Пушӑн 22-мӗшенче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ видеоконференцире ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков 2014–2015 ҫулсенче «Таса шыв» тӗллевлӗ программӑнпа килӗшӳллӗн 2 миллиард тенкӗлӗх тӗрлӗ проект пурнӑҫланассине пӗлтернӗ. Чи малтанах Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенчи ушкӑн водоводне туса пӗтерӗҫ. Ку 65,9 пин ҫынна, 102 ял-салана таса шывпа тивӗҫтерме май парӗ. Пӑрачкаври, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенчи объектсене ҫӗнетесси те пӗрремӗш вырӑнта.
Министр каланӑ тӑрӑх, 2005–2013 ҫулсенче ҫынсене таса шывпа тивӗҫтермешкӗн 5 миллиард тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ҫак укҫапа 57 ялти объекта хута янӑ, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи шывпа тивӗҫтерекен икӗ тытӑма тунӑ.
Михаил Игнатьев хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене шыв объекчӗсене юсамашкӑн бюджетри мар укҫана илӗртес ӗҫе вӑйлӑлатмаллине каланӑ.
Пӑрачкав районӗнче Севастопольти чӑваш наци культурин обществин обществӑпа ҫыхӑну тытакан председателӗн ҫумӗ Владимир Мочалов пулнӑ. Вӑл Пӑрачкав администрацийӗн пуҫлахӗпе Евгений Лебедевпа тӗл пулнӑ, Пӑрачкав шкулӗнче пулнӑ.
Калаҫура Украинӑри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Парачкав районӗ — нумай паллӑ ҫыннӑн тӑван кӗтесӗ. Пӑрачкавсем карап тунӑ академикпа, ӑсчахпа А.Н.Крыловпа мухтанаҫҫӗ. Пӗлтӗр районта вӑл ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Пӑрачкав шкулӗнчи кадет класӗ ун ячӗпе хисепленет. Класс ертӳҫи М.Архипова тата аслӑ воспитатель В.Голева Крыловӑн пысӑках мар музейне йӗркелесшӗн, шкул ҫывӑхӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн.
Ҫар морякӗсен йышӗнче М.П.Бочкарев пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Халӗ вӑл Севастопольте пурӑнать. Владимир Мочалов ӑна хӑй те паллать. Кадет класӗнче вӗренекен Анастасия Пиняева ун пирки тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлет. Хӗрача М.Бочкарева Владимр Мочалов урлӑ ҫыру панӑ.
Владимир Мочалов Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ Севастопольте пурӑнать. Вӑл кадетсене ҫав хула пирки, ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче вырӑс салтакӗсем, морякӗсем хӳтӗлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Ҫуртне-йӗрне хӑпартни пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Камсем тӑваҫҫӗ-туянаҫҫӗ-ши ӑна?» — тет те пӗр пӗлӗшӗм, вӑй-хал ҫитерекенсем пурах ҫав ӗнтӗ. Пӳрт купалакансем те, хваттер туянакансем те ҫук мар.
Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен кӑҫалхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑра 660,1 пин тӑваткал метр чухлӗ хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни ҫине таянса республикӑн Экономика министерстви хыпарланинче сӑмах уйрӑм ҫурт-йӗр е нумай хутли пирки пынине ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен уйӑрса кӑтартман.
Пӗлтӗрхи вунпӗр уйӑхрипе танлаштарсан, Канаш хулинче — 3 хут; Ҫӗнӗ Шупашкарта 2,2 хут; Шупашкарта икӗ хута яхӑн (91,9 процент) ытларах хута янӑ-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗм — 31,9 процент; Пӑрачкавра — 23,8 процент, Патӑрьелӗнче — 23,4%; Комсомольскинче — 22%; Ҫӗмӗрле хулинче — 11,9%. Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Ҫӗпрӳ. Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсем те танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ирттернӗ.
Паян республикӑри тата муниципалитетсен чи лайӑх тӳре-шарине чысланӑ. Конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Патшалӑх ӗҫченӗсен хушшинчи ҫакӑн пек ӑмӑрту республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта 19 патшалӑх органӗнчен 25 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитетсенче тӑрӑшакансем вара кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхине 48-ӑн хутшӑннӑ.
Республикӑн патшалӑх служащийӗсенчен ЧР Вӗренӳ министерствин шкул ҫулне ҫитменнисен тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Тамара Возняк пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин учёт пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Николаева, виҫҫӗмӗшӗнче — Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ӗҫ сыхлав пуҫлӑхӗ Кирилл Милюхин.
Муниципалитетсенче ӗҫлекен тӳре-шараран Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ольга Степанова ҫӗнтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ йӗркелӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Николаева иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн харӑсах икӗ ҫынна тивӗҫнӗ: Элӗк район администрацийӗн аталану, культура тата архив ӗҫӗн секторӗн ертсе пыракан специалистне Лилия Никифоровӑна тата Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумне Лилия Тарасовӑна.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав ятпа вырӑнсенче тӗрлӗ меороприяти иртет. Пӑрачкав та ватӑсем валли уяв йӗркеленӗ. Ҫулланнисене вӗсем спорт залӗнче пухнӑ. Тӗл пулма урӑх вырӑн пулманран мар-ха, ватӑсене спорт ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарас тенӗ. Уява пухӑннисене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Е. Барыкин саламланӑ.
Унтан кинемисемпе мучисем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртма тытӑннӑ. Вӗсем «васкавлӑ старта» та тӑнӑ, дартсла та вылянӑ. Мечӗке карҫинккана тӗл лектерессипе тата кегльсене тӳнтерессипе те тупӑшнӑ. Спортсмена ҫаврӑннӑ кинеми-мучине Вырӑс драма театрӗ Пӑрачкаври культура ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартакан спектакле курма кайма билет парнеленӗ.
Сӑнсем (47)
Шел пулин те кашни эрнере республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пушарсем тухаҫҫӗ. Вӗсенче кил хуҫисен пурлӑхӗ кӑна мар пӗтӗт, ҫын пурнӑҫӗ те татӑлать.
Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче Пӑрачкав ялӗнчи 1-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗн пӗр кил-ҫуртра пушар тухнӑ пулнӑ. Инкек сӑлтавне хальлӗхе тӗплен тӗпчесе пӗлмен-ха. Ҫулӑм кил-ҫурта хуҫалӑхри ҫурт-йӗртен куҫма пултарнӑ тесе сӑмахлаҫҫӗ. Ку инкекре вара 55 ҫулхи арҫын тата унӑн 87 ҫулхи хунямӑшӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ват ҫынпа арҫын тӗтӗмпе самайсывланӑ май ҫӑлӑнма пултарман.
Вут ҫулӑм тухсан кил хуҫисем ватӑ ҫынсене ҫӑлма чупнӑ. Хуҫа арӑмӗ хӑйӗн ашшӗне чиперех вут ӑшӗнчен кӑларма пултарнӑ, упӑшки вара хунямӑшне илсе тухас тесе кӗрсе кайсан тухайман. Ҫапла вара икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара пӗр каҫ хушшинче сӳнтернӗ. Вут-ҫулӑм айӗнче пӳрт самай юрӑхсарланнӑ, ҫурт тӑрри арканнӑ.
Икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнин тата пушар тухнӑ сӑлтавне тӗпчесе пӗлес тесе суд-медицина экспертизине тата пушар-техника тишкеревнӗ пуҫарнӑ.
Республикӑра 17-мӗш хут иртекен «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ачасен ыркӑмӑллӑх марафонӗ ҫак кунсенче Пӑлачкавра вӗҫленчӗ. ЧРО ООБФ «Раҫҫей ачасен фончӗ» правленийӗн председателӗ, Чӑваш Енӗн патшалӑх канашлӑвӗн депутачӗ Юрий Кислов хӑйӗн сӑмахӗнче асӑннӑ марафон ҫинчен тӗплен каласа панӑ. Пӗтӗмпе марафон кӑҫал 8 млн. 233 пин 719 тенкӗ пуҫтарнӑ иккен. Пӗлтер вара сахалрах — 7 миллион тенкӗ ытларах ҫеҫ.
Юрий Кислов уйрӑмах пӑрачкавсене тав тунӑ. Парачкав районӗ республика шайӗнче ыркӑмӑллӑх фондне укҫа-тенкӗ куҫарассипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Пӗтӗмпе районта 528 пин те 889 тенкӗ пухса панӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫме пултаракан района ыркӑмӑллӑх акцие хастаррӑн хутшӑннӑшӑн ача-пӑча учрежденисене укҫапа тата техникӑпа тивӗҫтерме 100 пин тенкӗлӗх ятарлӑ сертификат панӑ.
Ача-пӑча фончӗн «Меценат года» медалне Пӑрачкаври РайПо канашӗн председателӗ Альбина Мосина тивӗҫнӗ.
Уява пуҫтарӑннисен кӑмӑлне концерт программи ҫӗкленӗ, чун-чӗререн савӑнтарнӑ. Район хӑнисем ятарлӑ куравсене кайса курнӑ. Пӑрачкаври ача ҫуртне те ҫитсе курнӑ, унта ӳсекен ачасемпе тӗл пулнӑ.
Эпир ачарах чухне йӗрки-курки урӑхларахчӗ ҫав. Ун чухне ача-пӑчана пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшатчӗҫ. Кӗркунне, сивӗ ҫумӑр витӗр, шкултан выльӑх кӑшманӗ кӑларма кайнисем асрах-ха. Эпир, ачасем, хамӑрпа пӗрле тӑрса ӗҫлекен икӗ учителе, вӗсем арӑмӗпе упӑшкиччӗ, питӗ юрататтӑмӑр. Ыттисем пухӑнса юмах ҫапни, эх, тарӑхтаратчӗ вара! Халӗ, ав, саккунсем ҫирӗпленчӗҫ те, пӗчӗклех куршанак ҫыпӑҫтарма пӑхни йӗркене пӑсни шутланать. Саккун ҫавӑн пек те, нимӗн те тӑваймӑн.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пӑрачкаври вӑтам шкулта 7, 8 тата 10-мӗш классенче вӗренекенсене ҫӗнӗрен тӑвакан стадиона тирпейлеме илсе тухнӑ. Вӗренӳ процессне татса ӗҫлеттерни пирки часах вырӑнти прокуратурӑна хыпар ҫитнӗ. Саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗслекенсем ку факт тӗрӗссине палӑртнӑ. Шкул дирекцине ӳпкелеме тепӗр сӑлтав та тупӑннӑ — ачасем ӗҫленӗ вӑхӑтра стадионта строительсем те тар тӑкнӑ иккен. Апла тӑк, вӗренекенсем шар курас хӑрушлӑх та пулнӑ тесе палӑртнӑ тӗрӗслев. Яваплисене явап тыттарма хушса прокуратура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ.
Ҫуркунне ҫитнӗренпе Чӑваш Енри хӑш-пӗр ял-хула яланхи пекех шар курма тытӑнать. Ейӳ вӑхӑтӗнче шыв хӑпарса кайни уйрӑмах Улатӑра, Пӑрачкава, Ҫӗрпӗве пырса тивет.
Паянхи кун тӗлне Улатӑрти лару-тӑру япахрах — кунта 46 кил карти шыв айне пулнӑ. Пӑшӑрханмалли ытлашши ҫук — ҫуртсене шыв илмен-ха. Паянхи шыв ҫӳллӗшӗ 710 см танлашать, тепӗр майлӑ каласан, яланхи 330 сантиметртан 4 метр патнелле шыв хӑпарнӑ. Инкек-синкек кӑларма пултаракан виҫеччен 20 сантиметр ҫеҫ юлнӑ.
ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ейӳ ыйтӑвӗпе 62 ҫын ӗҫлет, техника шучӗ — 25. Халӑха апат-ҫимӗҫпе тата яланах кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Шыв шайӗ юнкун тӗлне анма пуҫламалла теҫҫӗ.
Сӑмах май, Ҫӗрпӳ патӗнчи лару-тӑру ҫӑмӑлрах — Ҫавал хӑйӗн шыв ҫулне таврӑннӑ та теҫҫӗ.
Чӑваш Енре сусӑр ачасене тӗнче тетелӗ майӗпе вӑтам шкул программине вӗрентес ӗҫ сарӑлсах пырать. Кашни уйӑхрах хуласемпе ялсене ятарласа шутласа кӑларнӑ пӗрер-икшер аппарат килет.
Акӑ, 2012 ҫул пуҫланнӑ-пуҫланман, Пӑрачкав ялӗн вӑтам шкулӗнче 3-мӗш классра вӗренекен Гундин Никита валли ятарласа ҫакӑн йышши пӗр компьютер килсе ҫитрӗ теҫҫӗ. Ҫак тӑнлӑ аппаратпа Никита, тата Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи тепӗр икӗ ача килтен тухмасӑрах шкул программине пурнӑҫлама пултарӗҫ.
Паянтан Никита вӗрентекенсемпе тата хӑйӗн тантӑшӗсемпе килте ларсах курса калаҫма вӗрене пуҫларӗ те ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |