Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Нарспи

«Нарспи» мюзиклти самант
«Нарспи» мюзиклти самант

Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗн сцени ҫинче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма тӑрӑх лартнӑ оперӑна ҫӗнӗрен курса киленме май килӗ. Театр ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен укҫа ҫӗнсе илнӗ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Георгий Хирпӳ композитор кӗввипе Борис Марков режиссёр сцена ҫине 1967 ҫулта опера евӗр кӑларнӑ-ха. Халӗ ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи Ольга Нестерова тепӗр хут лартасшӑн. Ҫитес ҫул Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 90 ҫитет. Шӑпах ӑна халалласшӑн та оперӑна. Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш режиссёрӗ пулнӑ ҫав ҫын республикӑн опера сцени ҫине 20 ытла спектакль, ҫав шутра оперӑсемпе опереттӑсем, музыка камичӗсем, кӑларнӑ.

Аса илтеретпӗр, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑччӗ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах вӑл ҫамрӑксен чунне витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ-мӗн.

Малалла...

 

Иртнӗ канмалли кун Эстонири Валга хулинче, вӑл Латви чиккинче вырнаҫнӑ, пӗр-пӗринпе туслӑ Валга тата Латвири Валка хулисем тӑванлӑх кунне ирттернӗ. Уява Эстонири Нарва хулинчи «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществи те пырса ҫитнӗ. Тӗрӗссипе, йӗркелӳҫӗсем унта ытти наци коллективӗсене те йыхравланӑ.

Халӑх епле йышӑнӗ тесе чӑвашсем малтан хумханнӑ та-мӗн. Наци тумӗ тӑхӑннӑскерсем хула витӗр ташласа та юрласа иртнӗ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Каялла хускалас умӗн тата пыма йыхравланӑ. Валга хулин пуҫлӑхӗ Калев Хярк чӑвашсене Хисеп хучӗпе чысланӑ.

...Тӑван хулана таврӑнсан «Нарспи» унти хула кунне хутшӑннӑ. Унта вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн юрри-ташшипе савӑнтарнӑ, ӗҫми-ҫимипе сӑйланӑ, Чӑваш Ен тата унӑн йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ.

Халӗ Нарва хули чӑвашсен Акатуйне ирттерме хатӗрленет. Вӑл ҫитес уйӑхра пухӑнӗ.

 

Паян вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитрӗ. Республикӑн культура ӗҫченӗсем тата тулай чӑвашсем ҫак куна асра тытса Константин Иванов палӑкӗ умне чечек хунӑ.

Халӑх умӗнче республикӑн культура министерствин этноконфессиллӗ хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Краснов тухса калаҫнӑ. Юрий Артемьев профессор, критик шучӗпе Константин Иванов ҫак ҫӗр ҫине хӑй вӑхӑтӗнче ахальтен килмен. Унӑн хӑйне евӗр тивӗҫ пулнӑ. Чечек хума хутшӑннӑ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспие» тепӗр хут лартасса шанса пурӑнать-мӗн.

Савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑнма Пушкӑртстанран Константин Ивановӑн Стерлӗри ентешӗсем те килсе ҫитнӗ.

 

Паллӑ классикӑмӑрӑн, Константин Ивановӑн, вилӗмсӗр поэминчи тӗп геройсене Шекспир хайлавӗнчи тӗп сӑнарсемпе те танлаштараҫҫӗ. Ҫакна, паллах, тӗрлӗрен йышӑнакан пур-тӑр. Апла-и, капла-и, юрату авӑрне пуҫ ҫухатасла путнӑскерсен ҫапах та пӗр пеклӗхӗ ҫук мар-тӑр ҫав.

Юрӗ, тӗп сӑмахӑмӑр ун пирки мар-ха. Калаҫӑвӑмӑр — вилӗмсӗр «Нарспи» поэма кун ҫути курнӑранпа кӑҫал 105 ҫул ҫитни ҫинчен. Паллӑ пулӑма халалласа культура тата вӗренӳ учрежденийӗсем тӗрлӗ мероприяти ирттерес пирки иккӗленӳ ҫук темелле. Акӑ, Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял вулавӑшӗ «Ку вӑл унӑн юбилейӗ» ятпа пӗр кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ те ӗнтӗ.

 

Ҫак кунсенче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми пӗрремӗш хут пичетленсе тухнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Толик Хураски ял вулавӑшӗнче «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ поэма» ятлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен кӗнеке ҫӳпҫинче упранакан «Нарспи» поэмӑллӑ пур кӗнекене те кӑларса хунӑ. Вулакансем паллашмалӑх унта вырӑсла кӑларӑмсем те пур.

Чӑн та, ҫак поэма тухнаранпа ӗмӗр ытла иртрӗ пулин те вӑл халӗ те чылай сӑвӑҫа, нумай ҫыравҫӑна, ҫав шутра композитора та хавхалантарма пултарать — ҫӗнӗ сӑвӑ-калав ҫырма, юрӑ хайлама.

 

Чӑваш патшалӑх флармонийӗ акан 21-мӗшӗнче, 19 сехетре «Нарспи» рок-опера курма чӗнет. Николай Казаковӑн ҫӗнӗ постановки Чӑваш Енри куракансен чӗрисене тыткӑнлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, республика тулашӗнчи ҫынсем те ун ҫинчен пӗлеҫҫӗ.

Чӑваш культуришӗн чи пӗрремӗш ҫак мюзикл шухӑшӗ 20 ҫул каялла ҫуралнӑ. Ун чухне Борис Чиндыков драматургпа Николай Казаков кӗвӗҫӗ чӑваш литературинче классика пулса тӑнӑ «Нарспи» хайлава ҫӗнӗлле пӑхса тухнӑ – Константин Иванов, "Нарспи" поэма авторӗн, шухӑшнех хальхи пурнӑҫ йӗрки урлӑ сӑнлас тенӗ. Хальхи мюзиклӑн авторӗсем ӗлӗкхи паллӑ произведение вуласа тухса хальхи пурнӑҫпа пӗр пеккине нумай курнӑ.

«Ун чухне эпир ҫирӗм пиллӗкреччӗ те ҫамрӑксем валли ҫамрӑксем ҫинчен ҫыртӑмӑр. Ахальтен мар ӗнтӗ, мюзиклӑн пултарулӑх ушкӑнӗнче пур те ҫамрӑк артистсем», – пӗлтерет Николай Казаков.

Мюзикла лартма филармони Чӑваш Республикин Президент грантне ҫӗнсе 1 миллион тенкӗ илнӗ.

Малалла...

 

Утӑ уйӑхӗн 5-11-мӗшӗсенче «Сувар» ятлӑ ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫулҫӳреве тухрӗ. Чунҫӳреве (поломничествӑна) пурӗ 33 ҫын тухрӗ — вӗсен шутӗнче О. Цыпленков (чунҫӳрев ертӳҫи), «Шуҫӑм» ансамбль, ҫыравҫӑсем (С. Асамат, Лидия Сарине), Вера Никонорова эстрада ҫӑлтӑрӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем, ҫамрӑксем пулчӗҫ. Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗ те вӗсемпе пӗрле кайса килчӗ.

Чунҫӳрев утӑн 5-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Чи малтан ҫула тухнӑскерсем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ ялне кӗрсе тухрӗҫ — паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ! Кайран Митта Ваҫлейӗн, Геннадий Айхи вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе вӗсене асӑнчӗҫ, Тикеш хулашпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш кун Кӑнна Кушкинче вӗҫленчӗ — Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче музейпе паллашрӗҫ, ҫула тухнӑ артистсем концерт кӑтартрӗҫ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведущийӗ Антонина Андреева кӑвар чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе, унӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.

Иккӗмӗш кунне чунҫӳревҫӗсем Чӗмпӗр урлӑ Самар облаҫӗнчи Ухинкел ялне кайрӗҫ. Шел те, ку кун Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музей ӗҫлеменнине пула Чӗмпӗрте чарӑнса тӑрасси пулмарӗ.

Малалла...

 

НАР
10

«Нарспи» ҫути — сӳнми!
 Васильева О.Л. | 10.02.2009 20:35 |

Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Канашри педагогика колледжӗнче «Нарспи» поэма 100 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Вилӗмсӗр хайлавӑн сыпӑкӗсене вӗренекенсем чӑвашла, вырӑсла, тутарла, нимӗҫле, акӑлчанла вуларӗҫ. «Хунав» литература пӗрлешӗвӗн членӗсем «Ҫӑл куҫ патӗнче», «Атте-анне» сыпӑксем тӑрӑх инсценировка хатӗрленӗ. «Чи лайӑх вулакан» номинацие Михайлов Анатолийпе (1 курс, физкультура уйрӑмӗ) Елифанова Людмила (4 курс, шкул уйрӑмӗ) ҫӗнсе илчӗҫ.

Конкурса йӗркелекенӗ — «Хунав» литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Васильева О.Л.

 

Раштавӑн 17-мӗшӗнче Тутарстанри халӑхсен пӗрлехи туслӑхӗн ҫуртӗнче (Островский урамӗ, 23 ҫурт) К.В. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑслӑлӑхпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Мероприяти 16 сехетра пуҫланать. Ӑна Тутарстанри чӑваш халӑхпа култура автономийӗ йӗркелет. Пултарулӑх каҫӗнче поэмӑн тутарла куҫарӑвӗн презентацийӗ иртӗ. Куҫараканӗ — Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ренат Харис.

 

Ҫавӑн пекех ытти хуласенче те ун йышши мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, кӗҫех (раштавӑн 13-мӗшӗнче) Чулхулара «Нарспи» пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Н.В. Никольский ячӗллӗ педколеджра чӳкӗн 28-мӗшӗнче «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестиваль-конкурс пулса иртрӗ. Ку фестивальте, унта вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑна тӗрлӗ халӑх чӗлхипе вуласа хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи культурологи кафедринче вӗренекенӗсем те (театр ӑсталӑхӗ – ертсе пыраканӗ И.И. Иванов режиссер) педколледжа йыхравларӗҫ. Студентсем «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене выляса пачӗҫ. Еленӑпа Татьяна Оливановӑсем тата Марина Михайлова Нарспи сӑнарне тӗлӗнмелле илемлӗ калӑпларӗҫ. Сетнер сӑнарне вылякан Руслан Улисов И.И. Иванов доцентран (Тӑхтаманран) нимӗн чухлӗ те кая юлмарӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын