Мускав облаҫӗнчи Химки хулин техникумӗнче чӑваш наци кӗрешӗвӗ енӗпе турнир ирттернӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ кӗрешӳҫӗсем турнира совет салтакӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине, унта пуҫ хунӑ интернационалист салтаксене халалларӗҫ. Вӗсенчен иккӗшӗ — Игорь Жариновпа Сергей Михуткин — шӑпах ҫак техникумра вӗреннӗ.
Турнирта тӗрлӗ наци спортсменӗ пулнӑ. «Пиҫиххипе кӗрешни — чӑваш халӑхӗн спорт енӗ. Анчах та ун евӗрли ытти тӗрӗк халӑхӗн те пур. Юлашки ҫулсенче спортӑн ҫак енӗ тӗнчипех сарӑлса пырать», — пӗлтерет техникум директорӗн вӗрентӳпе воспитани парас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ С.А. Горшкова.
Химкире иртнӗ ӑмӑртӑва Мускав хулипе облаҫӗнчи командӑсемсӗр пуҫне Чӑваш, Тутар, Хакас республикисенчен килнӗ ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Мускав облаҫӗ йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Чӑваш Ен каччисем, виҫҫӗмӗшсем — Тутарстанран килнисем.
Чӑваш наци кӗрешӗвӗн регионсем хушшинчи федерацийӗн президенчӗ, Чӑваш наци конгресӗн спорт комитечӗн ертӳҫи Виталий Васильев ҫӗнтерӳҫӗсен парадне уҫнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлама РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, интернационалист-салтак пулса кӑкӑр тулли орден-медале тивӗҫнӗ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Владимир Вшивцев, Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи элчи Леонид Волков, Мускав чӑвашӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев ҫитнӗ.
Чӑваш пикисен маттурлӑхӗ чӑнахах та тава тивӗҫ. Вӗсен спортри ҫитенӗвӗ республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн спортсменкӑсемпе эпир тивиҫлипех мухтанма пултаратпӑр.
Ытларикун, утӑн 22-мӗшӗнче Пенза хулинче VI Раҫҫейри вӗренекенсен ҫуллахи Спартакиадӑра ирӗклӗ мелпе кӗрешнипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унта 46 килограмм таран йывӑрӑ категоринче пӑхӑр медале Вӑрнар районӗнчи АҪСШра вӗренсе тухнӑ, халӗ ЧУОР-СДЮСШОР-5 студенки Иванова Анастасия ҫӗнсе илнӗ.
Настьӑна тата унӑн тренерӗсене — Егорова Д.Г. тата Львова Ю.Г. — медале ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, спортра малашлӑхра та ҫитенӳсем тума сунатпӑр.
Хусанта иртекен ҫуллахи Универсиадӑра пирӗн ентешсем кунран-кун лайӑх кӑтартусем тӑваҫҫӗ. Вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, пьедистал картлашки ҫине Екатерина Краснова хӑпарма пултарнӑ. Вӑл хӗрсем хушшинчи 51 килограмм йывӑрӑш категорире кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
«Эпир тренерпа «ылтӑн» медаль выляса илессе шанӑ ӗнтӗ. Анчах чӗрӗк финалта Казахстан спортсменкипе — Татьяна Аманжолпа — кӗрешӗве тухсан чӗретлӗ тытӑҫу валли вӑй пухма вӑхӑт ҫитмерӗ», — Краснова сӑмахӗсене палӑртать РИА Хыпар агенстви. Асӑннӑ ӑмӑртура ылтӑн медале япун спортсменки — Хикари Сугавара — тивӗҫнӗ пулнӑ.
Хусанти Универсиада ӑмӑртӑвӗсем паян, утӑн 17-мӗшӗнче, вӗҫленеҫҫӗ. Юлашки кунсенче те Раҫҫей пӗрлешӳлле команди ӑмӑртусенче татах та медальсем ҫӗнсе илес шанӑҫ пур. Ӑнӑҫу вӗсене!
«Лӑпкӑ халӑх пултӑр паттӑр, Вӑл йӑваш — йӑвашлӑх ҫӗттӗр!» — ҫапла чӗнсе каланӑ пире Ҫеҫпӗл Мишши «Тинӗс» сӑвӑра. Тахҫан-авал йӑваш чӑваш та йӑвантарнӑ-ха, тӑшмансене маххӑ паман. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тутар-монголсене те тӳпке-тӳпке янӑ, ытти-хытти путсӗрсене те сехӗрлентерсе тӑнӑ. Авалхи паттӑрсем пире ҫӗнӗрен хӑват илме, хамӑр вӑя ҫирӗп шанма ӗмӗрсем витӗр чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫак йыхрава эпир тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ «Вут-шу пӑлхар-чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗ» (Булгаро-чувашское боевое искусство Вут-шу) кӗнекере уҫӑмлӑнах илтетпӗр. Чӑваш кӗрешӗвӗ пурри пирки пӗлеттӗмӗр-ха эпир, унсӑр пуҫне чӑвашсен ҫапӑҫу та пур иккен. Ҫук-ҫук, лешӗ мар, хаяррине ӗҫсен хаярланнипе пуҫа мӑкӑль, куҫа кӑвак, хӑлхана ҫурӑк лартаканни мар. Ку пачах та ахаль-махаль ҫапӑҫу мар, ҫапӑҫу ӳнерӗ. Тепӗр майлӑ каласан пире кӳрентерме хӑякан путсӗре меллӗн те евӗклӗн чышкӑ, тапкӑ е ҫупкӑ ҫитермелли Искусство! Ҫак ӑсталӑха вӗренес тата ӑна туптас тесен ҫӗнӗ кӗнекене вуласа тухмалла та «Вут-шу» ушкӑна ҫырӑнмалла (vut-shu@yandex.ru адреспа ҫыхӑнма пулать).
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче — Кивӗ Улхашра — ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Майрабеевсен парнисене илессишӗн регионсен хушшинчи 5-мӗш турнир иртрӗ. Унта пилӗк тӑрӑхран — Чӗмпӗр тата Самар облаҫӗсенчен, Тутарстанран, Мӑкшӑ, Чӑваш Республикинчен — килнӗ 200 ытла ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ.
Ӑмӑртӑва уҫма Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В.Рамазанов, Чӗмпӗр хули пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ П.К.Столяров, УОЧНКА пуҫлӑхӗ В.И.Сваев, полици подполковникӗ А.П. Вражкин тата ыттисем килнӗччӗ.
Турнира тӑваттӑмӗш хут килекен хӑна, Мӑкшӑ Республикинчи Атяшево районӗнчи спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Д.П.Горбунов ҫапла каларӗ: «Майрабеевсен турнирӗ йӗркелӳ енчен — Атӑлҫи Федераллӑ округра чи лайӑххисенчен пӗри тесе шутлатӑп. Кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ, ачасене тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене, парне илекенсене кубоксӑр, хисеп хучӗсемпе медальсӗр пуҫне самаях пысӑк сум укҫа параҫҫӗ».
Ӑмӑрту 1996-2003 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче иртрӗ. Вӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑччӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин спортсменӗсем ҫӗнтерчӗҫ, 2-мӗш вырӑнта — кавир хуҫисем, виҫҫӗмӗшсем — Ирҫел ялӗнчен (пурте Чӑнлӑ районӗнчисем).
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче, Кивӗ Улхашра (Чӑнлӑ районӗ) ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Георгийпа Пётр Майрабеевсен парнисене илессишӗн 4-мӗш турнир иртрӗ.
Георгий — кӗрешӳ енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, халӗ Чӗмпӗрти «Авто Форум» фирмӑн директорӗ. Пётр спорт маҫтӑрӗ, ҫак фирмӑра аслӑ маҫтӑрта ӗҫлет.
Турнира 10-16 ҫулхи 210 кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ, пурӗ 16 ушкӑн. Ҫав шутра Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаҫӗ), Атяшево (Мордови), Канаш (Чӑваш Ен) хулисенчен.
Майрабеевсем хӑйсен шкулӗнчи пӗрремӗш тренерне Н.Узеринова тав туса асӑнмалӑх парне пачӗҫ, шкул валли спорт хатӗрӗсем туянма 15 пин укҫа хӑварчӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене вара — вӗсем хушшинче Майрабеевсене вӗрентнӗ РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.Кадебин, 1993 ҫулхи Европа чемпионки, икӗ хутчен Раҫҫей чемпионки, тӗнче шайӗнчи спорт маҫтӑрӗ Л.Исламова (Анат Кама), регионсен хушшинчи Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.Васильев (Шупашкар) — сувенирсем, медальсем парса чысларӗҫ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнарта Чӑваш Енри 1-мӗш «Кӗрешӳ» ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Маттур та ҫамрӑк каччӑсемпе патвар арҫынсем кунта мӗнпур чӑвашран килсе ҫитнӗччӗ. Тапӑҫакансене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑччӗ: ачасем, ҫамрӑсем тата аслисем.
Кӗрешӗве уҫма Вӑрнар тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Раҫҫейри «Кӗрешӳ» юхӑмӗн ертӳҫи Виталий Васильев, ҫар тухтӑрӗ, полковник Юрий Михайлов тата Вӑрнар тӑрӑхӗн депутачӗсем — Рифкат Киметовпа Владимир Тимофеев ҫитнӗччӗ. Кӗрешӳсем ӑшӑ та хӑтлӑ «Вурнар» спорт керменӗнче иртрӗҫ. Халӑх та лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ вӑл кун.
Куҫ енне ҫӗнтерӳҫӗсем те палӑра пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Кӗтнӗ пекех, пӗрремӗш вырӑна вӑрнар паттӑрӗсем тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — канашсем, виҫҫӗмӗшне вара ж.ри тӑвайсене пама йышӑннӑ.
Мала тухнисене «Кӗрешӳ» юхӑмӗн йӗркелекенӗ тата ертӳҫи Виталий Васильев хӑй аллинчен ятарласа хаклӑ парнесем валеҫнӗ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.
Тутар республикинчи Ҫӗпрел районне кӗрекен Хулаҫырма ялӗнче Николай Угаслов парнисене ҫӗнсе илессишӗн чӑваш кӗрешӳ ӑстисем ӑмӑртрӗҫ. Кавир ҫине ҫӗр спортсмен ытла, Тутарстан, Чӑваш Ен, Чӗмпӗр паттӑрӗсем тухрӗҫ. Уйрӑм ушкӑнсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Чӑваш республикин Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗн кӗрешӳҫисем ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Тутарстанри Ҫӗпрел районне кӗрекен Матак паттӑрӗсем, кавир хуҫисем вара виҫҫӗмӗшсем.
Ҫӗпрел районӗнче кӗрешӳ спорчӗ аван аталанса пырать. Николай Угаслов ҫывӑх вӑхӑтра кашни чӑваш шкулнех кӗрешӳ кавирӗ туянса пама шантарчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ.
Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков).
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |