Хальхи вӑхӑтра ял кунӗсем унта та кунта ирттерни пирки вӗҫӗмех пӗлтеретпӗр. Шӑматкун Пӑрачкав 423-мӗш ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Уяв ҫӑлтӑрпа зарядка тунинчен пуҫланнӑ.
Пӑрачкавӑн тӗп лапамӗнче пилӗк ҫӗре яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Йышра шӑпӑрлансенчен тытӑнса кинемейсемпе мучисем таран пулнӑ. Вӗсене зарядка кӑтартма Чӑваш Енӗн спорт аэробикин пӗрлештернӗ команди пуҫтарӑннӑ, ҫав шутра — Европа тата тӗнче чемпионӗ Алексей Германов та. Хула ҫыннисене Пӑрачкав салин пуҫлӑхӗ Александр Барыкин тата районти предприятисемпе организацисем тӗслӗх кӑтартнӑ.
Сӑнсем (14)
Пӑрачкав районӗнчи шкулсене суд хушӑвӗпе килӗшӳллӗн видеосӑнавпа тивӗҫтерӗҫ. Кун пек тавӑҫпа асӑннӑ район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Лере прокуратура ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Ҫапла вара Анастасово, Кудеиха, Напольнӑй шкулӗсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Семеновскинчи шкул суд йышӑну кӑларасса кӗтсе ларман – прокурор ыйтнине пурнӑҫланӑ.
Суда ҫитиччен прокуратура районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Видеосӑнав пурри терроризмран сыхлама пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Суд йышӑнӑвне вӗренӳ учрежденийӗсен кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Ку пӑтӑрмах Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче пурӑннӑскер ача ҫуртӗнче пурӑнакан виҫӗ ачана наркотик сутнӑ. Хутӑша туртнипе иккӗшӗ ҫавӑнтах тӑн ҫухатнӑ.
Ача ҫуртӗнче пурӑнаканскерсем хӑйсене йӗркеллех тытманнине прокуратурӑра ӗҫлекен водитель асӑрханӑ. Вӗсем виҫҫӗн пулнӑ, иккӗшӗ тӑн ҫухатнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку факт пирки прокуратура тӗрӗслев йӗркеленӗ. Наркотик туртнӑ ачасене наркӑмӑша ача ҫуртӗнче маларах пурӑннӑ 17-ри каччӑ сутнӑ иккен. Урок пуҫланас умӗн. Наркотикӑн пӗтӗмӗшле виҫи 0,77 грампа танлашнӑ. Наркотикпа суту-илӳ тӑвакан ача тӗлӗшпе нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Каччӑна пилӗк ҫуллӑха юсанмалли колоние ямалла тунӑ.
Прокуратура Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ячӗпе представлени шӑрҫаланӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 11 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп явап тыттарнӑ. Ҫав йыша ача ҫурчӗн директорӗпе унӑн воспиатни енпӗе ӗҫлекен ҫумӗ те лекнӗ.
Раҫҫейӗн Культура министерстви Улатӑр тата Пӑрачкав районӗнчи икӗ объекта юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрма килӗшнӗ. Вӗсене юсаса ҫӗнетесси 11,5 миллион тенке кайса ларать иккен.
Федераци хыснинчен тӗллевлӗ уйӑракан тупраран тӑхӑр миллионне Улатӑрти хӗрарӑмсен мӑнастирне юсама ямалла. Ӑна 1639 ҫултах уҫнӑ иккен. Хальхин ҫуртне 18 ӗмӗрте туса лартнӑ-мӗн.
Мускав шучӗпе юсамалли тепӗр объект — Пӑрачкаври вӗрентекенсен семинарийӗ. Ӑна Илья Ульянов пуҫарнипе 1870 ҫулта уҫнӑ. Маларах, 1833 ҫулта, асӑннӑ ҫуртра Иван Мятлев ятлӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче вырӑс поэчӗ Александр Пушкин чарӑнса тӑнӑ теҫҫӗ. Ун чух вӑл Пугачев пӑлхавӗ пирки материал пухса таврӑннӑ, ҫула май Пӑрачкав урлӑ иртнӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат семинарийӗ тавра темиҫе ҫул каялла Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствипе Федераци пурлӑхӗпе хуҫаланакан федераци агентстви хушшинче тавлашу пулнӑ. Агентство Чӑваш Енӗн асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗпе хуҫаланма ирӗк ҫук тенӗ. Ӗҫе Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳре «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересӗсене пӑсать» тесе Раҫҫей харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ пин-пин ҫынна халӗ те шыраса тупайман. Вӗсем пирки тӑванӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ҫапах вӗсем пирки манмалла мар.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа Пӑрачкаври тӗп вулавӑш Пӑрачкав районӗн ҫыннисене хӑйсен хыпарсӑр ҫухалнӑ тӑванӗсене тӗнче тетелӗн ресурсӗсемпе усӑ курса тӳлевсӗр шырама май парать.
«Салтаксем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» акцин тӗп тӗллевӗ — хыпарсӑр ҫухалнисем пирки информаци тупасси, вӗсене ӑҫта пытарнине пӗлесси. Шырав, паллах, яланах ӑнӑҫлӑ пулмасть, мӗншӗн тесен ҫар архивӗсенче йӑнӑш нумай.
Акци вӑхӑтӗнче 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Акӑ Пӑрачкавра пурӑннӑ Бочкарева В.С. тӑванне Мулындин Иван Дмитриевича шырама ыйтнӑ. «Мемориал» даннӑйсен банкӗнче шыранӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Мулындин И.Д. 1944 ҫулта паттӑрла вилнӗ, анчах унӑн вил тӑпри ӑҫта пулнине пӗлме май килмен.
Акци кӑҫал пӗрремӗш хут иртет. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйахӗнчен тытӑнса 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Малашне вӑл Пӑрачкаври тӗп вулавӑшра ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене ыйтӑвӗсене хуравламалла. Унчченхи ҫулсенче, уйрӑмах пӗлтӗр, халӑхпа ирттернӗ тӳрӗ эфира ҫынсем ырласах йышӑнманччӗ. Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Путин рейтингӗ халӑхра ӳсрӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ эфирта вӑл мӗн пирки чарӑнса тӑрассипе кӑсӑкланса кӗтнине чылай ҫын палӑртать.
Чӑваш Ен ҫыннисем мӗн пирки кӑсӑкланма пултарасси «Правда ПФО» сайт пуҫ ватать. 2013 ҫулта Раҫҫейӗн Президенчӗн йышӑну пӳлӗмне 2218 ҫыру кайнӑ, 2012 ҫулта — 1088. 2201 ыйту пирки ӑнлантарса панӑ, 344-шне татса панӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 473 ҫыру ӑсатнӑ, вӗсенчен 87-шне татса панӑ.
Путин патне яракан ҫырусем пирки каласан, пӗлтӗр Пӑрачкав ҫыннисем Путин патне ялта фельдшер кирлӗ тесе пӗлтерме хӑтланнӑ иккен. Кӑҫал вара уйрӑм усламҫӑсем суту-илӳ сечӗсем ытла нумай тесе ҫӑхавласшӑн. Пирӗн Пӑрачкавра пӗчӗк услам никама та кирлӗ мар-шим тесе теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей Семенов пенсионер Раҫҫей правительстви ют ҫӗршыв банкӗсене хывнӑ укҫа-тенкӗпе мӗн пуласси пирки пӑшӑрханать иккен.
Пӑрачкаври вӑтам шкулта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗн район шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Пӑрачкав районӗнчи ултӑ педагог хутшӑннӑ. Конкурса пӗтӗмлетсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем палӑрнӑ.
Район шайӗнче Наталья Калягина ҫӗнтернӗ. Вӑл Пӑрачкаври шкулта математика предметне вӗрентет. Кудеихӑри вӑтам шкулта историпе обществознани предмечӗсене ертсе пыракан В.Курвичев иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Мишуковӑри шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен И.Ермакова тата Напольнӑри вырӑс тата мӑкшӑ чӗлхин учителӗ К.Кулясова виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
«Педагог хавхаланӑвӗ» номинацире Ряпинскри вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ В.Карпова ҫӗнтернӗ. «Педагог шыравӗ» номинацире Сыресинск шкулӗнчи географи учителӗ С.Муданова мала тухнӑ.
Призерсемпе лауреатсене дипломсемпе чысланӑ. Наталья Александровна Калягина вара Пӑрачкав районне «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули хутшӑннӑ.
Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрнар районӗнчи В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи М.Герасимов, В.Гусев, Ҫӗрпӳ районӗнчи В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. Куславккари Г.Илларионов, Пӑрачкаври В.Лазарев, Ҫӗрпӳри С.Дмитриев, А.Сергеев, Шупашкар районӗнчи Ишлейри А.Александров, Вӑрмарти Н.Ермолаев, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ.
Ҫак ятпа Пӑрачкаври ӳкерчӗк галерейинче Чӑваш ӳнер музейӗн филиалӗн — Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗ куҫса ҫӳрекен куравӗн хӑтлавӗ иртнӗ.
Курава уҫнӑ май художник пултарулӑхӗ ҫинчен фильм кӑтартнӑ. Пултарулӑх ҫыннипе маларах асӑннӑ центр заведующийӗ Владимир Бамбурин та паллаштарнӑ. Сӑмах май, Владимир Бамбурин — художник, график, йывӑҫ касакан ӑста. Вӑл Элли Юрьев геральдист пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, Элли Михайлович — Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн авторӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни.
Юрьева живопись, тӗрлӗ графика, геральдика, эмблема, вексилиографи, шрифт, орнамент тата медаль ӳнерӗсен, фотографика енӗпе пултаруллине палӑртаҫҫӗ.
Куравпа чи малтанах Пӑрачкаври вӑтам шкулта вӗренекенсем паллашнӑ.
Ҫав кунах пичет графики енӗпе мастер-класс йӗркеленӗ.
Пӑрачкав районӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче донор кунӗ иртнӗ. Ҫак мероприятие районти 100 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Пульницӑна ир-ирех ҫынсем утма пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — тӗрлӗ ӳсӗмрисем, тӗрлӗ профессире вӑй хуракансем. Юн памашкӑн Пӑрачкав районӗнчи чылай ял-саларан ҫитнӗ.
Чирлисене пулӑшмалла, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлмалла. Кашни юн тумламӗ хаклӑ. Ҫак шухӑша асра тытакансем донор кунне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри 25, 30, 40, 60, 80 е ытларах хут та юн панӑ. Акӑ Пӑрачкаври тӗп пульница тухтарӗсем Татьяна Гришина — 115 хут, Айшат Магомедов — 100 хут юн панӑ. Ҫак кун ҫак ӗҫе пӗрремӗш хут пурнӑҫлакансем самай пулнӑ — 17 ҫын.
Республикӑри юн илекен станци Пӑрачкаври тӗп пульница администрацине ҫак мероприятие йӗркеленӗшӗн, донорсене акцие хастар хутшӑннӑшан тав сӑмахӗ каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |