Калмӑк Республикинчен Чӑваш Ене килме тухнӑ лашасене «Сызрань-Волгоград» федераци трасси ҫинче «Красноармейски» тӗрӗслев пунктӗнче тытса чарнӑ. Автомобиле Сарӑту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрӗсленӗ. Унта ҫичӗ лаша асӑрханӑ. Вӗсене Чӑваш Енре сутас шутпа ҫула илсе тухнӑ иккен.
Росссельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи инспекторӗсем лашасене ятарлӑ хутсемсӗр илсе кайнине палӑртнӑ. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн лаша хуҫине РФ Административлӑ йӗрке пӑснисем ҫинчен калакан кодексӑн 10.8 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Инҫе ҫула тухнӑ калмӑк урхамахӗсене тӑван тӑрӑхне каялла янӑ.
Лашасем Чӑваш Енри хӑш хуҫалӑха килессине Россельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи управленийӗн сайтӗнче палӑртман.
Ставропольтен кишӗр вӑрри илсе килме хӑтланнӑ. Анчах вӑл Чӑваш Ене ҫитеймен – ӑна тытса чарнӑ.
Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 100 килограмм вӑрӑ сиенлӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Унра сырлан курӑкӗн вӑрри тупнӑ. Вӑл вара харушӑ ҫумкурӑк шутланать.
Ҫавна май, ҫӳлерех асӑннӑ ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кишӗрӗн ку партипе килнӗ вӑррине карантин сертификатне пама хирӗҫленӗ. Ӑна турттарса килекенӗн вӑрра е тӗп тумалла, е ҫӗнӗрен хатӗрлемелле.
Россельхознадзор авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче специалистсем йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Ясмӑк тата урпа пӑттинче хурт-кӑпшанкӑ йӗрне тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнтах срокран тухнӑ урпа кӗрпи упраннӑ. 1,5 килограмм пулнӑ вӑл. Лаборатори тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, урпа кӗрпи ҫинче сӑвӑс пур. Ҫиме юрӑхсӑр кӗрпене ҫунтарса тӗп тунӑ.
Ҫӑнӑх ҫини сӑвӑс ҫын сывлӑхӗшӗн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ. Унра бактерисем пур. Ӑна пула наркӑмӑшланма пулать. Вӑл хырӑмлӑха лексен йывӑррӑн сывлаттарать, хӑрӑлтаттарать. Ҫитменнине, вӑл аллерги пуҫарать.
Ача пахчинчи хӑш-пӗр ҫынна явап тыттарнӑ. Уншӑн 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗн тата Чӑваш Республикин управленийӗн пуҫлӑхне 41 ҫулти Алексей Палькина ҫирӗплетнӗ. Икӗ регионти управление 2015 ҫул вӗҫӗнче пӗрлештернӗ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама ӑна шаннӑччӗ. «Тӗнче экономики» тата «инженер-строитель» специальноҫсене аллӑ илнӗскер асӑннӑ управленире маларах та тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: пай пуҫлӑхӗнче, управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе управлени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Темиҫе кун каялла республикӑри тата тепӗр пысӑк пуҫлӑх та «тивӗҫе пурнӑҫлакан» тенинчен хӑтӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Константин Яковлева республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче культура министрне ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӑваш Ене Африка мурӗ ҫаплах калаҫтарать. РИА Новости портал пӗлтернӗ тӑрӑх, мура пӗтерес тӗллевпе чиновниксем республикӑри хир сыснисене тӗп тума сӗннӗ.
Ку сӗнӗве Россельхознадзорӑн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Алексей Алексеенко пӗлтернӗ. Ҫак сӑмаха вӑл Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗнче Африка мурне тупса палӑртнӑран каланӑ.
— Чир хир сыснисем урлӑ ерме пӑрахтӑр тесен вӗсен хисепне май пур таран пӗчӗклетмелле. Кунта вӗсене пачах пӗтересси пирки сӑмах пырать, — тенӗ Алексей Алексеенко.
Хир сыснисене мӗнле тӗп тумалли пирки ыйту сиксе тухнӑ. Кун валли лицензи парӗҫ-и? Чиновник каланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва кашни регион хӑй пӑхса тухӗ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ чӑх-чӗп валли начар апат туяннӑ.
Россельхознадзор управленийӗ унти комбикорм, тулӑ пахалӑхне тӗрӗслеме Хусанти ятарлӑ центра ярса панӑ. Планпа ирттерекен тӗрӗслев вӑхӑтӗнче илнӗ пробӑсене лабораторире пахалани генпа модефикациленине ҫирӗплетмен-ха: тыр-пул пахалӑхӗ чиперех пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах кайӑк-кӗшӗк апачӗ валли усӑ куракан тулӑ, урпа пахалӑхне хутпа ҫирӗплетсе паманни йӗркеллӗ япала шутланмасть. Ку вара хальхи вӑхӑтри саккунсене пӑснипе танлашать.
Кӑлтӑкшӑн «Юрма» тулли мар обществӑна Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан саккунӑн 14,43 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев органӗсем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене тӗрӗсленине канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер унта Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн сӑмахӗсене аса илтернӗ: «Тӗрӗслев-надзор органӗсен тӗп тӗллевӗ штрафсем пухасси мар, экономика ӗҫ-хӗлӗ валли йӗркеллӗ условисем туса хурасси». Чӑваш Енӗн Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев тӗрӗслев мероприятийӗсем нумай чухне усӑ кӳменнине, йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшманнине палӑртнӑ. Вӑл кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслевсен шучӗ 17%, планпа палӑртнисен шучӗ 24%, планпа маррисен шучӗ 10% чакнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах дисциплина енчен тата уголовлӑ майпа явап тыттарнисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач—ҫӗртме уйӑхӗсенче 1128 тӗрӗслев ирттернӗ: ҫав шутран ытларахӑшне, 972-шне, — прокуратура (86%), Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Ульяновск облаҫӗнчи управленийӗ — 55 (ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 3 хута яхӑн ытларах), Ростехнадзор — 33 (2015 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пачах ирттермен). Станислав Николаев ҪҪХПИ, РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ, Пенси фончӗ тӗрӗслевсен шутне пӗлтӗрхипе танлаштарсан чакарнине каланӑ.
Республикӑри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗсенчен пӗринче какайра тетрациклин тупса палӑртнӑ.
Ку препаратпа кайӑк-кӗшӗке укол тӑваҫҫӗ-ха. Анчах специалистсем тӗрӗсленӗ чух какайри тетрациклин виҫи ытлашшине асӑрханӑ. Ҫакна Хусанти ветеринари лабораторийӗн тӗрӗслевӗ ҫирӗплетсе панӑ.
Какайра тетрациклин виҫи пысӑккине ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ветеринари тӗрӗслев пайӗнче тӑрӑшакансем хапрӑка тепӗр хутчен ҫитнӗ. Ку хутӗнче вӗсем планпа пӑхман тӗрӗслев ирттернӗ. Ӑна вӗсем прокуратура ирӗк панипе йӗркеленӗ.
Тетрациклина кайӑк-кӗшӗк чирлесрен тата чирлесен пама юрать-ха. Анчах вӑл препарат чӑх-чӗп организмӗнчен тухса пӗтнӗ хыҫҫӑн кӑна пусма юрать. Специалистсем тӗрӗсленӗ хапрӑкра кайӑк-кӗшӗке васкаса пуснӑ. Капла туни саккуна пӑсни пулать. Уншӑн яваплӑ ӗҫчене те, предприятине хайне те штрафлама йышӑннӑ. Иккӗшӗн пӗрле 80 пин тенкӗ тӳлемелле.
Шупашкарта суту-илӳ точкисене "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти пайташӗсем тӗрӗслеме тытӑннӑ. Паян вӗсем "Шупашкар" пасарта пулнӑ.
Парти символикиллӗ куртка тӑхӑнни кӑна тӗрӗслев ирттерме ирӗк памасть-ха. Вӗсемпе пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин, Россельхознадзорӑн ӗҫченӗсем тухнӑ.
"Халӑх тӗрӗслевӗ" тесе ят панӑ рейд вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ сутакансем йӗркене пӑснипе пӑсманнине хакланӑ. Тӑпӑрчӑ, услам ҫу, сысна пуҫӗнчен хатӗрленӗ какай туянса пӑхнӑ вӗсем. Илнӗ партине Россельхознадзорӑн лабораторине янӑ. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ кирлӗ шайра пулмасан ӑна сутакансен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мера йышӑнса вӗсене явап тыттарасси пирки систереҫҫӗ.
Хуратул ҫиме Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ чарнӑ. Анчах икӗ регионпа мар. Пӗр вырӑнта. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Веселый гном» (чӑв. Хаваслӑ гном) ача-пӑча пачхинче.
Хуратул кӗрпине Управлени ӗҫченӗсем шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Тепӗр тесен, ку кӗрпе ҫиме юраманнисен йышшинчен мар-ха. Тӗрӗслевҫӗсем кӗрпене унӑн пахалӑх марки пулманнишӗн тиркенӗ.
Хуратула ача пахчи муниципалитет нуши валли тесе тавар накладнойӗпех туяннӑ.
Кӗрпен пахалӑхне ӗнентерекен кирлӗ хутсем пулманнине кура тӗрӗслевҫӗсем хуратулӑн тӗслӗхне Хусанти ятарлӑ лабораторие тӗрӗслеме ярса панӑ. Унтисем пахаличчен асӑннӑ партие пӗҫерме юрамасть тесе ача пахчине асӑрхаттарса хӑварнӑ. Кӗрпешӗн яваплин тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |