Паян Шупашкар хулинчи Фучик урамӗнче, пассажирсене турттаракан транспортра, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисен дежурнӑй пульчӗ ҫине ирхи 7 сехет те 40 минутра хыпарланӑ. Инкек вырӑнне полицин темиҫе нарячӗ пырса ҫитнӗ.
Маршрутка водительне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗҫӗпе мӑйӗнчен чикнӗ. 23 ҫулти аманнӑ арҫын-водитель микроавтобуса Сӑкӑт кӗперӗ патӗнчи автозаправка патӗнчи лапама пӑрса илсе чарса лартма пултарнӑ.
Полицейскисен машининче ҫамрӑк хӗрарӑм лӑпкӑ ларнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
ХУШСА КАЛАНИ
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче паян 16 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗҫӗпе чикекен ҫамрӑк хӗрарӑм водительпе юнашар ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Арҫынна вӑл ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑмран хӳтӗленес тӗллевпе машинӑна чарса лартнӑ та ҫӗҫӗллӗ хӗрарӑма хирӗҫ тӑнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрача виллине тупнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Ку пӑтӑрмах паян 14 сехет ҫурӑра Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 27-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ. 13-14 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрача 10-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ.
«Урампа пынӑ чухне тӑрук шаплатнӑ саса илтрӗмӗр», - тенӗ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Вырсарникун каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче харӑсах виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшне ҫӑлма май килнӗ. Пушара тӑватӑ автоцистерна сӳнтернӗ.
Шӑматкун вара Шупашкарти Энтузиастен урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре иккӗмӗш хутри балкон ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫитсен ҫулӑма пилӗк минутран сӳнтернӗ.Пушар мӗнрен тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче виҫӗ тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе яма пултарнӑ.
Шупашкарти хӗрарӑм Чулхуларан пирӗн хулана килес тесе 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах ултавҫӑсене пула.
Хӗрарӑм юпан 8-мӗшӗнче полицие пырса инкекӗ пирки каласа кӑтартнӑ. 51 ҫултискер Шупашкара ҫула май килекен транспорт сӗнекен сервиспа усӑ курнӑ. Водительпе ҫыхӑнсан калаҫса татӑлнӑ.
Мессенджерта хӗрарӑм патне укҫа тӳлеме тесе ссылка килнӗ. Ку банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ та счечӗ ҫинечн 120 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Кун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче пӗр ҫуртӑн балкон айӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем, ҫынсем сӳнтернӗ.
Ку паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 15 сехетре Никитин урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ. Иртен-ҫӳрен пӗрремӗш хутри балкон айӗнче ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унта ҫамрӑксем ларма юратаҫҫӗ, унтах пирус туртаҫҫӗ.
Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Иртен-ҫӳрен те пушарнӑйсене пулӑшнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе видеоҫыру хатӗрленӗ. Сӑмах май, ӗнер Владмир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ.
Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем яла пыма йӗркеллӗ ҫул ҫуккишӗн, урамсенче ҫутӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ тата шкул автобусӗ ҫӳремест иккен.
«Пирӗн посёлок патне ҫитме ансӑр ҫулсем ҫеҫ, вӗсем ГОСТ ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвне 4 километр ытла утмалла. Пирӗн тротуарсем те ҫук. Посёлокра ватӑ ҫынсем нумай», — ӑнлантарнӑ вырӑнти хастарсенчен пӗри.
Асӑннӑ посёлокӑн застройщикӗ — «Удача» компани — инженери инфраструктурине тума шантарнӑ та пурнӑҫа кӗртмен.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ хыпара сарнӑ. Ҫак утӑма тума ӑна упӑшкине кӗвӗҫни хистенӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫавӑн пек майпа 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен хӑтланнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине тепӗр хӗрарӑм ҫумне кӗвӗҫнӗ. Ытахальтен мар темелле. Арҫыннӑн компьютерӗнче вӑл хӗрарӑмӑн интимлӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе видеосене асӑрханӑ. Ҫавсене хӗрарӑм мессенджерсенче ют ҫынсене ярса панӑ.
ЮПА | 07 |
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Канашри арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. 59 ҫулти арҫын арӑмне вӗлернӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче арҫын ӳсӗр пулнӑ. Килӗнче вӑл 55 ҫулти арӑмӗпе хирӗлме тытӑннӑ. Ӳсӗрскер хӗрарӑма пуҫӗнчен, мӑйӗнчен тата кӑкӑр тӗлӗнчен пуртӑпа виҫӗ хутчен ҫапнӑ. Йывӑр суранланнӑ хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пакунлисем кӗҫех арҫынна тытса чарнӑ, пуртта та пӑтӑрмах вырӑннче тупнӑ.
Пуҫиле ӗҫе прокурор ҫирӗплетсен тӗпчев материалӗсене Канаш районӗнчи суда ярса парӗҫ.
Шупашкарта ӗҫленӗ вӑхӑтра арҫын суранланнӑ. Вӑл вӑйлах аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 12 сехетре Юханшывҫӑсене лапамӗнчи 5-мӗш ҫуртра юсавпа строительство ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра 51 ҫулти арҫын ҫине стена йӑтӑнса аннӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫине стенан пӗр пайӗ ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини килнӗ, пациента пӗрремӗш пулӑшу парса пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫын комӑра та пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑм ҫыннӑн хурал организацийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен 65 ҫулти арҫын палламан ҫынсемпе эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл банк картти ҫӗтнине асӑрханӑ.
Хуралҫӑн банк картти ҫине кӑштахран тӗрлӗ суту-илӳ точкинче тавар туяннине пӗлтерекен ҫырусем килме пуҫланӑ. Карттӑ ҫинчен пӗтӗмпе 9 пине яхӑн укҫа катӑлнӑ.
Карттӑпа тавар туяннине пӗлтерекен черетлӗ ҫыру ҫитнӗ вӑхӑтра ватӑ ҫын йӗрке хуралҫисем патӗнче пулнӑ ӗнтӗ. Винокуров урамӗнчи супермаркет патне йӗрке хуралҫисем васкавлӑн тухса кайнӑ. Вӗсем 46 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |