Нарӑс уйӑхӗн 27—28-мӗшӗсенче Сочи хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици канашлӑвӗ (форумӗ) иртет. Унта пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев та хутшӑнать.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ программӑра — федерацин влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе, усламҫӑсемпе тӗл пулса калаҫасси. Паян Михаил Игнатьев «Ренова» компанисен ушкӑнӗн директорсен канашӗн ертӳҫипе Виктор Вексельбергпа курнӑҫмалла. Ҫав вӑхӑтра енсем Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасси ҫинчен меморандум пусасшӑн. Теплица ыйтӑвӗпе Римри Никколо Кузано ячӗллӗ университетпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавна хутпах ҫирӗплетесшӗн.
Ыран инвестици форумӗн пленарлӑ ларӑвӗ иртмелле. Унта ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хутшӑнмалла.
Ҫак уйӑхӑн 22—28-мӗшӗнче Сочире Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи виҫҫӗмӗш ҫар вӑййи иртет. Паян биатлонистсем: арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — спринтра старта тӑчӗҫ. Арҫынсенчен пӗрремӗш вырӑна Раҫҫей спортсменӗ Максим Цветков тухрӗ.
Раҫҫей биатлонисткисенчен пиллӗккӗн ӑмӑртрӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова та пулчӗ. Спринтра вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Бронза медале те, сӑмах май, Раҫҫей спортсменки — Ульяна Кайшева — йышӑнчӗ.
Татьяна Акимова икӗ хутчен те мишене тӗл лектерчӗ. Анчах хӑвӑртлӑхпа вӑл Словени спортсменкине Тея Грегорина ҫитеймерӗ. Тӑрса пенӗ чухне Тея Грегорин васкамасӑр тӗллерӗ пулин те чупассипе чи вӑйли пулчӗ, ҫавна май вӑл финиша хӑвӑрт ҫитсе ылтӑн медале тивӗҫрӗ.
«Ренова» компанисен ушкӑнӗ Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Килӗшӗве ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата компани ушкӑнӗн ертӳҫи Виктор Вексельберг ҫитес эренере Сочире иртекен экономика канашлӑвӗнче алӑ пусӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Сочири канашлу нарӑс уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче иртӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг инвестици проектне хута ярасси пирки килӗшӗве алӑ пусӗҫ.
Аса илтерер: итальянсем те пирӗн республикӑра теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче Европӑри хӑнасем пулнӑ. Аваллӑх управҫин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пирӗн тӑрӑхӑн культурипе паллашнӑ. Чӑваш Енӗн историйӗпе, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе музейӗн маркетинг тата культурӑпа вӗренӳ ӗҫ-хӗл пайӗн заведующийӗ Ольга Кушманова паллаштарнӑ.
Ханс Йоахим Фрей тата Борис Таваколли Чӑваш Енре кинематографи епле пуҫланса кайнипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ, «Чувашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш фильмсемпе паллашнӑ.
Европӑри хӑнасем пирӗн республикӑра кино ӳкерес ӗҫпе интересленнипе пӗрлех наци музейӗ кӑсӑклӑ экспонатсемпе, тӗрлӗ материалпа пуяннине палӑртнӑ.
Раҫҫейре чи хӑрушсӑр хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар унта малти вырӑна лекнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Ыйтӑм ирттернӗ чухне респондентсене «Эпӗ хӑрушсӑр районта пурӑнатӑп, каҫхине киле кайма хӑрамастӑп» тенине 1-10 балпа хаклама ыйтнӑ.
Пӗтӗмре Раҫҫейре пурӑнакан 310 пин ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ. Вӗсен хуравӗсене тишкерсе танлаштарӑма хатӗрленӗ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи хӑрушсӑр хуласен йышне Грозный, Нижневартовск, Сочи хулисем кӗнӗ. Вӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Шупашкар 7,4 балл пухса 7-мӗш вырӑна тухнӑ.
Чи хӑрушӑ хуласем — Волгоград, Шахт, Астрахань, Новокузнецк.
«Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал Раҫҫейри ҫурт-йӗр хакне тишкернӗ. Хальхинче вӑл пӳлӗм сутса илме мӗн хака ларнипе кӑсӑкланнӑ.
Шупашкара илсен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пӳлӗмсен хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен чакса пынӑ. Пӳлӗмӗн вӑтам хакӗ 679 пин те 559 тенкӗпе танлашнӑ. Пӳлӗмсем уйрӑмах йӳнелнӗ хула — Смоленск. Унта хак тӑхӑр уйӑхра 13,7 процент чакса 743 пине ҫитнӗ. Новосибирскра 12,2 процент йӳнелнӗ, Хабаровскра — 8,9%, Кисанта (Рязаньте) – 8,7%. Ҫапах та хаксем хӑпарнӑ хуласем те пур. Кунта — Воронеж (+7,8%), Сочи (+7,3%), Сургут (+6,9%), Чуллӑ Ҫыр (+6,8%) тата Ӗпхӳ (+6,4%).
Мускаври пӳлӗме вӑтамран 3,1 миллионпа туянма пулать. Унта хак пӗр процента яхӑн кӑна чакнӑ. Сочинче те пӳлем хакӗ Мускаври пекех — 3 миллион тенкӗ. Питӗрти коммуналлӑ пӳлӗмшӗн вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Лабиновсене Сочире чысланӑ. Унта ҫемье пуҫӗ 85 ҫулти Аркадий Лабинов кайнӑ.
Авруй ялӗнче пурӑнакан Лабиновсем ветеринари тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленипе палӑрнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ветеринарири ӗҫ династийӗ» конкурсра мала тухнӑ.
Лабиновсен династийӗ ҫак тытӑмра пӗтӗмпе 1464 ҫул вӑй хурать. Династи пуҫлӑхӗ Виталий Павлович та пурнӑҫне ветеринарие халалланӑ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ. Ветеринарире 48 ҫул тӑрӑшать.
Сӑмах май, Лабиновсен ултӑ ачи аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ веттухтӑр профессине суйланӑ.
Шупашкартан Сочине ҫулла самолетпа ҫитме май туса парассине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing-737 самолет вӗҫӗ.
Маларахри хыпарта эпир рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫассине каланӑччӗ те халӗ ҫӗннине илтрӗмӗр. Рейссене ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Самолетсем Шупашкартан (малтан эпир пӗлтернӗ пекех) эрнекунсерен хутлӗҫ. Адлерти аэропорта ҫитсе чарӑнакан самолет Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен ирхи 4 сехет те 10 минутра хускалӗ. Сочире вӑл 6 сехет те 50 минутра пулӗ.
Тепӗр майлӑ каласан, ҫулла канмалли куна Сочире ним мар ирттерме май пулӗ. Билет хакӗ — 4999 тенкӗрен пуҫласа 7499 тенкӗччен.
Сӑмах май каласан, «Ижавиа» авиакомпани те ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен, Шупашкартан авиарейс уҫӗ. Вӑл пирӗн республикӑн тӗп хулине Крымпа ҫыхӑнтарассине эпир маларах хыпарланӑччӗ.
Халӗ таҫта та ҫитме пулать. Темле транспорт та ҫӳрет: автобус, пуйӑс, самолет… Шупашкарти аэропортран ҫулла Сочие те ҫитме май пулӗ.
Ку рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing737-800 самолет вӗҫӗ. Шупашкартан вӑл эрнекунсерен вӗҫӗ. Рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫӗҫ.
ДП 357 рейс эрнекун ҫурҫӗр иртни 45 минутра вӗҫсе кайӗ, Сочине 3 сехет те 10 минутра ҫитӗ. ДП 358 рейс вара эрнекун ирхи 4 сехетре тапранӗ те палӑртнӑ вырӑна 6 сехет те 50 минутра ҫитӗ.
Авиакомпани рейссене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хупӗ.
Раҫҫейре тара паракан хваттерсен хакне шута илсе рейтинг ирттернӗ. Шупашкар хули списокра чи йӳннисен йышне кӗнӗ. Кун пирки journal.mirkvartir.ru портал пӗлтерет.
Раҫҫейри 58 хулана тишкернӗ. Чи хаклисен йышне Мускав кӗнӗ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илмешкӗн уйӑхне 31677 тенкӗ тӳлемелле. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 42589, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 76822 тенкӗ кӑларса хумалла.
Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, виҫҫӗмӗшӗнче — Сочи.
Шупашкарта вара пӗр пӳлӗмлӗ хваттере 6263 тенкӗпе тара илме пулать тесе пӗлтернӗ танлаштарӑмра. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 8972, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 11332 тенкӗ тӳлемелле. Чӑнах та ҫапла-ши? Тара паракан хваттерсен хакне тишкерес тӗк ҫакна калама пулать: пӗр пӳлӗмлишӗн вӑтамран 9–10 пин тенкӗ тӳлемелле.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, хваттерсене тара илмешкӗн хак йӳнелнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |