Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: Сосновка

Республикӑра
"Ҫыхӑнура" сайтри сӑн
"Ҫыхӑнура" сайтри сӑн

Пӗлтӗр Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр, Пролетарски, Октябрьски, Первомайски поселокӗсене, "Чӑваш Ен" санатори патӗнчи Санатори урамне ҫутҫанталӑк газне илсе ҫитернӗ. Кӑҫал вара "кӑвак ҫулӑм" Сосновка поселокне ҫитмелле.

Ку поселока газа юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ямалла. Ҫапла пӗлтернӗ паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура. Атӑл леш енче газ уҫлакан станцие туса пӗтерсен "кӑвак ҫулӑма" ярӗҫ.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Атӑл леш енче сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Унта сунарҫӑ билечӗ пур ҫынсем (18 ҫултан аслӑраххисем) кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви.

Фестиваль 12-17 сехетсенче Сосновка поселокӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ конкурс кӗтет. Тӗслӗхрен, сунарта тытнӑ чӗрчунран апат хатӗрлемелле, винтовкӑран пемелле, чӑрмавсене парӑнтармалла.

Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом, сувенир парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара грамотӑпа, медальпе, хаклӑ парнепе чыслӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
inpavposad.riamo.ru сайтри сӑн
inpavposad.riamo.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Сосновкӑра «Травянка-1» сад юлташлӑхӗнче пушар пулнине те сӳтсе явнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушар ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетсенче пулнӑ. 1981 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр хулинчи виҫӗ ҫамрӑк ҫӗрле киле таврӑннӑ чухне пушар тухнине, шар курнӑ ҫынна пулӑшнине пӗлтернӗччӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкарта пилӗк вырӑнта ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеҫҫӗ. Ку эрнере шӑматкун улттӑмӗш те уҫӑлӗ. Вӑл Атӑл леш енче Сосновка ялӗнче пулӗ. Ярмӑрккӑ чарӑну ҫывӑхӗнче ӗҫлӗ.

Ял хуҫалӑх ярмӑрккисенче сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Ҫавна май халӑх унта пахча ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗрехпе туянма пултарать.

Тивӗҫлӗ канури ҫынсене тата патшалӑхран ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене нимеҫӗсем ҫимӗҫсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ. Ял хуҫалӑх ярмӑрккисем 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ӗҫлӗҫ.

 

Хулара

Ырантан, ҫӗртмен 5-мӗшӗнчен, Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне юханшыв трамвайӗ ҫӳреме тытӑнӗ.

Шупашкарти юханшыв порчӗ юнашыв трамвайӗсене «Шупашкар – Сосновка – Шупашкар» тата «Шупашкар – Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа ҫӳретӗ.

Шупашкартан Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне трамвайсем 10:00, 12:30 тата 17:40 сехетре хускалӗҫ, унтан каялла – 10:30, 13:00 тата 18:10 сехетре. Шӑматкунпа вырсарникун 15 сехетре тепӗр рейс хушӑнӗ (ҫыранӑн тепӗр леш енчен унтан каялла 15:30 сехетре тапранӗ). Ҫанталӑк 20 градус ӑшӑран сивӗрех тата ҫумӑрлӑ пулсан рейссем пулмӗҫ.

Сосновкӑна трамвайсем канмалли кунсенче ҫеҫ ҫӳрӗҫ. Вӗсем 9:00, 13:00 тата 16:40 сехетре хускалӗҫ, каялла килме — 9:30, 13:30 тата 17:10 сехетре.

Аслисем валли билет хакӗ 85 тенкӗпе танлашӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасемшӗн – 42 тенкӗ, 5 ҫулчченхисем тӳлевсӗр ҫӳрӗҫ.

 

Республикӑра
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Атӑл леш енче, Сосновкӑра, нумай функциллӗ культурӑпа кану центрне тӑвасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ унӑн проектированийӗ тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Проектировщике 6,1 миллион тенкӗ пама хатӗр.

Культура учрежденине Майя Костина ячӗллӗ шкул ҫумӗнче тума палӑртнӑ. Тӗслӗх вырӑнне Ставрополь крайӗнчи Изобильный хулинчи культура аталанӑвӗн центрӗн проектне илӗҫ.

Проект тата ӗҫ документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлӗҫ. Аукциона хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Атӑл леш енне, Сосновкӑна, шыв пӑрӑхӗ хурӗҫ. Анчах ҫынсен киле шыва хӑйсен кӗртмелле.

Сосновкӑра шыв пӑрӑхне хурас ӗҫ пуҫланнӑ ӗнтӗ. Инвестици программипе килӗшӳллӗн, ку ӗҫсене «Водоканал» пурнӑҫлать. 1 ҫухрӑма яхӑн пӑрӑха Тальниковая, Ҫамрӑклӑх урамӗсенче хурӗҫ. Ҫавӑн пекех ку урамсенче шыв пӑрӑхӗн сакӑр ҫӑлне, тӑватӑ пушар гидрантне тӑвӗҫ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен пӑрӑхсене ҫӑвӗҫ, дезинфекци тӑвӗҫ. Проекта 1,3 миллион тенкӗпе пурнӑҫлӗҫ. Киле шыв кӗретес тесен ҫынсен «Водоканала» каймалла. Киле кӗртнӗ чухнехи тӑкаксене хӑйсен саплаштарма тивӗ.

 

Республикӑра
pinterest.es сайтри сӑн
pinterest.es сайтри сӑн

Атӑл леш енче Сосновка ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫынна вӑкӑр шар кӑтартнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку пӑтӑрмах паян, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, пулнӑ. Арҫынна вӑкӑр тӗкнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, алли суранланнӑ.

Арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Унта вара тухтӑрсем вӑкӑр унӑн ӳпкине шӑтарнине те палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65912
 

Пӑтӑрмахсем
vnovgorode.ru сайтри сӑн
vnovgorode.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Владимир Счетчиков утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сосновкӑна пулла кайнӑ. Анчах вӑл килне таврӑнман. Ӑна тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар,шывра путнӑ.

63 ҫулти арҫынна нумай шыранӑ. Унта ҫӑлавҫӑсем те, нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Унӑн телефонӗ юлашки хутчен ирхи 5 сехетре ҫутӑ пулни паллӑ.

Арҫын виллине утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ишекен судно айне пулса вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев ирттерет.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян республикӑра ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑчӗ. Анчах РФ Президенчӗ Владимир Путин коронавируса пула килтен тухса ҫӳреме сӗнмен. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри шута илмен – ҫутҫанталӑк лапамне канма кайнӑ.

Атал леш енче, Сосновкӑра тата Октябрьски поселокӗнче, ҫул хӗрринче машинӑсем лартса тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унта канмалли вырӑнсене йӑлтах йышӑнса пӗтернӗ.

Аса илтерер: Владимир Путин пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен ҫынсене ӗҫлеме сӗнмен. Ҫакна коронавирус тӑрук хӑвӑрт сараласран тума йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63447
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 09

1911
115
Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
109
Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ.
1928
98
Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем