
Раҫҫейре кӑҫал иртекен тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче Шупашкарта пӗтӗм халӑх пӗлекен футболистсене кураймӑпӑр. Шанни тӳрре тухмарӗ. ФИФА хыпарне тишкернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗршыв командисем валли матчсене хатӗрленме тата ҫак тапхӑрта пурӑнма уйӑрнӑ хуласен йышӗнче Шупашкар ҫукки паллӑ пулчӗ.
Аса илтерни вырӑнлӑ, республика тӳри-шари футболистсене тренировкӑсем ирттерме икӗ спорт комплексне сӗннӗччӗ. «Спартакра» футболла вылякансен «Волга Премиум Отель» хӑна ҫуртӗнче выртса тӑмаллаччӗ, «Олимп» стадионра хатӗрленекенсен «ДИС» отельре чарӑнмаллаччӗ. Пӗтӗмпе ФИФА ҫӗршыври 60 спорт комплексне тишкернӗ, вӗсемпе паллашма футболистсен пӗрлештернӗ командисен яваплӑ ҫыннисем ҫула 123 хут тухнӑ. Ҫапла вара 32 базӑна суйласа илнӗ.
Футболистсем чемпионат вӑхӑтӗнче Питӗр, Сочи, Мускав, Хусан, Саранск, Грозный, Тольятти, Геленджик, Краснодар, Воронеж, Анапа, Калуга, Ессентуки хулисенче, Мускав, Чулхула, Калининград, Ленинград облаҫӗсенче тата Тутарстанри Медведково ялӗнче хатӗрленӗҫ тата пурӑнӗҫ.

Мордва Республикин тӗп хулинчи суд Чӑваш Енре ҫуралнӑ арҫын ӗҫне пӑхса тухать. 54 ҫулти усламҫӑ 22 ҫул каялла асӑннӑ хулари виҫӗ ҫынна персе пӑрахнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ вырӑнтах вилнӗ, тепри — пульницӑра. Тепӗр виҫӗ ҫын аманнӑ.
Пӑтӑрмахӗ ресторанта сиксе тухнӑ. Унта икӗ ушкӑн каннӑ. Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленсе ушкӑнпа тӑвакан преступниксен йышӗнче пулнӑ-мӗн. Ресторанти тавлашу вара ӳсӗрле хӑй чӑнкине кӑтартас килнипе сиксе тухнӑ пулать.
Преступлени хыҫҫӑн арҫын пӗр хуларан теприне куҫса ҫӳренӗ, ют хушаматлӑ паспортпа ҫӳренӗ текен хыпар та пур.
Пӗтӗм тӗнчери шыраври арҫынна пӗлтӗр тытса чарнӑ. Унӑн килӗнче тӗрлӗ хӗҫ-пӑшал пулнӑран йӗрке хуралҫисем ҫавӑншӑн пынӑ пуль тесе вӑл шухӑшланӑ, лешсем Саранскран тесен 22 ҫул каяллахи усал ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе ҫырнӑ.

Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ.
«Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать.
Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.

Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ пуҫласа иртет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче пулмалла.
«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) театр форумне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркелет. Фестивале Хусанти, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Шупашкарти ҫамрӑксен театрӗсем тата Саранскри наци драма театрӗ хутшӑнмалла. Театр форумӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе: чӑвашла, тутарла, ҫармӑсла — кӑтартӗҫ. Вӗсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ.
Фестивальти спектакльсене Мускавран, Ӗпхӳрен ятарласа чӗнсе илнӗ критиксемпе: ӳнер пӗлӗвӗн кандиадачӗ Ирина Мягковӑпа тата Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗпе Дина Давлетшинапа — сӳтсе явӗҫ. Форума хутшӑннӑ спектакльсене тата артистсене тӗрлӗ номинаципе чыслассине те палӑртса хунӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче, Саранскра, финанс пирамиди йӗркеленӗ. Ҫынсене улталаса пуйма шут тытнӑ арҫыннӑн шӑпине Шупашкарти Ленин районӗнчи суд татса парӗ. Прокуратура айӑплав хутне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Арҫын Шупашкарта «Народный сейф» (чӑв. Халӑх сейфӗ) ятпа тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Унта вӑл ҫынсен укҫа-тенкине пуҫтарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен арҫын Шупашкарта тата Саранскра пурӑнакансенчен 8,1 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Малтанхи уйӑхсенче арҫын процентсене паркаланӑ, кайран тупра ҫынсене кӗми пулнӑ. Укҫана ултавҫӑ арҫын темиҫе уйӑхран пуҫласа темиҫе ҫуллӑх тесе пуҫтарнӑ. Процентне пысӑк кӑтартнӑ вӑл.
Шупашкар Раҫҫейри хӑрушсӑр хуласен йышне кӗнӗ. Ҫакна халӑхран ыйтӑм туса пӗтӗмлетнӗ.
Раҫҫейри хуласен хӑрушсӑрлӑх шайне Domofond.ru тата Avito.ru сайтсем хакланӑ. Тӗпчев хатӗрлемешкӗн ыйтӑм ирттернӗ. «Эпӗ хӑрушсӑр районта пурӑнатӑп тата тӗттӗмре киле таврӑнма хӑрамастӑп» ыйтӑва 1–10 балпа хаклама ыйтнӑ.
Ыйтӑма Раҫҫейри 100 хулари 310 пин ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Грозный хули — чи хӑрушсӑрри. Малти 10 хула йышне Шупашкар та кӗнӗ. Вӑл списокра 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списокра Нижневартовск, Саранск, Сочи, Мурманск, Армавир хулисем те малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Владивосток вара, халӑх шухӑшӗпе, чи хӑрушши.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗ ҫывӑхӗнче Саранскран Кирова таврӑнакан автобус ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Унта ачасем пулнӑ. Вӗсене ун хыҫҫӑн ҫывӑхри шкула илсе ҫитернӗ.
Ачасене шкулта апатлантарнӑ та тепӗр автобуса лартса янӑ. Ӑна Шупашкартан чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кировран тепӗр автобус хирӗҫ тухнӑ. Вӗсем тӗл пулсан ачасене унта куҫарӗҫ. Ҫапла 28 ача тата 6 аслӑ ҫын киле ҫитӗҫ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах трансмиссипе ҫыхӑннӑ. Ачасем спорт ӑмӑртӑвӗнчен таврӑннӑ чухне пулнӑ ку.
Территорие планлакан «Урбаника» институчӗ Раҫҫейӗн пысӑк хулисенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата ҫав ырлӑх мӗн хака ларнине тишкернӗ. Ӑна вӑл пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх хакланӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫав списокра 100-тен 64–66-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, списока пӗтӗмпе 100 хулана кӗртнӗ.
Балпа пӑхсан, тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хули 58,5 балл пухнӑ. Ҫавӑн чухлех балл пухнисем тата тепӗр икӗ хула: Калининград тата Чуллӑ Ҫыр. 77,8 балл пухса Сургут малти вырӑна йышӑннӑ. Краснодар хулин — 74,4 балл, Тӗменӗн — 71,6 балл. Шахта, Бийск, Севастополь хулисен балӗсем вара самай пӗчӗккине кура вӗсем списокра вӗҫне кайса ларнӑ.
Атӑлҫи федераци округне кӗрекен хуласенчен Сарту, Саранск, Йошкар-Ола тата Киров Шупашкартан начартарах вырӑнта. Ӗпхӳ вара пӗтӗм ҫӗршыври списокра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.
Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Китайри Тайцан хулинче ҫу уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Хӑвӑрт утассипе иртекен тӗнче кубокне пирӗн ҫӗршывран камсем тухса каяссине ҫирӗплетнӗ. 21 ҫынтан тӑракан Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри ултӑ спортсмен кӗнӗ.
Йышра ҫамрӑксем те, ҫулланнӑрах спорстсменсем те пур. Ҫамрӑксен хушшинче Анастасия Чернова, Клавдия Афанасьева, Денис Сергеев, Марина Пандакова. Тӗп йыша Вера Соколова тата Петр Трофимов лекнӗ.
Унчченхи Тӗнче кубокӗпе танлаштарсан Чӑваш Ен ҫыннсиен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. 2012 ҫулта Саранскра иртнӗ Кубока пирӗн тӑрӑхран Кирилл Фроловпа Надежда Леонтьева юниорсем тата тӗп йышпа Ирина Юманова кӑна хутшӑннӑ. Ун чухне виҫӗ спортсмен та ушкӑнпа ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Надежда Леонтьева уйрӑм зачетра бронзӑна тивӗҫнӗ.
