
Муркашра ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлнӑ. Кая юлса пулин те вӑл ӗҫлесе кайнӑ-кайнах. Объекта малтан палӑртнинчен 8 уйӑх кая юлса уҫнӑ. Унта сменӑра 150 ҫынна йышӑнма пултарӗҫ.
Поликлиникӑна уҫма пысӑк шайри тӳре-шара персе ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра икӗ уйрӑм: аслисен тата ачасен. Кашни уйрӑма уйрӑм алӑкран кӗмелле.
Ҫынсене участокри терапевтсем, педиатрсем, ҫавӑн пекех ансӑр профильлӗ оториноларинголог, офтальмолог, невролог йышӑнӗҫ.
Объекта «ГлавИнвестСтрой» тулли мар яваплӑ общество хӑпартнӑ. Поликлиникӑна подрядчикӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Унта нумаях пулмасть депутатсен делегацийӗ пулсан объекта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ.

ЧР вӗренӳ министрӗн Дмитрий Захаровӑн мӑшӑрӗ Ольга Захарова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуснӑ.
Ольга Захарова 2021 ҫултанпа Шупашкарти Мониторинг тата вӗренӳ аталанӑвӗн центрне ертсе пырать. Вӑл Мускаври М.А.Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари университетне «учитель-логопед» специальноҫпе пӗтернӗ. Кайран унтах «патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноҫе илнӗ. Малтан вӑл асӑннӑ центрта методист, ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ. Унта 2016 ҫулта ӗҫлеме вырнаҫнӑ.
Мӑшӑрӗпе Дмитрий Захаровпа пӗрле вӗсем ывӑл ӳстереҫҫӗ. Вӑл 4 ҫулта кӑна-ха.

Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Рудольф Селиванов ӗҫрен пӑрахнӑ.
Аса илтерер: Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи лекнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри кроссоверпа аварие лекнӗ. Машинӑна юсаса тӑкакланас мар тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран инспекторсем киличчен служба машинин водителӗ валли ҫын тупса та хунӑ-мӗн. Ҫапла айӑплӑ мар ҫынна явап тыттарнӑ, округ пуҫлӑхӗ вара хӑйӗн ӗҫченӗсене страхлав тӳлевӗ илмешкӗн документсем тӑратма хушнӑ.

«Агро-Инновации» автономи учрежденийӗн директорне Николай Васильева ӗҫрен кӑларнӑ. Ун пек хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Николай Васильева ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине хушура каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Эпир маларах асӑнса хӑварнӑ предприяти республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине пӑхӑнса тӑрать.
Николай Иванович 1962 ҫулта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта вӑл Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ. Ял хуҫалӑх чӗрчунӗсен генетикин пӗтӗм союзри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнчен, каярах аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Биологи наукисен кандидачӗ, доцент.

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран ун пек ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫав ӗҫе чарса лартнӑ иккен, мӗншӗн тесен явап тыттармалли вӑхӑт иртнӗ-мӗн.
Шпилеваяна пуҫиле майпа унччен пӗрре пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл икӗ тӑлӑха пурӑнма юрӑхсӑр хваттер уйӑрса панӑран пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Шпилевая 3,2 миллион тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ, пуҫиле ӗҫе вӑхӑт иртнӗ тесе чарса лартнӑ.
Хальхинче ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарнӑ, судра пӗрремӗш лару ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне судья суда хутшӑнакансенчен пӗрин тӑванӗ пулнӑран судьяна ылмаштарма йышӑннӑ. Хальхинче, иккӗмӗш ларура, ӗҫе урӑх судья ӗҫе пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ.

Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов юр ирӗлтермелли станци строительстви мӗнле пынипе паллашнӑ. Ӗҫсен 79 процентне пурнӑҫланӑ.
Станцие «Промтрактор» савута хирӗҫ, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, хута яраҫҫӗ. Вӑл хулари ҫивӗч ыйтӑва – юр илсе тухассине – татса памалла.
Станцире пысӑк производствӑллӑ икӗ «Вулкан» горелка лартӗҫ. Вӗсем кирек мӗнле ҫанталӑкра та юра пӗр чарӑнмасӑр ирӗлтерӗҫ.
Палӑртса хӑварар: станцие 7,5 гектар ҫӗр ҫинче хута яраҫҫӗ. Малтанах контракт 565 миллион тенкӗлӗх пулнӑ, кайран кӑштах тӳрлетӳсем кӗртнӗ: халӗ – 592,5 миллион тенкӗлӗх. Планпа пӑхса хунӑ тӑрӑх, юр ирӗлтерекен станцие каҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

«Чӑвашэнергӑн» ҫӗнӗ директорӗ кам пулни паллӑ. «Россети Волга» тӗп директорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ку должноҫе Константин Полуэктова шанса панӑ. Вӑл унччен ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ ӗнтӗ.
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе «Чӑвашэнергӑна» ЧР строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Илья Ионочкин ертсе пынӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ку должноҫрен кайнӑ.
Константин Полуэтков Ӗренпур патшалӑх аграри унивеситетӗнче «Финанссем тата кредит» специальноҫпе вӗреннӗ. Электроэнергетикӑри стажӗ – 27 ҫул, вӗсенчен 18 ҫулне «Россети Волга» Ӗренпурти филиалӗн директорӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

Чӑвашстата кам ертсе пырасси паллӑ. Ку пукана ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ ҫын йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗнче Эльвира Максимова ертӳҫӗрен кайнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха тилхепене Ольга Егорова тытнӑ. Эльвира Максимова ку должноҫре 16,5 ҫул ӗҫленӗ. 65 ҫул тултарсан вара вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вара Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствин хушӑвӗпе Ольга Егоровӑна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива Раҫҫей Росстачӗн ертӳҫин ҫумӗ Сергей Окладников паллаштарнӑ.
Ольга Егорова ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 19 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, специалистран пуҫласа пай пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ, Чӑвашстата ӗҫлеме килнӗ.

Ӗнер кӑна Шупашкарта ҫӗнӗ маршурт, 23-мӗш автобус ҫӳреме пуҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах ку чӑнлӑхпа пӗр килмен иккен – республика влаҫӗ хыпара васкавлӑрах пӗлтернӗ.
Хальлӗхе 23-мӗш автобус маршрут ҫине тухман. Хӑҫан тухассине те пӗлтермен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, перевозчика палӑртма аукцион иртӗ. Хӑҫанне хыпарламан.
Аса илтерер: 23-мӗш автобус Шупашкарти «Груша» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнарӗ. Унӑн маршручӗ ҫапла: Богдан Хмельницкий урамӗ — Айхи проспекчӗ — Дементьев урамӗ — Богдан Хмельницкий урамӗ — Суворов урамӗ — Коммуналллӑ слобода урамӗ — Граждан урамӗ — Зоя Космодемьянская урамӗ — Никольский проспекчӗ —Мускав проспекчӗ — Воробьев композиторсен урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Дзержинский урамӗ — Ярославль урамӗ — Сергий Радонежский урамӗ —Калинин урамӗ — Текстильщиксен урамӗ — Энергетиксен урамӗ.
Маршрут ҫинче пӗчӗк класлӑ ултӑ автобус пулмалла.

Шупашкар хулинче хӑрушсӑрлӑх системисене ҫирӗплетес ӗҫ малалла пырать: ҫӗнӗ сирена комплексӗсем, бетон хӳтлӗхсем вырнаҫтараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку эрнере Николаев тата Афанасьев урамӗсенче сирена комплексне вырнаҫтарнӑ. Иртнӗ эрнере хулара ултӑ бетон хӳтлӗх лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр: вӗсем Хӗрлӗ тӳремре, «Андриян Николаев космонавт урамӗ», «Таможня», «Хула ҫум автовокзалӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче тата кӳлмекре Анне хӳтӗлевҫӗ палӑкӗ умӗнче вырнаҫнӑ.
Станислав Трофимов хыпарланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне хулара пӗтӗмпе 21 бетон хӳтлӗх лартнӑ. Ҫитес эрне вӗҫӗччен тепӗр икӗ бетон хӳтлӗх вырнаҫтарма палӑртнӑ.
