Паян ҫур ҫӗр иртсен Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫулӑм икӗ пӳрте тӗп тунӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнине ҫур ҫӗр иртни 3 сехет тӗлӗнче курнӑ. Ҫунса кайнӑ пӗр ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗрарӑм пушартан ҫӑлӑнас тесе иккӗмӗш хутран сикнӗ. Ҫапла вӑл аллине амантнӑ, ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Паян ирхине Муркаш районӗнчи «Хӗвеллӗ» сад юлташлӑхӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуралтӑ таврашӗсем кӗле ҫаврӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пӗрремӗш Липовка ялӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын ашшӗне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине каччӑ ашшӗпе пӗрле килте эрех ӗҫнӗ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ывӑлӗ ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та ашшӗне чикнӗ. Суранланнӑ арҫын патне васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, пульницӑна илсе кайма тухнӑ. Анчах 52 ҫулти арҫын ҫул ҫинче вилнӗ.
Ывӑлне тытса чарнӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнче инек пулнӑ. 1985 ҫулта ҫуралнӑ арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын юхӑнса ларакан сысна комплексне пӑхма кайнӑ. Ҫавӑнта ҫӳренӗ чухне ун ҫине кирпӗчсем йӑтӑнса аннӑ, вӑл айне пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче реанимацире унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав арҫын, 36 ҫултискер, Шупашкарта пурӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхи 9-10 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта пурӑнакан ҫемье – арӑмӗпе упӑшки тата 12 ҫулти ывалӗ – урама ҫарранах чупса тухнӑ.
Вӗсем каҫхине тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре ҫулӑм алхаснӑ ӗнтӗ. Ҫемье урама ҫара уранах чупса тухнӑ, нимӗн те илсе ӗлкӗреймен, докуменчӗсем те ҫунса кайнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Ҫемье ҫуртсӑр юлнӑ, вӗсене пулӑшу кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон – 89279988242, Галина Андреевна Хамидулина.
Йӗпреҫ районӗнчи суд вырӑнти микрофинас организацийӗсенчен пӗринче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор вуланӑ.
Хӗрарӑм микрофинанс организацийӗнче ӗҫленипе усӑ курса кассӑран пысӑках мар суммӑпа темиҫе хутчен укҫа илнӗ. 4 пинрен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран. Кун пек вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ таран хӑтланнӑ.
Клиентсен даннӑйӗсем пуррине кура ҫавсен ячӗпе микрозайм килӗшӗвне йӗркеленӗ, вӗсен вырӑнне хӑй алӑ пусса янӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 22 суя килӗшӳ ҫиеле тухнӑ. Вӗсем тӑрӑх 110 пин ытла тенкӗ илни палӑрнӑ.
Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха вӑрланӑшӑн хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Айӑпне йышӑннине, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнине, пӗчӗк ачасем пуррине кура ӑна тӗрмене хупса хумасӑр 1 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Ку пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ним ҫӗнни те ҫук. Черетлӗ ҫын каллех ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Укҫана вӑл вӗсене пӗр кунра мар, уйӑх хушши куҫарса парса пурӑннӑ. Тӗрлӗшер сумма.
Улталанаканни — Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма ют ҫын такам ун ячӗпе кредит илесшӗн, ултавҫӑсем иличчен маларах хӑв ил тесе ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм банкран 168 пин ытларах тенкӗ кредит илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ултавҫӑсем айван хӗрарӑм патне шӑнкӑравласах тӑнӑ. Укҫана ӑна ятарлӑ счётсем ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм уйӑх хушшинче 900 пин ытла тенкӗ кредит илсе тултарнӑ, ҫав укҫана ют ҫынсен счёчӗ ҫине куҫарса панӑ.
Паян ирхи 4 сехетре Шупашкарта хӗрарӑм машинӑна тытса чарас тесе вилнӗ. Ку Кадыков урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Иртен-ҫӳрен ирхине картишре хӗрарӑм вилли выртнине асӑрханӑ. Пӑтӑмрах мӗнле пулса иртнине ҫынсем курнӑ. Хӗрарӑм тапраннӑ «Хендай» машинӑна чарас тесе алӑк хӑлӑпӗнчен ярса тытнӑ. Водитель чарӑнман, малаллах кайнӑ. Хӗрарӑм вара вилмеллех суранланнӑ.
Ҫав водителе ҫийӗнчех тупнӑ. Унӑн машини ҫав урамрах 16-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. 30 ҫулти арҫын ӳсӗр курӑннӑ. Ӑна тытса чарнӑ.
Паян кӑнтӑрла 12 сехет тӗлӗнче Шупашкарти пляжра арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата ҫийӗнчех каласа кӑтартнӑ.
Вӗсем каланӑ тӑрӑх, каччӑ хӗре ишме вӗрентнӗ. Унччен те пулман, хӑй шыв айне анса кайнӑ. Вӑл 24 ҫулта пулнӑ.
Каччӑпа хӗр шыва кӗмелли вырӑнтах пулнӑ, вӗсем юраман вырӑналла кӗрсе кайман. Ахӑртнех, вӗсем ишнӗ вырӑнта чӑнкӑ ҫыран, каччӑ тӑрук анса кайнӑ. Пляжри ҫынсем ӑна тупма хӑтланнӑ, анчах усӑсӑр. Ҫӑлавҫӑсем те шырама пуҫланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехет те 20 минутра пӗрлехи диспетчер службине Ҫӗмӗрлери ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Вӗсем тата свалкӑра ӗҫлекен ҫынсем ҫулӑма сӳнтерме пултарнӑ. Пушар вырӑнне Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев та ҫитнӗ.
Аса илтерер: кӑҫал ҫулла Улатӑрти ҫӳп-ҫап купи нумай вӑхӑт ҫунчӗ. Унти ҫулӑмпа пушарнӑйсем 1,5 уйӑх кӗрешнӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 11 сехетре Вӑрмар районӗнче тин пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр турттаракан машина аварие ҫакланнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Водитель Кавал ялне кӗнӗ ҫӗрте руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать-ха, водитель аманман, хӑйне чиперех туять.
Паян тепӗр авари Етӗрне районӗнче пулнӑ. Кӑнтӑрла иртсен, 13 сехет тӗлне, ҫӑмӑл машина Етӗрне хулинчен тухсанах ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |