Фейсбукра Павел Дуровӑн хӑйне евӗр реклами анлӑ сарӑлнӑ. Долларлӑ миллиардер хӑйӗн ҫӗнӗ платформипе усӑ курма сӗнекен рекламӑра Павел Дуров чухӑн ҫемьере ҫуралнине, амӑшӗ учитель, ашшӗ врач пулса ӗҫленине ӗнентернӗ. Унта килӗшӳллӗ пӗр ҫемье сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Павел Дуровӑн рекламинче (ӑна кам хатӗрленине калаймӑпӑр) Чӑваш Енри паллӑ журналист Михаил Вансяцкий хӑйӗн ҫемйин сӑнӳкерчӗкне асӑрханӑ. Ашшӗпе амӑшӗ тата хӗрӗпе ывӑлӗ сӑнланнӑскере Вансяцкийсем 1989 ҫулта Красноармейскинче ӳкерӗннӗ иккен.
«Контактра» халӑх ушкӑнне тата ҫавӑн ятлӑ компание, Телеграм канала тата ытти проекта пуҫарса янӑ программист, Википеди пӗлтернӗ тӑрӑх, 1984 ҫулта Питӗрте ҫуралнӑ.
https://www.facebook.com/103095294540937/videos/535716750385255/
Трак шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен черетлӗ методика ларӑвӗ иртрӗ.
«Тӑван чӗлхене рефрен майӗпе вӗрентесси» ятпа иртнӗ мероприятие районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вырӑнти общество хастарӗсем тата Чӑваш наци конгресӗн элчисем килсе ҫитрӗҫ: Наци конгресӗн Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г.Л. Никифоров, Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ А.В. Ишова (Шупашкар районӗ, Тутаркасси), Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Т.Н. Петрова (Ҫӗрпӳ районӗ, Опытнӑй). Инҫетрен килнӗ хӑнасем Трак шкулӗн вӗрентекенӗсем (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Федорова, И.А. Павлова) хатӗрленӗ уҫӑ уроксене пӑхрӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн представителӗсем ҫавӑн пекех ӳнерпе технологи учителӗ Н.В. Кривошеев йӗркеленӗ ачасен ал ӗҫӗсен куравӗпе киленчӗҫ, шкулти этнопедагогикӑпа этнографи музейӗсене кӗрсе курчӗҫ.
Тӗлпулӑвӑн класс тулашӗнчи ӗҫсен пайӗ акт залӗнче иртрӗ. Трак вӑтам шкулӗн ачисем «Кӗрлерӗ вӑрҫӑ, ҫунчӗ ҫӗр!» уҫӑ мероприяти кӑтартрӗҫ, сӑвӑсем каласа, юрӑсем шӑрантарса пурин чӗрисене те тыткӑнларӗҫ. Юлашкинчен ларусен пӳлӗмӗнче «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра вӗрентесси» тема тавра ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ, тӗлпулӑва килнисем хумхантаракан ыйтусем ҫӗклерӗҫ, пӗр-пӗринпе канашларӗҫ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Н.И. Ашмарин тата шкул вӗрентӗвӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ те хутшӑнчӗ. Ҫапла май паллӑ ӑсчахӑн кун-ҫулне тата унӑн эткерне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе академиксем пӗрле тишкерчӗҫ.
Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗпе академин президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пычӗҫ. Вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене хисеп хучӗпе ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та чысларӗ.
Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫтешӗсем, академи пайташӗсем пулчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, пухӑннӑ халӑх умӗнче хӑйсен тӗпчевӗсемпе студентсем те, шкул ачисем те паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Ангелина Яковлевӑпа Мадина Абдуллова хӑйсен тӑван ялӗнче — Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра — Н.И. Ашмарин пухнӑ лексика пирки каласа пачӗҫ. Кӑсӑклӑ докладсен йышӗнче Трак салинчен килнӗ Зинаида Михайловӑнне асӑнма пулать — Н.И.Ашмарин сӑмах кӗнекине тӗпченӗ май вӑл 160 ытла вӑхӑт лексикине тупма пултарнӑ. Унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн ӑсчахсене те кӑсӑклантарса ячӗ: Яковлев Петр Яковлевич (Петӗр Яккусен) пытарса тӑмарӗ, ҫавра сӗтелте итленӗ докладсенче хӑйне валли ҫӗнӗ япала сахал мар илтни пирки пӗлтерчӗ.
Вӑрнар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ. Кун пирки эпир РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе – 5 эпизодшӑн, 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе тата 292 статьян 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче вӑл ҫул-йӗ правилине пӑснӑ пилӗк ҫынна каҫарнӑ. Административлӑ майпа явап тыттарма май пур ҫинчех яваплӑхран хӑтарнӑ.
2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Вӑрнар-Упи-Красноармейски» ҫул ҫинче груз турттаракан машинӑна чарнӑ. Лешӗн ятарлӑ хутсем пулман. Явап тытас мар тесе вӑл ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне апат-ҫимӗҫ хутаҫне тыттарнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл пӗр паллаканне ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекмесӗрех хутсем хатӗрлесе панӑ та лешӗ КАСКО тӳлевне тивӗҫнӗ.
Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ.
Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умӗнче чухне (ку пӑтӑрмах ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман)хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. унта вӑл КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Ӗҫри машинӑпа усӗрле инкеке лекнӗ хыҫҫӑн хайхи пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Унран та ытларах — Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын халӗ текех вӑл должноҫе йышӑнмасть ӗнтӗ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑна вара пуҫлӑх хӑйӗн шучӗпе юсаттарнӑ.
Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан Николай Угаслова «Красноармейски районӗн хисеплӗ ҫынни» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.
Ҫак ыйтӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва Красноармейски район пуҫлӑхӗ — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Валерий Петров ертсе пынӑ.
Николай Угаслов Красноармейски районӗн пурнӑҫӗн аталанӑвне хастар хутшӑнать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Угаслов пулӑшнипе Красноармейскинче, Мӑн Шетмӗре тата Алманчӑкра чиркӳсем тӑваҫҫӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче котельнӑйсем тума стройматериал уйӑрнӑ. Ҫул-йӗр тума та, культура мероприятийӗсене ирттерме те Николай Угаслов пулӑшать иккен. Ҫавна шута илсе вырӑнти тӳре-шарапа депутатсем ӑна хавхалантарма йышӑннӑ.
Калуга облаҫӗнче «Хлеб, ты — мир» (чӑв. Ҫӑкӑр, эсӗ — тӗнче) пӗтӗм тӗнчери форум ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта «Лучший хлеб России — 2019» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх ҫӑкӑр — 2019) Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса кӑҫал ҫӗршывӑн 27 регионӗнчи 68 предприяти 280 тӗрлӗ ҫӑкӑр тӑратнӑ. Ҫӑкӑр пахалӑхне апат-ҫимӗҫ аслӑ шкулӗсен профессорӗсем, экспертсемпе технологсем, Раҫҫейри ҫӑкӑр пӗҫерекенсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем пахаланӑ.
Раҫҫейӗн чи лайӑх ҫӑкӑрне ҫичӗ номинацире хакланӑ. Пӗрремӗш степеньлӗ кубока «Сундырь — Хлеб» (чӑв. Сӗнтӗр — Ҫӑкӑр) тата «Красноармейский хлебокомбинат» (чӑв. Красноармейскинчи ҫӑкӑр комбиначӗ) предприятисем тивӗҫнӗ.
Финалист кубокне Чӑваш Енрен «Пряник Цивильского райпо» (чӑв. Ҫӗрпӳ райповӗн пӗремӗкӗ), «Хлебокомбинат Марпосадский» (чӑв. Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӑкӑр комбиначӗ), «Моргауши — Хлеб» (чӑв. Муркаш — Ҫӑкӑр), «Четайское» (чӑв. Чутайӑн) тулли мар яваплӑ обществӑсене те панӑ.
Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.
Чӑваш Енри районсенче урамри спорт лапамӗсем пулӗҫ. Кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ лапамсене ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) комплексӑн нормативӗ валли хатӗрленме тӑвасшӑн. Ҫавсене «Спорт – норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) проектпа килӗшӳллӗн уҫӗҫ.
Спорт лапамӗсене Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче йӗркелесшӗн.
Тепӗр икӗ ҫулта яллӑ тата тепӗр сакӑр районта йӗркелесшӗн.
Укҫа-тенке илсен, спорт лапамӗсене кӑҫал тума федераци хыснинчен Чӑваш Ене 26,4 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Регионти бюджетран тӑкакӑн 1 проценчӗ чухлӗ — 267,4 пин тенкӗ — уйӑрмалла.
Пушӑн 5-мӗшӗнче красноармейскисем «Трак ен пикине» суйланӑ. Кӑҫал конкурса 5 чиперук хутшӑннӑ. Маттурскерсем чӑваш кӗпипе сцена ҫине тухнӑ, хӑйсен илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, тутлӑ пӗҫерес ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Кӑҫал «Трак ен пики» ята кам ҫӗнсе илнӗ-ха? Красноармейскинчи шкулта ӑс пухакан пике Анна Исакова чи нумай балл пухнӑ, ҫапла вӑл «Трак ен пики – 2019» пулса тӑнӑ. «Вице-Трак ен пики» номинацире вара Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Влада Степанова ҫӗнтернӗ. Вӑл «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире те палӑрнӑ.
Алманч вӑтам шулӗн пики Анна Еперина «Ӑста пике», Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Маргарита Иванова – «Тарават пике», Чатукасси вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Анастасия Егорова «Сӑпайлӑ пике» ятсене тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |