тенкӗ ҫухатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_17913
 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫнӑ Анне палӑкӗ кивелнӗ, ҫавна май ӑна кӗҫех юсӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра тӗплӗ юсав ӗҫӗсен проект документацине тӑвакана палӑртма аукцион ирттереҫҫӗ.

Малтанхи хак – 4 237 069 тенкӗ. Конкурса хутшӑнма заявкӑсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Пӗлтӗр монумент мӗнле лару-тӑрура пулнине хакланӑ. Подрядчикӑн ҫав пӗтӗмлетӗве тӗпе хурса проект документацине хатӗрлемелле. Обьект 46 метр ҫӳллӗш, сарлакӑшӗпе вӑрӑмӑшӗ – 25,3-шер метр.

Пахалӑхсӑр ҫӗвӗсене тасатмалла тата ҫӗнӗрен сварка тумала, бетонсене ҫӗнетмелле, ҫурӑксене сапламалла, арматурӑна коррозирен тасатмалла, постамент ҫинчи гранит плитасене улӑштармалла тата ытти те. Проектра ҫак ӗҫсене тумаллине пӑхса хӑварнӑ. Ӗҫсене кӑҫал раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

 

Республикӑра
Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Хальхи вӑхӑтра машинӑсӑр ҫемье ҫук та темелле. Килсерен пӗрер машина ҫеҫ те мар, хӑшӗсенче аслисен кашнин пӗрер автомобиль.

Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Алексей Григорьев машина ванмасӑр пулмассине аван ӑнланса ӑнланать ҫеҫ мар, ҫавна май ку енӗпе вӑл укҫа ӗҫлесе илме шухӑш тытнӑ. Арҫын патшалӑхпа социаллӑ контракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне уҫма шухӑш тытнӑ. Ӗҫе вӑл 2025 ҫулта пуҫӑннӑ. Халӗ Григорьевсен ҫемйине ку ӗҫ самай кӗмӗл парать. Ун патне машина юсаттарма пыракансем те кӑмӑллӑ юлаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ.

Алексей Григорьев автомобиле юсать тата кузова ҫӗнетет. «Чи кирли — хӑраса та шикленсе тӑмалла мар. Выртан каска мӑкланнӑ тесе ахальтен каламан вӗт», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Алексей йышши чӗрӗ те вӑр-вар ҫынсем.

 

Пӑтӑрмахсем
virtualbrest.ru сайтри сӑн
virtualbrest.ru сайтри сӑн

Улатӑрти 62 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ылтӑн катӑкӗсем тата укҫа паса янӑ.

Хӗрарӑмпа упӑшкине хӑйсемпе «Тӗп банк ӗҫченӗсем» тесе паллаштарнӑ ҫынсем хӑратма тытӑннӑ. Унччен маларах «Пенси фондӗнчен» шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑм темиҫе кун афристсен витӗмӗнче пулнӑ, вӗсемпе кунне 10 сехет таран та калаҫнӑ. Ултавҫӑсем каланипех вӑл ҫӗнӗ телефон тата сим-картта туяннӑ.

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче арӑмӗпе упӑшки ятарласа Шупашкара банка кайнӑ, унта ылтӑн катӑкӗсемпе монетӑсене кӑтартма ыйтнӑ, вӗссене туяннӑ. Банк ӗҫченӗсем сисчӗвленсе вӗсенчен ултавҫӑсем пирки ыйтнӑ. Арӑмӗпе упӑшки вара мӑнукӗсен пуласлӑхӗшен ылтӑн туяннине пӗлтернӗ. Ҫав кунах вӗсем ылтӑн катӑкӗсене курьера парса янӑ.

Тепӗр кунхине ултавҫӑ упӑшкине счет ҫинчи 2,5 млн тенке илме ӳкӗте кӗртнӗ. Вӑл банкра заявка хӑварнӑ, укҫана тепӗр эрнерен илмелле пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ултавҫӑсем арӑмне вкладри 1,3 млн тенке илтернӗ, ӑна Улатӑрта курьер илсе кайнӑ.

Юлашки укҫине парса ярсан тин хӗрарӑм ултавҫӑсен тӗлне лекнине ӑнланнӑ.

 

Экономика
Ҫӑлкуҫ: чувашинформ.рф
Ҫӑлкуҫ: чувашинформ.рф

Республикӑн Финанс министерствинче ҫак инновациллӗ тӳлев хатӗрне кулленхи пурнӑҫра ӗҫе кӗртессине халалланӑ ятарлӑ канашлу иртнӗ. Пӗрремӗш вице-премьер тата финанс министрӗ Михаил Ноздряков палӑртнӑ тӑрӑх, регион ҫӗнӗ йышши тӳлевсемпе усӑ курас енӗпе хатӗрленсе пырать. Канашлу вӑхӑтӗнче тӑватӑ тӗрлӗ тӳлев сценарине тӗплӗн тишкерсе тухнӑ, вӗсемпе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма май пур. Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесене шкул тата спорт форми илмелли тӳлевсемпе тивӗҫтерес механизма вӗҫлесе пыни пирки пӗлтернӗ.

Саккунпа килӗшӳллӗн, хысна укҫине цифрӑллӑ тенкӗпе 2027 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин уйӑрма май пурри пирки аса илтернӗ. Апла пулин те Михаил Ноздряков ҫакӑ чӑрмав пулса тӑмалла марри пирки каланӑ. Ведомство пуҫлӑхӗ ҫак механизма халех тӗрӗслесе пӑхмалли урӑх ҫулсене шырама сӗннӗ. Канашлӑва хутшӑннисем Ял хуҫалӑх министерствин нормативлӑ базӑна улӑштармалли пирки килӗшнӗ. Эксперимент ирттерсе ҫӗнӗ йышши субсидипе чи малтан сӗт туса илекенсене тивӗҫтерӗҫ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Етӗрне районӗн тӗп пульницинчен 1,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – тухтӑр йӑнӑшне пула.

Истори акӑ мӗнлерех: 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче участок терапевчӗ хӗрачан анеми пулнине палӑртнӑ та стационара выртма направлени панӑ. Тепӗр кунхине хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах икӗ талӑкра унӑн сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслемен. Кайран вара унӑн пуҫ миминчи юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Ҫапла сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеменнине пула хӗрӗн сывлӑхӗ вӑйлах япӑхланнӑ. Ҫавна май хӗрӗн амӑшӗ прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 357
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 01

1990
36
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй