Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ачасем валли чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 13-мӗшӗччен «Чувашские продукты — значит вкусно, натурально и полезно!» (чӑв. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ: тутлӑ, натурӑллӑ тата усӑллӑ) ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑннисен чи лайӑх ӗҫӗсене республикӑри ӑмӑртӑва ярса пама суйланӑ.
Ӑна пуҫарнӑ ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн тата ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствисем ӑмӑрту тӗллевӗ усӑллӑ та натурӑллӑ апат-ҫимӗҫпе апатланма хӑнӑхтарасси, хамӑр патра туса илекен продукцие сарасси тата пултаруллӑ ачасене хавхалантарасси тесе палӑртнӑ.
Ӗҫсене ачасем ватман, картон, пир, хут ҫине акварельпе, ҫупа, тушьпа, тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташпа, пурӑпа ӳкернӗ.
3–4-мӗш класрисенчен Анна Александрова, Елена Терентьева, Юлия Крыцова, Карина Яруськина ҫӗнтернӗ; 1–2-мӗшсенчен — Нелли Чубайкина. Вӗсем районти Ача-пӑчапа пултарулӑх центрӗнче ҫак ӑсталӑха илеҫҫӗ.
Чӑваш Енре патшалӑх ӗҫӗнчи чи лайӑх служащисене палӑртасшӑн. Нумаях пулмасть «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх патшалӑх ӗҫӗнчи граждан служащийӗ» конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Канашлӑва хутшӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ӑмӑртӑвӑн тӗп тӗллевӗ служащисен статусне ӳстересси тесе пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑннисем хӑйсен тавра курӑмне уҫса паракан проектсемпе паллаштарнӑ. «Конкурса тӑратнӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ ҫав тери пысӑк тата ҫитменнине кӑсӑклӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртсан вӗсем ҫитес ҫулсенче Чӑваш Республикинчи влаҫ органӗсенче ертӳҫӗсен должноҫӗсенче те ӗҫлеме тивӗҫлӗ», — тесе чӑвашла куҫарнӑ Юрий Васильев сӑмахне ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта.
Чи лайӑх служащисене раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ.
Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа республикӑри медиафестиваль-конкурс ирттернӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсем кӑларса тӑракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тупӑшнӑ. Медиафестивале пӗтӗмлетнӗ те И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ маттурри палӑрнӑ.
«Лучший видеоматериал» (чӑв. Чи лайӑх видеоматериал) номинацире ЧПУн журналистика уйрӑмӗн студенчӗсем мӗнпур вырӑна йышӑннӑ. Пӗрремӗшне виҫҫӗмӗш курс студентки Ольга Василик тухнӑ. II степеньлӗ диплом хуҫи те виҫҫӗмӗш курс студенткиех — Кристина Емельянова. III степеньлӗ диплома иккӗмӗш курсра вӗренекен Рифат Фаткуллин тивӗҫнӗ.
«Ульяновец» хаҫат корреспонденчӗ Надежда Артамонова харӑсах икӗ номинацире: «Лучшее освещение деятельности студенческого трудового движения республики» (чӑв. Студентсен республикӑри ӗҫ юхӑмне чи лайӑх ҫутатни) тата «Лучший материал печатного или интернет-СМИ» (чӑв. Пичет е Интернет-МИХри чи лайӑх материал) — мала тухнӑ. «Ульяновец» редакторӗ Олеся Герасимова студентсен юхӑмне ҫутатассипе тата «Лучшее студенческое СМИ» (чӑв. Студентсен чи лайӑх МИХӗ) номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ҫывӑх вӑхӑтра район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалла. Конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Малтан та вӗсем пухӑннӑ-ха. Анчах ун чухне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен раштавӑн 5-мӗшне куҫарма йышӑннӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине халӗ ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильев ятлӑ ҫынна (район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта А. Васильев халӗ епле должность йышӑннине каламан) шанма пулать тесе йышӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн татӑклӑ утӑма районти депутатсем хӑйсен ларӑвӗнче тумалла.
Виҫӗмкун Вӑрнарти Культура ҫуртӗнче «Играй, гармонь» (чӑв. Выля, хуткупӑс) районти конкурса ирттернӗ. Унта мӗнпур муниципалитетранах пуҫтарӑннӑ. Фестивалӗн хӑнисем Мускаври «Русская гармонь» центрӑн пайташӗсем Александр Ганичев тата Светлана Калачева пулнӑ.
Хуткупӑспа ӑста каласа тупӑшнисенчен самайӑшӗ — культура отраслӗнче ӗҫлекенсем. Пӗри тепринчен маттур пулнӑ конкурсҫӑсем. Шинерти Олег Семенов, Нурӑсри Виктор Волков, Хӑмӑшри Иван Комаров, Авшак Элменти Владимир Мураков, Туҫи Мӑратри Светлана Прохорова, Хорӑнсор Ҫармӑсри Юрий Артемьев тата Михаил Кузьмин, районти Культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Борис Павлов тата Валерий Шакртов, Пӑваялӗнчи Кудрявцевсем, Кульцаври Александр Кузнецов, купӑсҫӑсен «Санар» ансамблӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Малти вырӑна Пӑваялӗнчи Валерий Кудрявцев тухнӑ. Ӑна Мускаври «Русская гармонь» центр дипломпа чысланӑ.
Чӑваш Енре «Молодые профессионалы» (Worldskills Russia) (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем) регионти уҫӑ V чемпионата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи, унчченхисемпе танлаштарсан, хутшӑнакансен тата экспертсен йышӗпе те, пултарулӑх шайӗпе те ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑ.
Йышлӑн хутшӑннине палӑртрӑмӑр та, професси пӗлӗвӗ паракан 37 заведенирен 114 студент хутшӑннӑ. Чемпионата хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Тутарстанри, Мари Элти, Мускав, Самара, Сарӑту, Тӗмен, Орлов облаҫӗсенчи, Краснодар енӗнчи ҫамрӑксем тата тӗрлӗ хулари (Питӗрпе Челябинск облаҫӗ таранах) экспертсем пырса ҫитнӗ.
Ӑмӑртура 19 тӗрлӗ ӗҫе хакланӑ. Кунта кирпӗч хума пӗлмеллинчен тытӑнса апат пӗҫересси, парикмахер ӑсталӑхӗ тата ытти те кӗнӗ. Кашни номинаципех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ та пурне каласа каяймӑн. Анчах Чӑваш Енри ҫамрӑксем пур енлӗн палӑрнӑ.
Илме шанчӑк пур-ха, анчах малтан конкурса хутшӑнмалла. Ҫулсерен йӗркелекен «Белла» Раҫҫейпе Италин литература премийӗ пирки ӗмӗтленекенсем, хӑйсен вӑйне шанакансем хайлавсене конкурса тӑратма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
«Белла» премие 2012 ҫулта ХХ ӗмӗрти паллӑ поэта Белла Ахмадулинӑна халалласа йӗркеленӗ. Вӑл Италипе питӗ ҫывӑх пулнӑ, ӑна Раҫҫейпе ҫав ҫӗршывӑн культурине ҫывӑхлатассишӗн самай тӑрӑшнӑ тесе хаклаҫҫӗ.
Премин тӳрине иккӗн ертсе пыраҫҫӗ: «Русская литературная инициатива» (чӑв. Вырӑс литература пуҫарӑвӗ) фонд президенчӗ, литература критикӗ Наталья Иванова тата Италири Пиза хулин университечӗн вырӑс литературин профессорӗ, XVIII ӗмӗрти вырӑс литературин историйӗн специалисчӗ Стефано Гардзонио. Вӗсем Раҫҫейри тата Италири чи лайӑх ҫамрӑк авторсене палӑртаҫҫӗ.
Премие виҫӗ номинаципе парӗҫ: «Русское стихотворение» (чӑв. Вырӑс сӑвви), «Литературно-критическое или биографическое эссе о современной поэзии» (чӑв. Хальхи поэзи ҫинчен литературӑпа критика е биографилле эссе), «Итальянское стихотворение» (чӑв. Итали сӑвви).
Чӑваш Енри Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекенсем Питӗрти Вырӑс наци вулавӑшӗн опычӗпе паллашнӑ. Опычӗпе кӑна та мар, вӗсем унта Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ
«Методическая служба центральной библиотеки субъекта Российской Федерации в современных условиях» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн субъектӗнчи тӗп вулавӑшсен методика тытӑмӗ) ятпа иртнӗ стажировкӑра пулнӑ. Унта пул-пулми пуре те йышӑнман. Вулавӑш ӗҫченӗсен малтан «Библиотечная аналитика–2016» (чӑв. Вулавӑш тишкерӗвӗ–2016) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хушӑнса ҫӗнме тивнӗ.
Пирӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Стажировкӑна вулавӑшӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата методика ӗҫӗн тӗп библиотекарӗ Светлана Акулина хутшӑннӑ, тӗрлӗ мероприятие хутшӑннӑ, ҫӗннине ӑша хывса таврӑннӑ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре Марина Карягина вулавӗсем иртнӗ. Паллӑ тележурналистӑн, сӑвӑҫӑн, драматургӑн кун пек мероприятийӗ кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртнӗ. «Эпир те, шупашкарсем, айккинче юлмастпӑр, ҫулсерен ҫыравҫӑсемпе, артистсемпе, ӑсчахсемпе ачасене хавхалантарма,ҫӗнтерӳҫӗсене парне пама тухса каятпӑр — ача чухне курни-туйни ӗмӗрлӗх вӗт вӑл!» — тет пур енлӗн ӑста автор. Унтан вӑл вулава ирттерме вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывнине палӑртать.
Ӑмӑртӑва Патӑрьел районӗнчи шкулсенчи 40 ытла ача пуҫтарӑннӑ. Вӗсене ҫулне кура 3–4-мӗш классене, 5–7-мӗшсене, 8–9-мӗшсене уйӑрнӑ. Вулава пухӑннисем сӑвӑ кӑна мар, калав, «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагеди сыпӑкӗсене те вуланӑ. «Пӗри «Ҫуралнӑ кун» калава пӗтӗмпех пӑхмасӑр каласа парса тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ! Тата тепри чӑваш алфавитӗнчи мӗнпур саспаллирен пуҫланакан сӑмахсенчен тӑракан юмах-тӗрленчӗксен кӗнекинчи М саспаллирен кӑна пуҫланакан сӑмахсенчен тӑракан калавпа шалт тӗлӗнтерчӗ!» — каласа кӑтартрӗ вулав пирки Марина Карягина. Сӑмах май, юрра хывнӑ унӑн юррисем те янӑранӑ.
Шупашкарти ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗни чӑннипех те пысӑк ҫитӗнӳ. Вӑл ҫак списока лекнине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
«Пуласлӑх шкулӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри V вӗренӳ канашлӑвӗ Питӗрте чӳк уйӑхӗн 15-27-мӗшӗсенче иртнӗ. Шӑпах ҫавӑнта «Раҫҫейри чи лайӑх 100 шкул» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 100 ача пахчи» конкурссен лауреачӗсене чысланӑ.
«Раҫҫейри чи лайӑх 100 ача пахчи» список йышне Шупашкарти 19-мӗш ача пахчи лекнӗ. Ку – пысӑк хисеп.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |