Йӗпреҫ районӗнчи суд 54 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тытарма йышӑннӑ. Ку статьяпа банк счёчӗ ҫинчен укҫа вӑрлакансене айӑплаҫҫӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр арҫын хӑйӗн банк карттине паллакан хӗрарӑма упрама тесе тыттарнӑ. Анчах ку вӑл качакана купӑста хураллама хушнӑ пекрех пулса тухнӑ. Лешӗ вӑрланӑшӑн судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ.
Ҫавскер банк карттин пин-кодне пӗлнӗрен банкоматра 5 пин тенкӗ укҫана илнӗ. Хӗрарӑма суд 10 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫын ҫынна пӑшалпа персе вӗлернӗ. Ҫитес 7 ҫула унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерме тивӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын патӗнче 50 ҫулти пӗлӗшӗ хӑналаннӑ. Иккӗшӗ хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ӳсӗр кил хуҫи хӑнана «Сайга-12» сунар пӑшалӗпе уринчен кӗрӗслеттернӗ. Сурана пула лешӗ кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмаха пытарас тесе арҫын вилене кавирпе чӗркенӗ те машина ҫине хурса ҫывӑхри вӑрмана илсе кайнӑ. Анчах унта ӑна пӗр хӗрарӑм асӑрханӑ.
Шупашкар хулинчи масарсенчен пӗринчен кӗлтӑвакан пирӗшти кӳлепи ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 60 ҫулхи арҫын кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче евитленӗ. Пирӗшти мрамортан тунӑскер пулнӑ. Ӑна хулари ритуаллӑ пулӑшу кӳрекен компанисенчен пӗринче ӗҫлекен арҫын вӑрланӑ.
Скульптурӑна Шупашкар арҫынни 47 пин тенкӗ тӳлесе Мускаври компанисенчен пӗринче тутарнӑ. Пирӗштие масар ҫине 2015 ҫулта вырнаҫтарнӑ.
Полицейскисем вӑрра тӗрлӗ майпа шыранӑ, ҫав шутра скульптурӑна сутасси ҫинчен тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарма пултарассине те шута илнӗ. Пӗррехинче вӗсем халӑх ушкӑнсенчен пӗринчи роликра пирӗштие курнӑ. Видеороликӑн тӗп сӑнарӗсем ачасем пулнӑ-ха, вӗсен хыҫӗнчи пирӗшти курӑнса кайнӑ.
Пирӗштие Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын (вӑл Шупашкарти ритуаллӑ службӑсенчен пӗринче ӗҫлет) вӑрланӑ иккен. Ӑна кӳлепе питӗ килӗшнӗ-мӗн те, илсе каяс тенӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче вырнаҫнӑ «Солнечный берег» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫыран) санаторире пушар тухнӑ. Унтан 240 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ.
Пушар ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 22 сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Вут-ҫулӑм бассейнӑн ӗҫ пӳлӗмӗсенчен пӗринче тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» стенана тата маччана сиенленӗ.
МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен санаторирен 240 ҫынна эвакуациленӗ, никам та шар курман.
12 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи пушара 20 минутра сӳнтернӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑма упӑшкине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи каҫхине арӑмӗпе упӑшки Шупашкарти общежитисенчен пӗринче хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗнчен 8 ҫул аслӑрах упӑшкине пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан тапса-ҫапса пӗтернӗ. Арҫыннӑн пит шӑмми, аяк пӗрчисем ванса-хуҫӑлса пӗтнӗ. Сурансене пула арҫын тепӗр кунхине килӗнчех вилсе кайнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Тӗрлӗ экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм пуҫ чирӗпе аптӑрани ҫиеле тухнӑ. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ амӑшне мӑшкӑлланӑ. Пӗрре кӑна мар, виҫӗ хутчен.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак каччӑ ӳсӗр чухне амӑшне вӑйпах ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ. Унашкал виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ялӗнчи пӗр ватӑ ҫын килӗнчен 68 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унччен вӑл судпа тӑватӑ хутчен айӑпланнӑ.
Хальхинче суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
ВАЗ-2112 машина водителӗ руле итлеттереймесӗр канализаци люкӗ ҫине кӗрсе кайнӑ, унтан газ пӑрӑхӗ ҫине пырса тӑрӑнса ЛЭП линине йӑтса антарнӑ. Ку авари ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехет те 50 минутра Муркаш районӗнчи Шупуҫ ялӗнче пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ҫӑмӑл машина пассажирӗ вилнӗ. Тепӗр пассажира тата водителе пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсем йывӑр аманнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть чӑваш блоегерӗн Константин Доброхотовӑн ҫемйи аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачисене, мӑшӑрне киле янӑ. Костьӑпа амӑшӗ хальлӗхе пульницӑра.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 5 сехет те 30 минутра Етӗрнери хула пляжӗнче 51 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Инкек шыва кӗме хатӗрленӗ вырӑнтах пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн виллине дежурнӑй ҫӑлавҫӑсем тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв ҫинче 34 инкек пулнӑ. Вӗсенче 33 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 4-шӗ – ачасем.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗ, Пыл сӑпасӗ, Шупашкарта пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑмшӑн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫак кун унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
18 сехет те 40 минутра иртен-ҫӳрен хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 20-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм выртнине асӑрханӑ. Малтанах вӑл сывланӑ-ха.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Унта реанимаци пулнӑ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тепӗр кунхине унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Следстви комитечӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 3-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑк ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах – пушара пула.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 15 сехет те 45 минутра Сергеевсен ҫуртӗнче ҫулӑм тухнӑ. Малтан пӳрт шалтан ҫуннӑ. Ҫав вахӑтра Сергеевсем картишӗнче пулнӑ.
Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫемье ҫунакан ҫуртран нимӗн те илсе тухайман. Документсем те ҫунса кайнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр урамра тумтирсӗр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Сергеевсен ҫулталӑкри ача пур.
Вӗсене пулӑшас тесен ҫак номерпе ҫыхӑнма, укҫа куҫарма пулать: 89196641701.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |