Шуркӗсре
Энӗш шывӗ патнерех ӗлӗк ҫынсем кил-ҫурт лартма пуҫланӑ. Анчах вӗсен ӗнисем вара унта выртса тӑрасшан пулман. Энӗш шывӗ урлӑ тутарсем каҫса ҫӳренӗ. Пӗррехинче пӗр тутарӑн шурӑ кӗсри шывран тухайман. Унтах вилсе выртнӑ. Тутарсем ӑна ҫаплипех хӑварнӑ. Анчах ӗнесем вара ҫав вилнӗ ҫур кӗсре пулнӑ ҫӗрелле пыра-пыра выртнӑ. Вара ҫынсем те ҫав ӗнесем час-часах выртса танӑ ҫӗрелле пӳрт-ҫурт лартма тытӑннӑ. Ял ятне те вара Шуркӗсре (Энӗшпуҫ) панӑ. Вырӑссем вара чӑвашла лайӑх чухламан пирки «т» пали кӗртсе Шоркистры тенӗ.
1971 ҫ. ЧР Йӗпреҫ р-чи Спотара поселокӗнче А.Н. Николаевран А.Т. Исаков ҫырса илнӗ. – ЧПГӐИ ӐА, III, 428,165.