Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ.
Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ.
Патӑрьел район прокуратури тӑлӑх ыйтӑвӗпе тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗнчен хӗр хӑй пулӑшу ыйтнӑ-ха. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр черетне ӑна 2015 ҫултах тӑратнӑ. Унтанпа Пӑлара шыв нумай юхса иртнӗ, лав вырӑнтан хускалман. Прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫавнах ҫирӗплетнӗ. Вырӑнти тӳре-шара тӑлӑха пулӑшас тесе тӑпӑртатса тӑни сисӗнмен.
Хӗре хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем те килсӗр-ҫуртсӑр тӑлӑха пулӑшмаллах тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха. Ӑна вырӑнти тӳре-шара епле пурнӑҫланине прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарать.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри прокурорӑн ҫумӗсенчен пӗри пулма Ростов тӑрӑхӗнчи ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл – Виталий Семенченко.
Виталий Викторович 1977 ҫулта Ростов облаҫӗнчи Таганрог хулинче ҫуралнӑ. Вӑл Шалти ӗҫсен министерствин Ростоври юридици институтӗнче вӗреннӗ.
Професси карьерине 1998 ҫулта Ростов облаҫӗнчи шалти ӗҫсен органӗнче пуҫланӑ. 2000 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗрен прокурора ҫитнӗ вӑл. 2010-2018 ҫулсенче Ростоври районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе прокурор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна Дон ҫинчи Ростоври Ворошилов районӗнчи прокурор пулма шаннӑ.
Шупашкарти 56-мӗш шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ хӗрарӑм-педагогпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче учитель пиллӗкмӗш класс ачисене класа вараланӑшӑн, ҫав шутра пушмак тӗпӗ хуратнӑшӑн та, ятланӑ. Вӑл вӗсене кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах ҫын ҫине тухсан прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Шупашкарти шӑв-шав ҫинчен федераци МИХӗсем те тупӑшса тенӗ пек хыпарларӗҫ. Вӗрентекен хай кӑмӑлӗпе заявлени ҫырса парса ӗҫрен кайнӑччӗ, шкул директорӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ.
Паян вара Чӑваш Ен прокуратури учитель хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланине пӗлтернӗ.
Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель ачасене кӳрентерсе пӗтернӗ. Пӑтӑрмах пирки малтан тӗнче тетелӗнче, кайран МИХсенче пӗлтернӗ. Ҫавна асӑрханӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем шкулта вӗрентӳ ҫинчен калакан саккуна епле пӑхӑннине тата педагог хӑйне чӑнахах та килӗшӳсӗр тытнине палӑртӗҫ. Ачасене вырӑс чӗлхипе литературин тӗнчине илсе кӗртекен ҫын вӗренекенсене класри тасамарлӑхшӑн ятланӑ май кӳрентермелле сӑмахсемпе кӑшкӑрнӑ.
Патӑрьел районӗнче санкцилемен ҫӳп-ҫап купи тупнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗнче йӑлари хытӑ каяшсене 1 гектар лаптӑк ҫӗр ҫине пенӗ. Унта строительство, йӑлара усӑ курнӑ, ял хуҫалӑх ҫӳп-ҫапӗсем пур.
Ҫӳп-ҫап купи епле майпа пухӑннӑ? Ҫак ҫӗр камӑн харпӑрлӑхӗ шутланать. Патӑрьел районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Аслӑ судӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ.
27 ҫулти амӑшне ачисене алимент тӳлеменшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Алимент парӑмӗллӗ виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑма Красноармейски районӗн сучӗ ӗҫлесе юсантарас тенӗ.
Анчах вырӑнти прокуратура айӑплава ытла та ҫемҫе тесе аппеляци мелӗпе республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ.
Алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма унччен явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 461 пин тенке ҫитнӗ. Амӑш прависӗр юлнӑскер тӗпренчӗкӗсем пирки пачах та шухӑшламан тейӗн. Унсӑр пуҫне вӑл ют пурлӑха вӑрласа судпа айӑпланнӑ.
Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
⠀
Шупашкар хулинчи икӗ объект ытла та вӑрахӑн ҫӗкленет. Сӑмах Асламас урамӗнчи 42-мӗш позици тата «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи 5-мӗш позици пирки пырать. Пӗрремӗшне «Гранит СК» тулли мар яваплӑ общество тӑвать, иккӗмӗшне – «Альянс-Недвижимость» предприяти.
Асӑннӑ строительство организацийӗсем хӑпартакан ҫуртсенче хваттерлӗ пулма ҫынсем пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Строительство ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсенче республикӑн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков, Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Денис Майоров пулнӑ.
Асламас урамӗнчи ҫуртри пайҫӑсене хваттер уҫҫисене кӗҫ-вӗҫ памалла. «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи ҫурта 35% ҫеҫ хӑпартнӑ. Ӗҫ епле пынине тӳре-шара, ҫав шутра республика ертӳҫи таранах, сӑнаса тӑма шантараҫҫӗ.
Улатӑрта лавкка пуҫлӑхне явап тыттарнӑ. Унти Пушкин урамӗнче вырнаҫнӑ «Победа» магазинта ҫынсен пӗр-пӗринпе ҫывӑх тӑма юраманнине кӑтартса ӳкермен иккен. Кассирсене алла дещинфекцилемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерменнине те тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслеве прокуратура ирттернӗ. Вӑл ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Лавккара ӗҫлекенсен хӑйсен тата ӗҫри тумтирне упрама вырӑн пулман. Сутуҫӑсем медицина тӗрӗслевӗ тата гигиена аттестацийӗ витӗр тухса пӗтменни те ҫиеле тухнӑ.
Лавкка пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 20.6.1 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ӳсӗр хӗрарӑм банкра пуҫтахланнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл статья ют пурлӑха ятарласа самай сӑтӑр тунисене «тӑна кӗртет».
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр хӗрарӑм кредит учрежденийӗнче пуҫтахланнӑ, банкӑн пурлӑхне сӑтӑр тунӑ. Тӗрӗсрех каласан, терминала сиенлетнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл 300 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Урӑлсан хӗрарӑм тӑна кӗнӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӑл хытах куляннӑ, ӳкӗннӗ. Суд ӑна ултӑ уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шалӑвӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ. Банка хур тунине те хӗрарӑмӑн саплаштармалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |