Ача пахчисенче Сӑр хӳтӗлев чикки пирки мультфильмсем хатӗрлӗҫ. Ҫапла майпа вӗсем «Сӑр хӳтӗлев чиккин страницисем тӑрӑх» онлайн-фестивале хутшӑнӗҫ.
Мультфильм хатӗрлес ӗҫ ансат мар. Унта ачасем, ашшӗ-амӑшӗ, педагогсем хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ мелпе усӑ кураҫҫӗ: пластилинографи, аппликаци, хӑйӑр анимацийӗ, ӳкерӳ… Пӗрисем сценари ҫыраҫҫӗ, теприсем сӑнарсене хатӗрлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ютуба ҫичӗ мультфильм вырнаҫтарнӑ. Тепӗр 40-е яхӑн ӗҫ кӗҫех хатӗрлесе ҫитермелле.
Кӑҫал Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа юрӑ-кӗвӗ альбомӗ кӑларӗҫ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Сӑмах май, ҫак темӑна халалланӑ юрӑсен конкурсне кӑҫал Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
Альбома профессионал мусӑкҫӑсемпе юрӑҫсем ҫыртарӗҫ. Унта 11 юрӑ кӗрӗ. Жюрие Родион Газманов ертсе пырӗ. Вӑлах пӗр авторпа юрлама пултарӗ.
Альбомри юрӑсене шкулсенче хӑтлав тӑвӗҫ. Кайран вӗсене тӗрлӗ мероприятире янӑраттарӗҫ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Пӗрремӗш чула ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хунӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Анчах палӑк ҫитес ҫул ҫеҫ пулӗ. «Пысӑк объектсене, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене, пирӗн ентешсем виҫӗ уйӑх ҫурӑра чавса пӗтернӗ. Ҫавна май асӑну палӑкне те ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт тума палӑртатпӑр», - тенӗ Олег Алексеевич.
Ҫапах палӑка кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче уҫмӗҫ. Строительство министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш тапхӑр ҫеҫ – лапама хатӗрлесси, хӑтлӑх кӗртесси – вӗҫленӗ. Палӑка ҫитес ҫул хӑпартӗҫ.
2022 ҫула мӗне халалламалла? Чӑваш Енри тӳре-шара ҫак ыйту пирки шутлама тытӑннӑ. Хальлӗхе темиҫе сӗнӳ пур.
Ҫитес ҫулталӑка паллӑ ентешсене халаллама сӗннӗ. Ахальтен мар, 2022 ҫулта Андриян Николаев космоса ҫӗкленнӗренпе 60 ҫул ҫитет. Пиарщиксем 2022 ҫула Ача ҫулталӑкӗ е Медицина ҫулталӑкӗ тума сӗннӗ.
Ҫулталӑка мӗнле ят парӗҫ? Общество палатинчен, министрествӑсемпе муниципалитетсенчен сӗнӳсем кӗтеҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ.
Сӑр юханшывӗнче 25 ҫулти каччӑ виллине шыранине пӗлтернӗччӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ. Водолазсем унӑн виллине 3 кун шыранӑ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӑрта пляжра каччӑ путнине ҫынсем курнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ. Анчах водолазсем унӑн виллине тупайман.
Путнӑскере тепӗр кун та шыранӑ. Каллех тупайман. Виҫӗ кунран тин, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, водолазсем унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, ӑна полицейскисене панӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра шывра путса вилекенсем нумай. Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче те инкек пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 35 ҫулти арҫын 35 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ушкӑнра унӑн тусӗсем пулнӑ. Хайхискер 14 сехетре шыва кӗме шутланӑ. Вӑл урӑ пулманни паллӑ.
Ҫак арҫын пӗверен инҫех мар пурӑннӑ. Аса илтерер: Сӑрта 26-ри каччӑ путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗмерлере пурӑннӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман-ха.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ Сӑр юхашывӗнче путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
1995 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ Сӑр юханшывӗнче пляжра путса вилни пирки ирхи 8 сехетре пӗлтернӗ. Водолазсем унӑн виллине шыранӑ, анчах хальлӗхе тупайман. Ӗҫ малалла пырать.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 24 ҫын путса вилнӗ.
ҪӖР | 16 |
Чӑваш Енри 13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Вӗсенчен 9-шӗ окоп чавнӑ, 4-шӗ ҫак ӗҫ паттӑрлӑхне упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑ.
Медале информполитика министрӗ пулнӑ Валентина Андреева /халӗ «Регнум» информагентство шеф-редакторӗ/, Раҫҫей историкӗ Модест Колеров /«Регнум» тӗп редакторӗ/, Василий Цыфаркин /Вӑрмар/, Иван Криков /Вӑрмар районӗ, Энӗшпуҫ/ тивӗҫнӗ.
Иван Криков Энӗшпуҫри ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, Василий Цыфаркин Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи шутланать.
Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проект хута ярасшӑн. Вӑл автор юррисен тематика фестивалӗ.
Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа ҫырма юрать. Конкурса пӗр автор та ушкӑн та хутшӑнма пултарать. Ӳсӗм те пӗлтерӗшлӗ мар. Юрӑ вырӑсла е чӑвашла пултӑр, анчах 3,5 минутран ытларах мар. Юрӑ теми – Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен жюри чи лайӑххисене суйлӗ. Вӗсем вара «Уҫӑ хула» порталта иртекен сасӑлав хутшӑнаҫҫӗ. Тӗп парне – 30 пин тенкӗ гонорар. Заявкӑсене gcheb_kult@cap.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ.
Юханшывсене шыв шайӗ хӑпарнӑран Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ пӑр ҫийӗн каҫмалли каҫҫа ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, хупма йышӑннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ку каҫӑ хӗлле Ҫӗмӗрле районне тата Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫыхӑнтарать. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен унта понтонлӑ кӗпер ӗҫлет, хӗлле пӑр ҫийӗн каҫмалла. Пӗлтӗр понтонлӑ кӗпер чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Понтонлӑ кӗпере ҫанталӑк условийӗсем май парсан, ейӳ пӗтсен, хута ярӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |