Ӗнер ҫӑмӑл атлетика енӗпе командӑсен хушшинче Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Тӳрех палӑртар: пирӗн ентеш Анжелика Сидорова, Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекенскер, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑрту Сочири курорт хулара иртет. Унта 500 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑнать. Шӑчӑпа сикес енӗпе 13 спортменка вӑй виҫнӗ. Европа чемпионки, тӗнче чемпионачӗн призерӗ Анжелика Сидорова ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ку сезона 4 метр та 60 сантиметр ҫӳллӗшне сиксе уҫнӑ.
Малтан Анжелика 4 метр та 50 сантиметра парӑнтарнӑ. Унтан 10 сантиметр ҫӳлерех сикме пултарнӑ. 4 метр 70 сантиметра виҫӗ хутчен сиксен те парӑнтарайман. Ҫапах Анжеликӑн кӑтартӑвӗ – чи лайӑххи.