Юпан 1-мӗшпе 4-мӗшӗнче Питӗрте Тӗнче шайӗнчи «Interfolk in Russia» халӑх пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва Норвеги, Испани, Швеци, Греции, Филиппин, Латви, Литва, Украина, Раҫҫей регионӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Паллах, Раҫҫей ушкӑнӗсен шучӗ чылай пулчӗ. Вӗсен шутӗнче Пушкӑртстанри «Нарспи» ансамбль (ертӳҫи – Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г. Кириллова) те хутшӑнчӗ. Вӗсен юррипе ташши жюрине кӑмӑла кайрӗ — ушкӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ номинацире диплома тивӗҫрӗ.
Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннипе эпир те пултарулӑх ушкӑна саламлатпӑр, ӑнӑҫу сунатпӑр!
«Нарспи» кун-ҫути курнӑранпа ҫӗр ҫул ҫитрӗ. Ҫак хушӑра нумай япала пирӗн пурнӑҫран тухса ӳкрӗ. Вӑл вара ватӑлмасть, кивелмест, малтанхи пекех пирӗн чун-чӗрене хумхантарать: хурлантарать, савӑнтарать, тунсӑх кӳрет, кӑмӑла ҫӗклет. Ӑна халалласа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫуралаҫҫӗ, тарӑнрах та тарӑнрах тӗпчевсем ҫырӑнаҫҫӗ.
«Нарспи» 100 ҫулне халалласа кӑҫал Чӑваш патшалӑх университетӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ӗҫлӗ уявсем иртрӗҫ. Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэми – чӑваш литературин чаплӑ хайлавӗ» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Малтанхи пӗрлехи ларура Ю.Артемьев, В.Родионов, Г.Федоров профессорсем тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫне культурӑпа вӗренӳ элчисем, ӑсчахсемпе студентсем, поэтсемпе вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.
К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем кӑҫал пӗтмен-ха. Акӑ шкул ачисен те ку ӑмӑртӑва хутшӑнма вӑхӑт ҫитрӗ. Сӑмахран, Шӑмӑршӑ районӗнчи 9-11 класа ҫӳрекен шкул ачисем пикенсех «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен…» конкурс валли сочинени ҫырма ларнӑ. Район шайӗнчи чи лайӑх 3 ӗҫ каярах республика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ.
Пирӗн сайт вӗсене ӑнӑҫу сунать
Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Нарспи» поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсӗ иртрӗ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланчӗ.
Конкурса Праски Витти ӳнерҫӗ, гуманитари институчӗн пуҫлӑхӗ В.С. Григорьев, А.А. Трофимов ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ, профессор, Хыпар хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев уҫрӗҫ.
Ӑмӑртӑва пурӗ виҫҫӗн хутшӑнчӗҫ:
* Ласточкина Анфиса Ильинична (Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнчен);
* Прокопьева Римма Поликарповна (ЧПУ редакципе кӑларӑм пайӗн ӗҫченӗ)
* Ярлыгина Анна Сергеевна (Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ял хӗрачи, Хырай Ӗнел вӑтам шкулти 7-мӗш клас вӗренекенӗ)
Ҫавӑн пекех «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнчи Салаева Тамара Васильевна вуларӗ. Оливанова Елена Витальевна «Нарспи» пьесӑн сыпӑкне вуласа пачӗ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ чӑннипех те мероприятисемпе пуян. МАларах пӗлтерсе ӗнтӗ сире, ку кун Чӑваш филармонийӗнче Хусан чӑвашӗсем хӑйсен концертне кӑтартӗҫ. Тепӗр хут асаилтерер — концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Ҫавӑн пекех ҫак кун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Нарспи» поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсӗ иртет. Мероприяти пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Конкурса Праски Витти ертсе пырӗ.
Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче студҫуркунне иртӗ. Сӑмахй май вӑл унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗчченех иртет. Кам кайса курас тет кайса курӑр.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче концертсем татах та пулӗҫ. Пурте вӗсем 18 сехетре пуҫланӗҫ:
* Елена Иовлева хӑйӗн кулӑш программипе «Салют» КК савӑнтарӗ;
* Трактор тӑвакансен КК-нче те концерт пулӗ. Алина Варна хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.
Кӑҫал К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ак Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта поэмӑпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 7-11 классенче вӗренекен ачасем хутшӑнчӗҫ.
Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве икӗ ушқана уйӑрчӗҫ. 7-9 классенче вӗренекенсен хушшинче чи лайӑх ӳкерчӗксем ҫаксен пулчӗҫ: чи лайӑххи 7-мӗш класра вӗренекен Алена Кокаревӑн, иккӗмӗш вырӑнта — Инна Шамбинӑн (8-мӗш клас). Виҫҫӗмӗш вырӑна 8-мӗш класра веренекен Анастасия Андреевӑпа Екатерина Ахметова ӳкерчӗкӗсем йышӑнчӗҫ.
10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче Марина Косовӑн (11б клас), Татьяна Алексеевӑн (10в клас), Михаил Хреновӑн (10б клас) ӗҫӗсене палӑртрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Чи лайӑх ӗҫсене район конкурсне тӑратӗҫ.
Нумай пулмасть «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухрӗ. 11 номер чи малтан «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятлӑ конференципе паллаштарать. К.В. Ивановӑн «Нарспийӗпе» ҫыхӑннӑ материалсем ку кӑларӑмра нумай: ара поэма тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ-ҫке! Хаҫат ку пулӑма ҫутатса памасӑр иртсе каиман.
Ку кӑларӑмра эсир ҫавӑн пекех Праски Виттипе тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗпе илнӗ интервьюпа паллашма пулать.
Ку номере уҫласа илсен эсир «Хритун» юмахӑн малалли пайне, Анчӑкӑн 1920 ҫулхи «Йал пуххи» сӑввине, К. Тухханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» маллалли пайне вулама пултаратӑр.
Хаҫат сайчӗ: http://peterchuvash.googlepages.com/
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятлӑ регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ.
Конференцине ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультет деканӗ В.Г. Родионов уҫрӗ. Ҫавӑн пекех конференцине вӗрентӳ министр ҫумӗ Матвеев В.В., университетри ӑслӑлӑхпа тӗпчев пайӗн пуҫлӑхӗ В.В. Афанасьев тухса сӑмах каларӗ. Конференцине пухӑннӑ хӑнасене уйрӑмах Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Иванов И.И. хатӗрленӗ «Нарспи» поэмӑри сценӑсем кӑмӑла кайрӗҫ. Рольсенче Иванов И.И. хӑй, тата университет студенчӗсем хутшӑнчӗҫ.
Ҫапла, паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче «Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейинчи сӑнӳкерчӗксен шучӗ 7 пине ҫитрӗ. 7 пинӗмӗш сӑнӳкерчӗкне «Нарспи» поэмӑна ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртнӑ мероприятинче ӳкернӗ — ку та пирӗн шутпа питӗ палӑртуллӑ пулӑм.
«Чӑваш тӗнчи» — пысӑк калӑпӑшлӑ галерея. Эсир унта Чӑваш Енри нумай ялсемпе паллашма пултаратӑр. Унтах тӗрлӗ музейсене, мероприятисене виртуаллӑ майпа ҫитсе курма май пур. Галерея пӗтӗм чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ. Унта Чӑваш Ен кӑна мар, чӑвашсем пурӑнакан ытти вырӑнсем те пур.
Сайт адресӗ:: http://gallery.chuvash.org
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Культура» телеканалпа Чӑваш Ен тата Шупашкар пирки каласа паракан фильм эфира тухать. Кӑларӑм 13 сехет те 35 минутра пуҫланать. Сюжет никӗсӗ — К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми 100 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Илемле фильм "Письма из провинции" ярӑмри пӗр передача. Ҫитес кӑларӑм чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ пирки, культури тата халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |