Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын иртен-ҫӳрене пӑшалпа хӑратнӑ. Пистолета курнисенчен пӗри пакунлисем патне васканӑ. Вӑл К. Маркс урамӗнчи 45-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин ҫуртне хыпӑнса кӗнӗ. Пистолет евӗр япала тытнӑ арҫын суту-илӳ центрӗнчен инҫех мар тӑнине пӗлтернӗ. Хайхи этем ҫынсене пӑшалпа хӑратнине каланӑ.
Урампа пыракан ҫын тӗллеттернӗ вырӑна йӗрке хуралҫисем васканӑ. Пуҫтаха Шупашкар хулинчи полицин 1-мӗш пайне илсе кайнӑ. Ҫынсене хӑратма усӑ курнӑ хатӗр вылямалли пистолет пулнӑ. 30 ҫулти арҫын психиатрсем патӗнче шутра тӑрать иккен. Ӑна ятарлӑ сиплев учрежденине ӑсатнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах, врач-стоматолог, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, медицина историкӗ Григорий Алексеев вилнӗ.
Григорий Алексеевич 1927 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Мускаври стоматологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Республикӑн стоматологи пульницинче шӑл тухтӑрӗ, тӗп врачӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, тӗп врач пулса ӗҫленӗ. 1964 ҫулта Г.А. Алексеев Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче педагог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Григорий Алексеев Медицина историкӗсен обществине йӗркеленӗ тата ертсе пынӑ. Врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра та ӗҫленӗ. Сывлӑх сыхлав отраслӗнче вӑл 66 ҫул тӑрӑшнӑ.
Г.А. Алексеев Чӑваш Республикин Патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ун икӗ томлӑ «Чувашская медицинская энциклопедия» ӗҫне ҫавӑн пек хакланӑ.
Клиника стоматологине халалласа вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, медицина историне халалланӑ монографисемпе брошюрӑсен тата 20 вӗренӳ пособийӗн авторӗ.
Паян Чӑваш Енре пӗр талӑкра тата нумай ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ – 83 ҫын! Ку – ҫӗнӗ рекорд.
Ҫапах лайӑх хыпар та пур. Иртнӗ талӑкра 61 ҫын инфекцирен сывалса пульницӑран тухнӑ. Ҫапла сывалнисен йышӗ 405 ҫынна ҫитнӗ. Вилнисен йышӗ хушӑнман: ҫаплипех 8 ҫын. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1522 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Раҫҫейре темиҫе кун каялла талӑкра 11 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ пулсан халӗ кӑштах чакнӑ теме те юрать. Паянхи хисеп – 10598.
Чӑваш Ене виҫӗмкун экран евӗр хӳтлӗх хатӗрӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «Фармаци» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ хыпарлани тӑрӑх республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ.
Пластик хӳтлӗх хатӗрсене «Фармаци» предприятин аптека базине кӳрсе килнӗ. Пурӗ 700 экран. Вӗсене Чулхулари уйрӑм ҫын предприятийӗсенчен пӗринче туса кӑлараҫҫӗ. Хӳтлӗх хатӗрӗсене «Фармаци» предприяти республикӑн медицина организацийӗсене валеҫӗ.
Пластик хӳтлӗх хатӗрӗсене тухтӑрсене чирлӗ ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑннӑ чух тӑхӑнма парӗҫ. Экрансене антиспектикпа тасатма пулать. Ҫӑмӑл. Вӗсене темиҫе хут та тӑхӑнма май килӗ.
Сӑмах май, пирӗн республикӑра та ун пек хатӗрсем туса кӑларма пуҫланине пӗлтернӗччӗ.
Китайри Ухань хулинче кӑшӑлвируса хирӗҫле йышӑннӑ мерӑсене ҫемҫетнӗ хыҫҫӑн кӑшӑлвирус чирӗ ҫӗнӗрен алхасма тытӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, унта COVID-19 вирусӗпе чирлӗ ҫӗнӗ тӗслӗхсене шута илнӗ.
Китай ертӳҫисем Цзилинь хулинче пурӑнакансене килте ларма хушнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнчи Цзилинь (ҫапла провинципе хула ячӗ пӗр пек) провинцийӗнчи чи пысӑк хуласенчен пӗри иккен.
Асӑннӑ хулана халӗ транспорт ҫӳретме чарнӑ.
Официаллӑ версие ӗненсен, вирус кӳршӗллӗ Шулань хулинчен пырса лекме пултарнӑ. Цзилинь провинцийӗ Ҫурҫӗр Корейӑпа юнашаррине те палӑртаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вирус Китая асӑннӑ ҫӗршывран лекме пултарнӑ текен сӑмах та ҫӳрет-мӗн.
Ҫӗнӗрен чирленисем Шулань хулинчи пӗр ҫынпа хутшӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн 22 ҫын вирус ҫаклатнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вырӑнти пуҫлӑхсем ҫынсене унчченхи режим патне тавӑрма йышӑннӑ.
Паян Чӑваш Енре тепӗр 79 ҫын кӑшӑлвируспа чирлени палӑрнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра 1439 ҫын инфекциленнӗ.
Юлашки кунра 10 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе чире парӑнтарнисен йышӗ 344 ҫынна ҫитнӗ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын.
Раҫҫейре юлашки талӑкра 9974 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ. Кӳршӗ регионта, Чулхула облаҫӗнче, паян инфекциленнисен йышӗ самай ӳснӗ: 238 ҫын хушӑннӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын (ҫав шутра икӗ ача пулнӑ) Таиландран Мускава таврӑннӑ. Самолетра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 351 ҫын пулнӑ. Вӗсене «Бангкок – Санкт-Петербург – Мускав» маршрутпа илсе килнӗ.
Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче аннӑ Чӑваш Ен ҫыннисене тӑван тӑрӑха таврӑнма республика Правительстви машина уйӑрнӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» санаторие илсе ҫитернӗ. Таиландран килнисем санаторири обсерваторта икӗ эрне пулӗҫ.
Чӑваш Ен ҫыннисене чикӗ леш енчен тӑван тӑрӑха илсе килсе пӗтереймен-ха. Чикӗ леш енче тӑрса юлнисем паянхи кун тӗлне тата тепӗр 237 ҫын. Вӗсен шутӗнче 29 ача пур. Ентешӗмӗрсен ытларах пайӗ – Таиландра, АПШра, Индире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 59 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплеме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерни тӳрре килчӗ. Паян унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ.
Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, центрта 90 койка хатӗрленӗ, «таса» тата «таса мар» зонӑсене уйӑрнӑ, пульницӑра ӗҫлекенсене ятарлӑ курсра вӗрентсе кӑларнӑ. Центрта томограф пур, персонала хӳтлӗх хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Вӑл вӗсене сахалтан та пӗр уйӑхлӑха ҫитӗ. Кирлӗ эмелсемпе тест-тытӑмсем те пур тесе пӗлтернӗ Олег Николаев.
Кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пирӗн республикӑра 1225 койка хатӗрленӗ, вӗсенчен 70% пушӑ мар ӗнтӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министертви ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем тунянни пирки пӗлтернӗччӗ. Росздравнадзор вӗсемпе усӑ курма чарнӑ. Ҫакӑ Мускаври та Питӗрти пульницӑсенче пушар тухнипе ҫыхӑннӑ.
«Концерн Радиоэлектронные технологии» АО туса кӑларнӑ «АВЕНТА-М» аппаратсемпе усӑ курма юраманни пирки управлени ертӳҫи Алла Самойлова хушу алӑ пуснӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсемпе Мускаври тата Питӗрти пульницӑсенче кӑшӑлвируспа чирлисене сипленӗ. Аппаратсене пула унта пушар тухнӑ. Инкекре 6 ҫын вилнӗ.
Унашкал 10 аппарата Чӑваш Ене те илсе килнӗ, Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вырнаҫтарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче тепӗр 20 аппарат илсе килмеле пулнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен хисепӗ паян татах ӳснӗ. Рекорд теме те пулать: пӗр талӑкра 78 ҫыннӑн ку вирус пуррине палӑртнӑ. Халӗ пӗтемпе - 1360 ҫын. Сӑмах май, унччен пӗр талӑкра чи нумаййи 76 ҫынна тупса палӑртнӑ.
Ҫак талӑкра пульницӑран 32 ҫынна кӑларнӑ, вӗсем сывалнӑ. Ҫапла майпа республикӑра пӗтӗмпе 334 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Вилнисен йышӗ улшӑнман – 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Раҫҫейре ҫак талӑкра 10028 ҫыннӑн инфекци пуррине тупнӑ. Ку кӑтарту кӑштах чакнӑ теме те пулать: унччен талӑкра 11 пин яхӑн ҫын кӑшӑлвиурспа чирленине пӗлтеретчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |