Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене малалла хута яраҫҫӗ. Анчах хыт хурапа ӳссе ларнӑ лаптӑксем те пур-ха. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче шӑпах ҫавнашкаллине тупнӑ.
Россельхонадзор ӗҫченӗсем ҫав ҫӗрпе 6 ҫул ытла усӑ курманине палӑртнӑ. Унта этем ҫӳллӗш ҫумкурӑк ӳсет, йывӑҫсем ашкӑраҫҫӗ. Выльӑх унта ҫӳремест, утӑ ҫулмаҫҫӗ. Типнӗ курӑк ҫунма тытӑнсан ҫывӑхри вӑрман, дача хӑрушлӑха лекеҫҫӗ.
Камӑн харпӑрлӑхӗнче вӑл? Унӑн ҫитес вӑхӑтра явап тытма тивӗ. Куншӑн 20-50 пин тенкӗ тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫак лаптӑка Кукашни ял тӑрӑхӗнче тупнӑ. Унта пӗтӗмпе 231 гектар ҫӗр ахалех выртать.