Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 54 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пирки оперштаб хыпарлать.
Ҫак каварлӑ инфекципе чирлекенсен йышӗ республикӑра 6 пинрен иртнӗ – 6164 ҫын. Ку таранччен 3334 пациент сывалнӑ. Юлашки талӑкра 27 ҫын вируса парӑнтарнӑ. Ӗнер, виҫӗмкун та 27 ҫын сывални пирки пӗлтернӗ.
Республикӑра 48 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ӗнер-паян вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисем пулман.
Аса илтерер: республика пандемие пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӑна кӗнӗ, иккӗмӗшӗ пирки хальлӗхе калаҫма иртерех.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗ тӗлӗнчи ҫул ҫинче арҫын виллине асӑрхакансем тупӑннӑ. Вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынна машина ҫапса кайнӑ, водитель инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Вилнӗ ҫын камне кӗҫех палӑртнӑ. Вӑл Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ 29 ҫулти арҫын пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫынна ҫапса кайнӑ водителе шырама тытӑннӑ. Малтан вӗсем машинӑна шыраса тупнӑ, кайран – унӑн хуҫине. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ арҫын – Тутарстанран, вӑл 72 ҫулта.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттаракан аппаратпа 23 пациента ҫыхӑнтарнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, ун пек аппаратсем пульницӑсенче ҫителӗклех. COVID-19 чирӗллисем валли республикӑра 1955 койка пӑхса хӑварнӑ.
Чирлекенсен шучӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳснине пӗлтернӗ. Чирлисенчен 42 проценчӗ – Шупашкарта пурӑнакансем. Юлашки эрнере ку цифра тата ӳснӗ, 52-64 процента ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри 14 районта чирлисем йышлӑ. Ҫавна май республика чару мерисене пӑрахӑҫлама хатӗр мар.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – 50-59 тата 40-49 ҫулсенчи ҫынсем.
⠀
Чӑваш Енре кӑшӑлвируса парӑнтарма ниепле те май килмест. Иртсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозне тата тепӗр 55 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Вирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6 110 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 3307-ӑн чире ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫӗсен тӗнче тетелӗнчи официаллӑ страницинче утӑ уйӑхӗн 8–17-мӗшӗсенчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен 69 ҫынна шута илнӗ, тепӗр кунхине – 67 ҫынна, 10-мӗшӗнче – 61 ҫынна. Ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ юлашки ҫичӗ кунта ултӑ теҫеткерен иртмен.
Шел те, ку амак ҫын пурнӑҫне те татать. Пандеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 48 ҫын вилнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируса парӑнтарма ниепле те май килмест. Иртсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозне тата тепӗр 55 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Вирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6 110 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 3307-ӑн чире ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫӗсен тӗнче тетелӗнчи официаллӑ страницинче утӑ уйӑхӗн 8–17-мӗшӗсенчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен 69 ҫынна шута илнӗ, тепӗр кунхине – 67 ҫынна, 10-мӗшӗнче – 61 ҫынна. Ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ юлашки ҫичӗ кунта ултӑ теҫеткерен иртмен.
Шел те, ку амак ҫын пурнӑҫне те татать. Пандеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 48 ҫын вилнӗ.
Шупашкарти Пепкелӗх центрӗнче 650 грамм таякан ача ҫуралнӑ. Вӑл 25-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ.
Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Пӗчӗкскерӗн чӗрине операци тунӑ. Ҫак йывӑр ӗҫе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман ача-пӑча хирургӗ Анатолий Павлов тата ведомствӑн штатра тӑман ача-пӑча анестезиолог-реаниматологӗ Дмитрий Лукоянов тунӑ. Ача виҫи пӗчӗк пулни операцие тата кӑткӑслатнӑ.
Унччен кунашкал операцисене тунӑ-ха, анчах ача виҫи кун пек пӗчӗк пулнӑ тӗслӗх тӗл пулман.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 1 сехет те 28 минутра Шупашкарта мотоциклист инкеке лекнӗ. Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, светофор симӗс тӗспе ҫуннӑ чухне, «HONDA» мотоцикла тытса пыракан ҫамрӑк арҫын тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти арҫын вилнӗ.
Инкек вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклистӑн прави тата ОСАГО страхламалли полис ҫуккине палӑртнӑ.
33 ҫулти арҫын, вӑл Канаш районӗнчен пулнӑ, транспортпа ҫӳреме права пулман. Ӑна унсӑр хӑварнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе йӗрке хуралҫисем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче арӑмӗпе упӑшки ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Пӑтӑрмах вырсарникун каҫхине 20 сехет те 50 минутра «Вятка» ҫул ҫинче пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар енчен каякан «ВАЗ-2115» автомашина Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси енне пӑрӑнма тӑнӑ. Ҫавӑнта транспорт хирӗҫ пыракан «BMW» машинӑна ҫул паман имӗш. Инкекре водитель тата 51 ҫулти хӗрарӑм васкавлӑ пулӑшу бригади пырса ҫитиччен вилнӗ. Вӗсем упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ, Шупашкар районӗнче пурӑннӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи 29 ҫулти водитель (вӑл – Патӑрьел районӗн ҫынни) аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна маларах административлӑ майпа 18 хутчен явап тыттарнӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваҫҫӗ. Ӗҫ епле пынипе районти тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Надежда Уркова паллашнӑ.
Асӑннӑ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ халӗ те пур-ха. Анчах вӑл кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурта сывлӑха сыхласси ҫинчен калакан наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Асӑннӑ нацпроекта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ.
Модульлӗ ФАПӑн никӗсне янӑ ӗнтӗ, стенасене хӑпартнӑ. Фельдшерпа акушер пунктӗнче тӗрлӗ пӳлӗм пулӗ. ФАПа кирлӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ, территорие хӑтлӑлатӗҫ. Чи кирли тухтӑрсем халӑха ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе, тӗплӗн тӗрӗслесе ырӑ кӑмӑлпа ӑсатчӑр тесси ҫеҫ юлать.
Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус тата тепӗр ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ҫапла вара COVID-19 47 ҫынна леш тӗнчене ӑсатнӑ. Ку вӑл – Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтерекен официаллӑ цифрӑсем ӗнентерни тӑрӑх.
Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, кӑшӑлвируспа пирӗн республикӑри тата 54 ҫын чирлине палӑртнӑ. «Стопкоронавирус.рф» сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, эпидеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус диагнозне Чӑваш Енре 5940 ҫыннӑнне тупса палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра кӑшӑлвируспа 2665 ҫын чирлет. Вирус алхасма пуҫланӑранпа 3228 пациент сывалнӑ, юлашки талӑкра – 25-ӗн.
Пирӗн ҫӗршывра кӑшӑлвируса хирӗҫ икӗ йышши препарат шухӑшласа кӑларнӑ. Сӑмах май, вакцина тӗрӗслевне те иртереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |