Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм Турцире хваттер туянас ӗмӗтпе пурӑннӑ. Пекарньӑра ӗҫлекенскер пӗлтерӗве халӑх тетелӗнче асӑрханӑ. Хак та питех те илӗртӳллӗн туйӑннӑ ӑна.
Шупашкар хӗрарӑмӗ хваттер сутаканпа та кӗҫех ҫыхӑннӑ. Арҫын хӑйӗнпе риэлтор тесе паллаштарнӑ. Лайӑх мелпе вӑл ӑна халех, вӑрах тӑхтамасӑр усӑ курма сӗннӗ. Арҫын каланӑ счёт ҫине хӗрарӑм 1 миллион тенкӗ ытла куҫарса та панӑ.
Кӑштахран хайхи риэлтор ҫыхӑнӑва тухма чарӑннӑ. Вара хӗрарӑм хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ те йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 58 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене укҫа пама Хусанах ҫитсе килнӗ. Автобуспа мар, таксипе кайнӑ. Такси укҫине ултавҫӑсем хӑйсем тӳленӗ-ха.
Маларах ун патне сим-карта вӑхӑчӗ тухать тесе шӑнкӑравланӑ. Унӑн вӑхӑтне тӑсас тесе смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.
Кӑштахран хӗрарӑм патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл унӑн кочӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ тесе каланӑ, пӑтӑрмаха ҫӑкаланас мар тесен банк ӗҫченӗсем каланине итлеме сӗннӗ. Унта Федерацин хӑрушсӑрлах службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнкӑраланӑ. Хӗрарӑм пурне те ӗненнӗ.
Дебит тата кредит картти ҫинчи мӗнпур укҫана банкран илсе вӑл Хусана кайсах ҫур миллион тенкӗ укҫана такама тыттарса хӑварнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм телее халах тетелӗнчи паллашу сайчӗсенчен пӗринче шыранӑ.
Унта вал пер арҫынпа ҫыру ҫӳретме пуҫланӑ. Темиҫе кун пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретнӗ. Унтан арҫын чуна уҫнӑ. Вӑл рынокра укҫа тума май инструментсемпе усӑ курса укҫа туса пурӑннине ӗнентернӗ, ӗҫлемесер лайӑх пурӑнма май пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ӑна аналитик пулӑшса пырать иккен, ҫав ырӑ ҫын Шупашкар хӗрарӑмне те пулӑшма хирӗс мар-мӗн.
Хӗрарӑм телефонта ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ, «биржа сайтӗнче» регистрациленнӗ, унта пӗр миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Ӗслемен хӗрарӑмӑн ун чухле укҫа пулман-ха, ӑна вал кредит илнӗ. Тупӑш курайманнине кура тӑванӗсене пӗлтерннӗ, лешсем ӑна улталаннине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ене Чукоткӑран хӑнана килнӗ хӗрарӑм миллион ҫурӑ тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
71 ҫулти пенсионера таванӗсем улталаман-ха. Мессенджерсенчен пӗринче ун патне шӑнкӑравласа вӑл ӗҫленӗ предприятире тӗрӗслев ирттернӗ те вӑл халӗ те унта ӗҫленине кӑтартакан суя хутсем тупса палӑртнӑ тесе пӗлтернӗ. Ку ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби ӗҫченӗсем те тӗрӗслеҫҫӗ тесе ӗнентернӗ. Унсӑр пуҫне Украина ҫынни ун ячӗпе кредит илнӗ, хӑвӑрт кӑна хупмалла тесе хӑратнӑ.
Ултавҫӑсене ӗненсе хӗрарӑм 1,5 миллион тенке ултавҫӑсем каланӑ «хӑрушсӑр» счёт ҫине тесе ӗненнипе ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн режиссёрӗ Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ. Вӑл — культурӑпа ӳнер енӗпе пултаруллӑ 43 лауреат йышӗнче.
Денис Андронов — ҫамрӑк та пултаруллӑ режиссёр. Режиссер-постановщикра вӑл 2021 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ та 2024 ҫулта тӗп режиссёр пулса тӑнӑ.
Унӑн пӗрремӗш ӗҫӗ — «Хранители» патриот спектаклӗ. Ӑна вӑл Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тылра ӗҫленисене халалланӑ.
Денис Андронов ҫулталӑкра пурӗ 240 пин тенкӗ премие тивӗҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти арҫын хӑй те улталаннӑ, амӑшне те шӑнман пӑрпа лартса янӑ.
Пӑтӑрмах МИХсенчен пӗринче инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илме май пуррине хыпарлакан пӗлтерӗве курнинчен пуҫланнӑ. Унта кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ та кӑштахран калаҫу мессенджресенчен пӗрне куҫнӑ. Унта арҫынна телефонта ятарлӑ приложени вырнаҫтарма сӗннӗ. Арҫын итленӗ. Унтан ӑна ют ҫӗршыва валютипе вклад уҫма каланӑ. Арҫын каллех итленӗ. Кӗҫех арҫын картти ҫине темиҫе пин тенкӗ килсе выртнӑ. Унтан арҫын укҫана суя инветсора куҫарса панӑ. Унтан вӑл килте пур укҫана амӑшне те ҫавӑнта хывма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ҫапла вара ҫемье пӗтӗмпе 2 миллиона яхӑн тенке такамсене куҫарса та панӑ.
Ҫӗмӗрле округӗнчи Тӑван ялӗнче Георгий Федоров бюстне вырнаҫтарасшӑн. Шӑпах ҫак ялта (ун чухне Питушкино пулнӑ) 1942 ҫулта ҫуралнӑ вӑл. Бюст ялти культура ҫурчӗ умӗнче пулӗ.
Ҫӗмӗрле округӗн администрацийӗ электронлӑ аукцион ирттерет. Бюстшӑн 1,3 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ӑна кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Георгий Иосифович 1998 ҫултан пуҫласа мӗн виличчен И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӗҫленӗ, профессор пулнӑ, стилистика тата библиотековеденипе культурологи кафедрисене ертсе пынӑ. Вӑл 2015 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйралнӑ.
«Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ Чӑваш Енри пӗчӗк тупӑшлӑ пӗччен пурӑнакан ватӑсемпе сусӑрсене хальхинче апат-ҫимӗҫ туянма электрон сертификатсем уйӑрса панӑ. Кашнине — 5-шер пин тенкӗлӗх. Шупашкарта ун пек пулӑшупа 68 ҫын усӑ курӗ.
Сертификатпа тавара «Пятерочка» лавккасенче туянма юрать. Анчах эрех-сӑра, пирус туянмалла мар, куллен кирлӗ апат-ҫимӗҫ илмелле. Фонд сӗннине шута илсе. Лавккана ҫитме пултаракан ватӑсем хӑйсем кайса илеҫҫӗ, каяйманнисене социаллӑ центр ӗҫченӗсем туянса килне леҫсе параҫҫӗ.
«Тӗлӗнмелле савӑнтӑм. Кун чухлӗ апат-ҫимӗҫ хӑҫанччен ҫитӗ», — савӑнса тав тунӑ Шупашкарта пурӑнакан Елена Орлова иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр.
Шупашкарта пурӑнакан хусах хӑй мӗншӗн авланайманнине пӗлес тесе юмӑҫа кайнӑ. 40-ри арҫын тӗнче тетелӗнче витӗр куракан, пурне те пӗлекен юмӑҫ пӗлтерӗвне асӑрханӑ.
Хайхи «маҫтӑр» арҫынна сӑнӳкерчӗк ярса пама ыйтнӑ. Сӑнӳкерчӗке курсан хӗрарӑм хусаха такам пӑснине, ӑна тасатмаллине ӗнентернӗ. Кун пек ӗҫе ахаль тӑвайӑн-и — укҫа тӳлемелле. Нумай тӳлемелле.
Арсын микрофинанс организацийӗсенчен кивҫен илсе тултарнӑ. 1,3 миллион ытларах тенкӗ укҫана сеанс ирттерекене куҫарса панӑ. Лешӗ ӑна ӗҫе вӗҫлесен каялла куҫарса пама шантарнӑ-ҫке. Хусаха пулӑшас тесе тар тӑкнине ӗнентерме хӗрарӑм видеосем ярса панӑ. Унта вӑл ҫӑва тӑрӑх ҫуртапа ҫӳренӗ. Медиафайлсене ҫийӗнчех телефонтан тасатма ыйтнӑ, пӑсса пани унсӑрӑн сарӑлса каяссине пӗлтернӗ.
Сеанс хыҫҫӑн укҫана тавӑрмалли икӗ эрне иртнӗ хыҫҫӑн (ара, юмӑҫ ҫапла каланӑ-ҫкӗ) хӗрарӑм ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан арҫын хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.
Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Лукьяновсем ҫӗр ҫырли туса илме тӗллев лартнӑ. Ҫав ӗмӗтпе хавхаланса Анна Лукьянова патшалӑх контрактне алӑ пусса хыснаран укҫа илнӗ те ӑна хушма хуҫалӑха аталантарма янӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗр ҫырлин чаплӑ йышши сортне туяннӑ.
Малтанах вӗсем шикленнине пытарамаҫҫӗ: «Калча вӑй илӗ-и? Туса илме пултарӑпӑр-и?» Анчах пӗрремӗш ана ҫырла пама тытӑнсан хӗрарӑм хавхаланнӑ, халӗ вӑл ҫырла лаптӑкне пысӑклатма ӗмӗтленет.
Аннӑн упӑшки хурт-хӑмӑр ӗрчетет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |