Россельхознадзор Элӗк районӗнчи усламҫа агрохимикатсене упрамалли йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тытнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Узянов В.Н. усламҫӑ 8 тонна аммиак селитрине ятарлӑ пӳлӗмре упраман, вӑл уҫӑ вырӑнтах, тулта, выртнӑ. Ку вара йӗркене пӑсни шутланать. Россельхознадзор ӗҫченӗсем усламҫӑ тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Ӑна асӑрхаттару панӑ.
Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренекенсене япӑх пахалӑхлӑ какай ҫитернӗ. Ҫапла пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ.
Ведомство ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, сысна ашӗнче сиенлӗ микроорганизмсем, ҫав шутра сальмонелла та, тупнӑ. Унпа Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмпе 21 килограмм аш пулнӑ.
Россельхознадзор аш-какай комбинатне асӑрхаттару панӑ, хайсен продукцине тӗплӗнрех тӗрӗслеме хушнӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи пулнине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче асӑрханӑ. Унта строительство ҫӳп-ҫапӗ купаланса выртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 120 тӑваткал метр лаптӑка йышӑннӑ. Ҫӗрӗ вара ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ.
Ведомство Шупашкар район администрацине кун тӗлӗшпе асӑрхаттарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче свалкӑна тасатнӑ, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ тунӑ.
Шупашкар районӗнче таса мар шыва юханшыва юхтарса вырттарнӑ.
Россельхознадзорӑн вырӑнти управленийӗн тата республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Шӗнерпуҫӗнчи нумай хваттерлӗ икӗ ҫуртран юхса тухакан каяш шывӗ канализаци пӑрӑхӗпе ҫырмари юханшыва кайнӑ. Таса мар шыва тасатса тӑрассине вырӑнта никам та йӗркелемен.
Таса мар шыв юхмалли канализаци пӑрӑхне ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине хунӑ. Ҫӗрӗн те, канализаци пӑрӑхӗн те хуҫи ҫук иккен.
Халӗ ҫав пӑтӑрмаха яваплисен татса пама тивет.
Чӑваш Енри предприятисенчен пӗри вӑхӑчӗ тухса кайнӑ сӗтрен тӑпӑрчӑ туса кӑларнӑ предприятие тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑка Россельхознадзор спецпалисчӗсем асӑрханӑ. Вӗсем «Меркурий» информаци тытӑмӗпе усӑ курнӑ.
Кӑлтӑка ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Аккондмолоко» тулли мар яваплӑ общество упрамалли вӑхӑт тухнӑ икӗ парти чӗрӗ сӗтрен 600 килограма яхӑн тӑпӑрчӑ хатӗрленӗ. Сӗтӗн вӑхӑчӗ ака уйӑхӗн 1 тата 2-мӗшӗсенче тухнӑ.
Тӑпӑрчӑ тума мӗнле сӗтпе усӑ курнине вара кӑтартман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти складра бактерирен сыхлакан препаратлӑ кӑлпасси тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти курттӑм сутакан складсенчен пӗринче «Юбилейная» пӗҫернӗ кӑлпасси пулнӑ. Ӑна Чулхула облаҫӗнчи Лысковӑри аш-какай комбинатӗнче туса кӑларнӑ.
Кӑлпассире бактерирен аталанасран сыхлакан сульфаметазин препарат пулнӑ. Пӗр килограмм ҫимӗҫре — 7,9 мкг.
Кӑлпасси туса кӑларакана 100 пин тенкӗ штраф хурса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре пӗр тонна ытла панулмие пӑрахӑҫланӑ. Витаминлӑ ҫак ҫимӗҫе тракторпа лапчӑтса юрӑхсӑра кӑларнӑ.
1200 килограмм панулмие Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тиркенӗ. Асӑннӑ продукцин докуменчӗсем юрӑхлӑ пулман иккен.
Асӑннӑ органӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, панулмие ӑҫтан кӳрсе килнине документсемпе ҫирӗплетсе парайман. Ун пек ҫимӗҫе надзор органӗсем сутма ирӗк паманнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Сутлӑха яма юраман продукцие тракторпа лапчӑтса пӗтернӗ.
Чӑваш Ене Китайран тӳрремӗнех чей илсе килнӗ. Кун пеки хальччен пулман. Карантинри продукцие илсе ҫитернине Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тӗрӗслесе танӑ.
Пӗтӗмпе 600 килограмм чей кӳрсе килнӗ. Ҫав йышра – ферментланӑ тата ферментламан симӗс чейсем, улун.
Чей партине «Шупашкар» производствӑпа технологи комплектацийӗн управленин складне вырнаҫтарнӑ. Экспортер ҫӗршывӑн фитосанитари сертификачӗ пур паллах.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем редис вӑррин хутаҫӗнче ҫумкурӑк – армути ҫулҫиллӗ амбрози – тупнӑ. Ҫавна май вӑрӑсене тӗп тума тивнӗ.
«Родос» сорта Шупашкара Мускавран кӳрсе килнӗ. Ведомство специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, амбрози тавралӑха, тӑпрана сиен кӳрет. Вӑл ӳсекен вырӑнта тӑрук тухӑҫ чакать. Уй-хирте ҫак ҫумкурӑк ытти ӳсен-тӑрана тӗп тӑвать, утӑ пахалӑхне чакарать. Вӑл ҫын сывлӑхӗшӗн те сиенлӗ: чечеке ларнӑ вӑхӑтра аллерги пуҫланма пултарать.
Ҫак ҫумкурӑк республикӑра ан сарӑлтӑр тесе Россельхознадзор ӗҫченӗсем редис вӑррине – пӗтӗмпе 337 хутаҫ – ҫунтарса янӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Мари Элти управленийӗн специалисчӗсем «Звениговский» аш-какай комбиначӗн кӑлпассийӗнче антибиотик тупса палӑртнӑ. Ӳпке-пӗвертен хатӗрлекен «Домашняя» кӑлпассие специалистсем 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тӗрӗслеме илнӗ.
Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе лабораторире тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн сульфаметазин (килограмм продукци пуҫне 34,4 микрограмм), флорфеникол (28,9 мкг/кг), тилмикозин (1,4 мкг/кг), энрофлоксацин (23 мкг/кг) тупса палӑртнӑ. Ун пек япаласем кӑлпассире пулмалла мар.
Юрӑхсӑр партие сутма чарнӑ. Кӑлпасси туса кӑларакан аш-какай комбинатне те асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |