Паян ирхи 5 сехетре Владимир облаҫӗнче, М-7 автоҫулӑн 323-мӗш ҫухрӑмӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Гороховец районӗнче ВАЗ-2109 машина ҫул хӗррине чарӑннӑ грзовик ҫине пырса кӗнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ машинӑра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. Унӑн водителӗ тата салонра пулнӑ 5 пассажир вилнӗ. Вӗсем пирки хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Машина корпусӗ питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ.
Ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ.
«Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения.
65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 16 сехет те 13 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: Улатӑрта Сӑр юханшывӗнче ачана пӑр катӑкӗ ҫыран хӗрринчен шалалла илсе кайнӑ.
Районти полици, васкавлӑ медпулӑшу, пушар хуралӗ вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ача ҫыран хӗрринчен 12 метр шаларах пулнӑ. 16 сехет те 30 минутра шӑпӑрлана ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ӑна тухтӑрсене панӑ, вӗсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслӗҫ.
Паян Шупашкар ГЭСӗ патӗнче пулла тухнӑ 100 ытла ҫын «капкӑна» лекнӗ. Вӗсем пулӑ тытнӑ вӑхӑтра пӑр катӑлнӑ, ҫапла пулӑҫсем ҫыран хӗррине тухайман.
Ҫакна курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри пилӗк таран шыва анса кайнӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине тухайманни пирки пӗрлехи диспетчер службине 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ. Тепӗртакран пулӑҫсене резина кимӗпе, икӗ аэробортпа ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Арҫынсене пурне те шыв ҫинче мӗнле пулмалли пирки асӑрхаттарнине ҫырнӑ хут татӑкӗсем валеҫсе панӑ.
Пӑрачкав районӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫурхи шыв-шура тата ҫумӑр шывне юхтарса ямалли ятарлӑ хатӗрсене витнӗ чукун решеткесене вӑрласа ҫӳренӗ ҫынна темиҫе уйӑх шыранӑ.
Пӑтӑрмах пирки Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн администрацийӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче евитленӗ. Ҫав хатӗрсем Пӑрачкаври темиҫе урамран ҫухалнӑ. Пурӗ 13 таран. Тӑкак 18 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫине тӑрса шырани сая каяйман. Унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын вӑрласа ҫӳренӗ иккен. 59 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑрланӑ пурлӑха тимӗр-тӑмӑр йышӑнакансене кайса панӑ.
Кукӑр алӑллӑ этем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер Шупашкар хулинче Геннадй Айхи урамӗнче ҫамрӑк водитель ҫуран ҫӳрекене ҫапса кайнӑ. Инкек каҫхи 5 сехет иртсен пулнӑ.
48 ҫулти арҫын ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли паллӑ ӳкерсе хунӑ ҫӗрте ҫулӑн тепӗр енне васканӑ. 23 ҫулти водитель тытса пыракан «Форд Фокус» автомобиль ун ҫине пырса кӗнӗ.
Шар курнӑ арҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машини илсе кайнӑ.
Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмаха тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханма ыйтаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере 7 ҫулти хӗрача пӗренесем айне пулса вилнӗччӗ. Вӑл унта хӑпарса кайсан ун ҫине 380 килограмм таякан пӗрене ӳкнӗ. Хӗрача вилнӗ.
Кам айӑплӑ? Ҫакна суд татса парӗ. Пӗрене хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл Чкалов урамӗнче пӗренесене никамран ирӗк ирӗк ыйтмасӑр хунӑ. Вӗсене хумашкӑн вӑл вырӑн хатӑрлемен, ҫирӗплетмен.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Куславккари Горький урамӗнче ӗнер пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 5 пушар автоцистерни сӳнтернӗ.
Инкек пирки кӑнтӑрла шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫурта кӗл купине ҫаврӑнма паман, ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах пӳрт тӑрри вӑйлах сиенленнӗ. Ҫулӑм кӳршӗсем патне те куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем 1927 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи хӗрарӑмне ҫӑлнӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл пӗлӗшӗ патӗнче дачӑра пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна кил хуҫине хӗнеме тытӑннӑ, лешӗ диван ҫине ӳксен ҫӗҫӗпе чикме пуҫланӑ. Пӗлӗшӗ вилнӗ тесе шутланӑскер преступлени йӗрне пытарас тӗллевпе ҫурта чӗртсе янӑ.
Анчах суранланнӑ арҫын вилмен, ҫунакан ҫуртран хӑй тӗллӗн тухма пултарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 36 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрла килте вӑрҫӑнса кайнӑ та тухса кайнӑ. Кӑнтӑрла иртни 1 сехетре ӑна «Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцийӗн ҫыранӗ хӗрринче курнӑ.
Юлашки хутчен вӑл тӑванӗсемпе 16 сехетре ҫыхӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫыхӑну пач татӑлнӑ. Тӑванӗсем полицие кун пирки каҫхине пӗлтернӗ. Чӑнах та, арҫынна ҫав станцирен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл чӗрӗ пулман, унӑн виллине шывран кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |