Паян 15 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ нумай функциллӗ центрта лифт персе аннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта никам та пулманни – пысӑк телей.
Лифт 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах арканнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, лифт хыттӑн шаплатса ӳкнӗ.
Вырӑна Ленин районӗн прокурорӗ Виктор Иванов ҫитнӗ. Прокуратура унта тӗрӗслев ирттерет. Лифт мӗншӗн ӳкнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман.
Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ.
Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче паян ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунма тытӑннӑ. Унтан-кунтан тухнӑ ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах полигон тӗтӗмпе йӑсӑрланса выртать.
Кун тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерет. Ҫӳп-ҫап купине тивӗҫлипе пӑхса тӑманшӑн ведомство «Манӑн ҫурт» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ку организацие 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
14 ҫулти хӗрача пуҫа минретекен япала ӑша ярса вилнӗ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрача минрес тесе пуҫне хутаҫ тӑхӑннӑ, аэрозоль дезодорантне сывланӑ. Вӑл сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, хӗрача халӑх тетелӗнче ҫапла майпа голлюцинаци, эйфори тумалли мелсене кӑтартакан контента пӑхнӑ. Прокуратурӑна ку контента блокировка тума ыйтнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача чылай вӑхӑт пӗччен пурӑннӑ. Унӑн ашшӗ-амӑшне явап тыттарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри юханшывсенчен пӗринче пулӑсем йышлӑн вилсе пӗтнӗ. Ҫавна халӗ республикӑн Ҫутҫанталӑк сыхлавӗн прокуратури тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви тӗрӗслеме тытӑннӑ. Пулӑсем Кӑкшӑм юханшывӗнче вилнӗ.
Специалистсем шыв пахалӑхне тӗрӗслӗҫ. Кун валли вӗсем шыв пробине илнӗ кӑна мар, вилнӗ пулӑсене те пуҫтарса кайнӑ.
Вырӑна тухса тӗрӗслекенсен йышӗнче Ҫутҫанталӑк прокуратурипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсемпе пӗрлех Росприроднадзор, Росрыболовство, Лаборатори анализӗпе техника виҫевӗн центрӗн лабораторийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫи лавккасенчен пӗрне 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ.
Лавкка хуҫи — «Центркоопторг» тулли мар яваплӑ общество. Ӑна Роспотребнадзорӑн тата прокуратурӑн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ.
Организаци тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Арбитраж сучӗ лавккана 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнчи шкула прокуратура тӗрӗсленӗ. Фермер ӗҫлеме пӑрахнӑ пӗлӳ ҫуртӗнче ферма уҫасшӑн.
Ведомство тӗрӗсленӗ вӑхӑтра унта 11 ӗне пулнӑ. Хуҫи санитарипе хӳтӗлев зонине, 50 метра, пӑхӑнман. Кунсӑр пуҫне зонӑна ферма валли хӑтлӑлатман, Роспотребнадзора заявлени те килмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ӗҫ пуҫарса уполномоченнӑй органа ярса панӑ.
1978 ҫулта хута янӑ шкула хупнӑ пулнӑ. Вӑл пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тата СанПин нормисене тивӗҫтермен. Ачасене кӳршӗ яла ӑсатнӑ, вӗрентекенсене те хӑшӗ-пӗрине ӗҫе вырнаҫтарнӑ.
2018 ҫулта шкула 260 пинпе сутса янӑ. Хаклав отчечӗ ҫине вӑл йывӑҫ ҫурт тесе палӑртнӑ. Чӑннипе вара кирпӗчрен. Ҫапла майпа ӑна йӳнӗрехпе сутса район хыснине тӑкак кӳме пултарнӑ.
Тӗрӗслев материалӗсене полици органӗсене ярса панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти 30-мӗш шкулта 14 ҫулти арҫын ача тантӑшӗсен умӗнче газ баллонне пӗрӗхтернӗ. Вӗсем вӑл мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесшӗн пулнӑ-мӗн.
Республикӑри Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк ача Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын ачан амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ҫав кун шкулта мӗн пулса иртнӗ? Газ баллонӗ ачан аллине мӗнле майпа лекнӗ? Прокуратура ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫамлатӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи харпӑр усламҫӑ лавккинче срокран тухнӑ сӑра тупнӑ. Ҫакна прокуратура тупса палӑртнӑ.
Сентресем ҫинчи сӑран тата алкогольсӗр сӗткенсен срокӗ тухнӑ, анчах вӗсене пур пӗрех пуҫтарман, сутнӑ. Пӗтӗмпе унашкал 15 кӗлене тупса палӑртнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокуратури харпӑр усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материалсене пӑхса тухмашкӑн ярса панӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури Улатӑрта тупса палӑртнӑ кӑлтӑк пирки пӗлтерет. Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура «Волтби» ТМЯП саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ подрядчик картиш лаптӑкне тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе контракт алӑ пуснӑ пулин те ӗҫе пуҫӑнман.
«Волтби» ТМЯП контрактпа килӗшӳллӗн Совет урамӗнчи 37 №-лӗ ҫуртӑн тата Горький урамӗнчи 38№-лӗ ҫурт ҫумӗнчи картиш лаптӑкне хӑтлӑлатмалла пулнӑ. Ӗҫе 2021 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ.
Ку факт тӑрӑх административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, «Волтби» ТМЯП-а 294 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, йышӑну халлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |