Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Красноармейски

Культура
Виталйи Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталйи Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен «Чувашский край в истории России» (чӑв. Чӑваш Ен Раҫҫей историйӗнче) регионсем хушшинчи форумӗ иртнӗ. Форума тӗрлӗ пулӑма халалланӑ, ҫав шутра Чӑваш Ен Раҫҫей патшалӑхне кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитнине те. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене те.

Форума Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен Красноармейскинчи уйрӑмӗн делегацийӗ те хутшӑннӑ. Кун пирки эпир вырӑнти хастар Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр. Мероприятие Светлана Гурьева, Виталий Михайлов, Зинаида Михайлова, Владимир Константинов, Иван Ефимов, Анатолий Скворцов тата Эдисон Патмар хутшӑннӑ.

Форумра Красноармейски тӑрӑхӗнчи икӗ хастара: Светлана Гурьевӑна тата Владимир Константинова — «Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗн тава тивӗҫлӗ ӑсти» хисеплӗ ят панӑ.

 

Культура
Виталий Михайлов сӑнӳкерчӗкӗ
Виталий Михайлов сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ (ертӳҫи - Сергей Сорокин) Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗпе (ертӳҫи - Роза Лизакова) Чӑваш таврапӗлӳҫисен регионсен хушшинчи «Чӑваш тӑрӑхӗ Раҫҫей историйӗнче» форумне ирттерӗ.

Форума Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн пилӗк ҫынран тӑракан делегацийӗ те хутшӑнӗ. Кун пирки пӗрлешӗвӗн секретарӗ Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Йышра асӑннӑ пӗрлешӗвӗн председателӗ, тӗп вулавӑш ӗҫченӗ, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ Светлана Гурьева; Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗ Виталий Михайлов пулӗ.

Мероприятие Чӑваш Ен Вырӑс патшалӑхне хӑй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитнине,Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Форумра историпе, культурӑпа, чӗлхепе, таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явӗҫ, таврапӗлӳ кӑларӑмӗсен 2025 ҫулхи конкурсне пӗтӗмлетӗҫ, чи хастаррисене наградӑлӗҫ.

Таврапӗлӳҫӗсене, наука тата вӗрентӳ, библиотекӑсемпе музейсен, архивсен ӗҫченӗсене, шкул ачисене, вӑтам профессиллӗ тата аслӑ пӗлӳ паракан заведенисенче вӗренекен студентсене, таврапӗлӳ ӗҫӗпе интересленекен учрежденисемпе организацисен представителӗсене форума хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2684
 

Культура
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейски «Янкас вулавӗсем» конференци иртнӗ. Ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцине вырӑнти хастарсем кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхи мероприяти муниципалитет округӗн Трак салинчи тӗп вулавӑшӗнче иртнӗ. Мероприятие Нестер Янкас поэт ҫуралнӑранпа 117 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Ҫирӗм тавра пӗлӳҫӗ Трак енӗн паллӑ ҫыннисен пултарулӑхӗпе пурнӑҫ кун-ҫулне тишкерсе итлекенсене каласа пачӗ. Хамӑр тӑрӑхри мухтавлӑ ҫынсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлни, вӗсене асра тытни, хисеплесе сума суни тавра курӑма анлӑлатать», – хыпарланӑ вырӑнти хастар, Виталий Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Трак енсем хӑйсен пултаруллӑ ентешне асра тытса та сума суса пурӑнни чӑннипех те паха та пӗлтерӗшлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2643
 

Республикӑра
lgz.ru сайтри сӑн
lgz.ru сайтри сӑн

Красноармейскинче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче техника туянма тӑнӑ та 100 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Арҫын юр тасатмалли техника туянма тӑнӑ. Тавара тупсан вӑл заявка янӑ та хӑйӗн телефон номерне кӑтартнӑ. Сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл ӑна 100 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Лешӗ трек-номер ярса пама шантарнӑ та ҫухалнӑ. Сайта та блокировка тунӑ.

Арҫын полицие кайнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/8593
 

Чӑвашлӑх
Зинаида Михайлован Контактри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлован Контактри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Тӑван чӗлхеҫӗм, янӑра!» темӑпа калаҫу ирттернӗ.

Унта хутшӑннӑ Трак шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекенсем (класс ертӳҫи - Ирина Федорова) Петӗр Хусанкайпа Юрий Сементер чӑваш халӑх поэчӗсен чӑваш чӗлхи ҫинчен калакан сӑввисемпе паллашнӑ.

«Хамӑн «Чун уҫҫи» сӑвӑ кӗнекинчи тӑван чӗлхе темипе ҫырнӑ сӑввӑма вуласа патӑм. Калаҫу-тӗлпулӑва Тӗп вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Гурьева йӗркелесе пычӗ», — хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Красноармейскинчи шкулта ӗҫлекен Зинаида Михайлова.

 

НАР
16

Митинга тухнӑ
 Таисия Ташней | 16.02.2026 07:58 |

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Элӗксем хӑйсен район больницинче Хӗрле Чутайӗнчи больницӑпа пӗрлештерессине хирӗҫ. Ҫавна май вырӑнти хастарсем митинга тухнӑ. Митинга йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 80 ытла ҫын тухнӑ: тухтӑрсем, амӑшӗсем, пенсионерсем, районта пурӑнакансем.

Пухӑннисем Элӗкри район больницине хӑй тӗллӗн ӗҫлеттерме ыйтнӑ, резолюцие республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тата Правительствине ярса парасшӑн. Больницӑна пӗрлештерессине хирӗҫлесе кунсӑр пуҫне пин ҫын алӑ пуснӑ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал ака уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 18 ӑслӑ «зебра» тума палӑртнӑ. Ку – нейросетьлӗ видеоаналитикӑллӑ комплекс пирки: смарт-камерӑсем ҫуран утакана асӑрхасан «зебра» проекци ҫуттине, «Ҫуран ҫӳрекен ирттерсе яр» ҫутӑ таблоне, хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерекен сасса ҫутаҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра регионти ҫулсем ҫинче ҫавӑн пек 9 система пур: Етӗрнере, Муркашра, Кӳкеҫре, Хӗрлӗ Чутайра, Красноармейскинче, Нурӑсра, Йӗпреҫре. Ака уйӑхӗччен тепӗр 9 вырнаҫтарӗҫ: Стрелецкинче, Шӑнкӑртамра, Ҫӗмӗрлере, Элӗкре, Вӑрнарта тата Патӑрьелте.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-235381337_13
 

Персона
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Илья Степанов композитора халалласа Красноармейскинче кӗвӗ-ҫемӗ каҫӗ ирттернӗ.

Композитор кӗвӗленӗ юрӑсене Красноармейскинчи культура ҫурчӗн халӑх фольклор ансамблӗ шӑрантарнӑ. Коллектива Антонина Никонорова ертсе пырать, баянисчӗ - Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Никоноров.

Уявра «Шӑнкрав курӑкӗ» (сӑвви Вениамин Пехилӗн), «Юрату сӑмсахӗ» (сӑвви Николай Карайӑн), «Ҫул юхать, юхать» (сӑвви Иван Ахратӑн) юрӑсем янӑранӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall447662497_6027
 

Кӳршӗре
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Красноармейскинчи вулавӑшра Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Лурура темиҫе ыйту пахса тухнӑ. Ҫав шутра «Янкас вулавӗсем» таврапӗлӳ конференцине вуннӑмӗш хутчен ирттерессине, 2025 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗсене палӑртса вӗсене чыслассине, Трак енӗн паллӑ ҫыннисен юбилейӗсене ирттерессине, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят пама тӑратассине сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2594
 

Пӑтӑрмахсем

Красноармейски районӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне юртан йӗркеллӗ тасатса тӑман. Ҫавна май ҫурт умӗсем пӑрлакланса ларнӑ.

Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Тротуарсемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тытса тӑрассишӗн «Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ» управляющи компани яваплӑ иккен. Анчах ӗҫе вӑл йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыман.

Директор ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 23
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

Сурӑх:

Ҫу, 25

1957
69
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
54
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
45
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ