Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Атӑл леш енче сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Унта сунарҫӑ билечӗ пур ҫынсем (18 ҫултан аслӑраххисем) кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви.
Фестиваль 12-17 сехетсенче Сосновка поселокӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ конкурс кӗтет. Тӗслӗхрен, сунарта тытнӑ чӗрчунран апат хатӗрлемелле, винтовкӑран пемелле, чӑрмавсене парӑнтармалла.
Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом, сувенир парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара грамотӑпа, медальпе, хаклӑ парнепе чыслӗҫ.