Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Лекарева шаннӑ. Кун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сергей Николаевич унччен Чӑваш Енӗн Промышлненоҫпа энергетика министерствинче ӗҫленӗ. 2020 ҫулхи пуш уйӑхенчен пуҫласа 01 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл министрӑн ҫумӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Промышленноҫа аталантарассипе ӗслекен фондра тӑрӑшнӑ, унта «Тухӑҫлӑ регион» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе тимленӗ.
Чӑваш Енре чухӑнсен шучӗ чакнӑ. Кун пирки республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Правительство ҫуртӗнче ӗнер иртнӗ ларура.
Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта чухӑнлӑх чиккинчен пӗчӗкрех тупӑшлӑ ҫынсен йышӗ пирӗн тӑрӑхра унчченхи ҫулхинчен 11,5 пин ҫын сахалланӑ. Ун пеккисен йышӗ 152,6 пин ҫынпа танлашнӑ.
Чухӑнлӑх шайӗ 13 процент чакнӑ, ку вӑл танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 0,9 процерт пӗчӗкрех.
Республика кунӗнче пирӗн пата сумлӑ хӑна килӗ. Вӑл – РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев.
Министр ЧР Элтеперӗпе Олег Николаевпа физкультура тата спорт тытӑмӗнчи ыйтусене сӳтсе явӗ. Уявра Шупашкарти «Волга» стадион, «Ҫӗнӗ хула микрорайонти пӑр катокӗ уҫӑлӗ. Министр унта пулӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Маунтинбайк центрне кайса курӗ.
Сӑмах май, Михаил Дегтярев министр пуканӗ ҫине нумаях пулмасть ларнӑ: кӑҫал ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Паян Шупашкар пуҫлӑхне суйланӑ. Депутатсем Владимир Доброхотова ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.
Аса илтерер: конкурс иртессине пӗлтерсен пилӗк кандидатран заявка килнӗ. Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче конкурс комиссийӗ тӑватӑ кандидата хӑварнӑ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче собеседовани ирттерсен икӗ кандидат финала тухнӑ: Владимир Добрхотов тата ЕДДС пуҫлӑхӗ Александр Малов.
Ҫак икӗ кандидатурӑран паян депутатсем Владимир Доброхотова суйланӑ. Ҫапла вӑл присяга тытса должноҫре ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тӑвай муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пресс-секретарьне пысӑк наградӑпа чысланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Галина Егорова пресс-секретаре «вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» уйрӑмлӑх палли парса хавхалантарма йышӑннӑ. Ун пек документа вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Павлова «Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Россельхозцентрӑн филиалне ертсе пырать.
Сергей Павлов 2010-2015 ҫулсенче вице премьер – ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ, 2015-2106 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗнче ӗҫленӗ. 2016 ҫулта ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Россельхозцентрӑн регионти филиалӗн ертӳҫинче вӑл 2021 ҫултанпа ӗҫлет.
Шупашкар хулин пуҫлӑхне кӗҫех, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, суйлӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче комисси суйланӑ 4 кандидат хула аталанӑвӗн планӗпе паллаштарнӑ. Кун хыҫҫӑн пуҫлӑх пуканӗшӗн 2 ҫын кӗрешӗ: халӗ пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов тата ЕДДС ертӳҫи Александр Малов.
Сӑмах май, конкурса 5 кандидатран заявка килнӗ. Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче комисси вӗсен докуменчӗсене тишкернӗ те чӗрчунсене хӳтӗлекен Яна Николаевӑна конкурса хутшӑнма ирӗк паман.
Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров ӗнер отставкӑна каясси пирки пӗлтернӗ. Ӗнер унӑн ку должноҫре юлашки ӗҫ кунӗ пулнӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл паянтан урӑх ӗҫре тӑрӑшма пуҫлать. Ӑҫтине хальлӗхе пӗлтермен. Вӑл хула депутачӗсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Владимир Иванович Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ.
Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкар пуҫлӑхне суйлассипе конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Кам йышӑнӗ-ха ку пукана? Ҫакна ыран палӑртӗҫ.
Малтан кандидатсене 12 ҫынран тӑракан комисси пӑхса тухӗ. Унтан темиҫешне Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене пӑхса тухма парӗҫ.
Конкурса 5 заявка килнӗ. Вӗсен йышӗнче – халӗ Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов, ЕДДС пуҫлӑхӗ Александр Малов, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Александр Матвеев, Яна Николаева тата Владимир Кириллов.
Комисси тӑватӑ кандидатурӑна конкурса хутшӑнма суйланӑ.
2023 ҫулччен ЧР строительство министрӗ пулнӑ, кайран вице-премьер тилхепине тытнӑ Павел Данилова Мускавра тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Павел Данилов сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗн гендиректорӗнчен Алексей Антоновран 32 миллион тенкӗлӗх сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑш-пӗр организаципе патшалӑх контрактне йӗркелеме пулӑшнӑ имӗш.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд Павел Даниловпа Алексей Антонова арестленӗ. Павел Данилов преступленилле ытти ӗҫе те тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫӗн фигуранчӗсен пурӑннӑ вырӑнта ухтарнӑ, ӗҫпе ҫыхӑннӑ япаласемпе документсене туртса илнӗ, вӗсен банк счёчӗсене, куҫман пурлӑхне, автомобилӗсемпе мототранспортне пурӗ 74,7 миллион тенкӗлӗх арестленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |