Чӑваш Енри пӑхаттир-пуҫлӑх Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне ертсе пырать.
Паян Шупашкар районӗнчи Станьялӗнче Муниципалитет пӗрлешӗвӗн служащийӗн тата пуҫлӑхӗн X кунӗ иртнӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, Михаил Игнатьев Элтепер хутшӑннӑ.
Виҫӗ енлӗ спорт ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров пӗрремӗш вырӑн йышӑнса «Пӑхаттир-пуҫлӑх» номинацире палӑрнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ял тӑрӑхӗнчи Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗнчи Денис Денисов.
Утӑ чи вӑйлӑ ҫулакан пуҫлӑх — Хӗрлӗ Чутай район администрацине ертсе пыракан Александр Башкиров, иккӗмӗшӗнче — Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов.
Паян пирӗн республикӑра ӗне сӑвакансен тата выльӑха искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекенсен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене хальхинче Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирмӑра пухнӑ. Икӗ куна тӑсӑлакан конкурса Республика кунне халалланӑ.
Хӑйсен ӗҫӗнчи професси ӑсталӑхне кӑтартакан конкурсра тупӑшма 19 техник-осеменатор тата ӗнене машинӑпа сӑвакан 23 оператор пырса ҫитнӗ. Конкурса пуҫличчен вӗсене Шупашкар районӗсем культурӑпа ҫывӑхлатма шут тытнӑ — Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музея илсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ, Китай культурине тӗпчесе сумлӑ тухӑҫ ученӑйӗ ята тивӗҫнӗ Никита Бичурин манах пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, тӑван халӑхӑмӑрӑн ытти пуянлӑхӗпе те паллаштарать музей. Сандр Пикл художникӑн «Тӗнче пуҫланса кайни» тата «Ӗмӗрсен сакки» ӗҫӗсемпе те ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнпа республика чӑннипех те мӑнаҫланма пултарать.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗсен вӗҫӗнче Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртнӗ. Унта ҫак конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн патри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне лауреат тесе палӑртнӑ, медальпе тата дипломпа чысланӑ.
Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Общественное признание. Педгогическая слава» медальпе чысланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ иртнӗ ҫул Раҫҫейри хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ.
Грузире Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасем те, амӑшӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 40 ытла ҫын ҫитнӗ.
Конкурса Чӑваш Енрен 7 ҫулти Александрӑпа унӑн амашӗ Наталья Максимова хутшӑннӑ. Пӗчӗк Саша унччен те Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ, «Раҫҫейри пӗчӗк мисс» пулнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна амӑшӗпе Грузири конкурса йыхравланӑ.
Наталья Максимова амӑшӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хӗрӗ те номинацире мала тухнӑ. Максимовӑсем чӑваш наци культурипе паллаштарнӑ: ялавӗпе, костюмӗпе, тӗррипе, сувенирӗсемпе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ.
Конкурс хыҫҫӑн Сашенькӑна Нью-Йоркри пысӑк мода эрнинче модель пулма чӗннӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗнче иртӗ.
Нумаях пулмасть чи лайӑх социаллӑ ӗҫчене палӑртнӑ. Ку ята Ольга Маркова тивӗҫнӗ. Унӑн ӗҫ кунӗ графикпе иртет: урай ҫумалла, апат-ҫимӗҫ туянмалла, апат пӗҫермелле… Ватӑ ҫынсем ӑна кашни кунах кӗтеҫҫӗ.
Тӗслӗхрен, Ольга 91 ҫулти Мария Кулагинӑна пӑхса тӑрать. Вӑл – сусӑр. Унпа пӗр подъездра Валентина Абносова пурӑнать. Вӑл 77 ҫулта, темиҫе ҫул каялла упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ. Унтанпа Ольга Маркова уншӑн чи ҫывӑх ҫын пулса тӑнӑ.
Ватӑ ҫын прульницӑна лекет-и? Ольга Маркова ун патне те ҫӳрет, ҫимелли илсе пырать. Социаллӑ ӗҫченӗн ватӑсене ӗҫпе кӑна мар, ырӑ сӑмахпа та пулӑшмалла.
Ольга ку тытӑмра 14 ҫул ӗҫлет. Вӑл квалификацие темиҫе хутчен ӳстернӗ. «Чӑваш Енри чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» ята вӑл чӑтӑмлӑхне, ырӑ кӑмӑлӑхне пула илнӗ.
Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех чиперуксен хушшинче «Атӑлҫи мисӗ» конкурс иртӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче йӗркелӗҫ.
Конкурс Шупашкарти «Контур» суту-илӳпе курав комплексӗ ҫывӑхӗнче иртӗ. Унта кашни ҫулах Раҫҫей эстрадин паллӑ артисчӗсем килеҫҫӗ, концерт лартаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн пата Лолита Милявская ҫитӗ.
Паллӑ телеертӳҫӗ, режиссер концертра хӑйӗн хичӗсене юрлӗ кӑна мар, илемлӗх конкурсне те ертсе пырӗ. Куншӑн, ахӑртнех, укҫа сахал мар тӳлемелле. praznikus.ru сайтри даннӑйсене ӗненес тӗк, Лолитӑн гонорарӗ вӑтамран 1 760 000 тенкӗпе танлашать.
Чӑваш Енри пульницӑсем пултаруллӑ тухтӑрсене шыраҫҫӗ. Анчах этеме сиплессипе мар, юрлас-ташлас, тӗрлӗ япала ӑсталас енӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, чун киленӗҫне кӑтартассипе.
«Алло, мы ищем таланты» (чӑв. Алло, эпир пултаруллисене шыратпӑр) республикӑри конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле. Унччен вырӑнсенче суйлав турӗсем йӗркелӗҫ. Ӗнер, ав, вӑл Шупашкар хулинчи тӗп пульницӑра пулнӑ. Унта хулари 11 медицина учрежденийӗнчен пуҫтарӑннӑ. Шурӑ халатлисем ал ӗҫӗсене те илсе пынӑ, сцена ҫинче те пултарулӑха кӑтартнӑ. Вӗсем хушшинче хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хастар пулнӑ. Тӳресем кашнин ӗҫнех тивӗҫлипе хаклама тӑрӑшнӑ.
Хӑйсен номинацийӗсенче мала тухнисем республикӑри конкурсра тӑван пульницӑн чысне хӳтӗлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхалӗнчи вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ иртнӗ.
Сумлӑ хӑнасене — Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрне Юрий Исаева, Вӗренӳ институчӗн проректорне Светлана Петрована, чӑваш халӑх поэтне Юрий Сементере, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сӑвӑҫсене, Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхне Ирина Рубцована — чӑваш кӗпи, тухья тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ тутӑр ҫыхнӑ, саппун ҫакнӑ ачасем кӗтсе илнӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те, ялти фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем те вӑйӑ картине хутшӑннӑ.
«Алран кайми аки-сухи» чӑваш халӑхӗн гимнне пурте пӗрле тӑрса юрланӑ хыҫҫӑн ачасем чӑваш чӗлхи илемӗ, унӑн хӑвачӗ ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. Иван Яковлев халалне тӗрлӗ чӗлхепе вуласа панӑ: Настя Михайлова — чӑвашла, Саша Васильев — вырӑсла, Таня Терентьева Таня — акӑлчанла.
Конкурса хутшӑнакансем «Раиса Сарпи, Альбина Юрату сӑввисене вуласси», «Раиса Сарпипе Альбина Юрату сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене юрласси» номинацисемпе тата Иван Яковлев калавӗсем тата Раиса Сарпи юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсене выляса тупӑшнӑ.
Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ.
Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ.
Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ.
Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри вӗрентекен» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ку ята кам тивӗҫнӗ-ха?
Конкурса 26 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта ачасене пӗлӳ паракан Лариса Семеновӑна вара ҫитекенни пулман.
Конкурсҫӑсене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Лариса Семенова республика ертӳлӗхне педагогика тытӑмӗ валли нумай ӗҫ тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
«Ҫулталӑкри воспитатель» номинацире Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи Наталия Машанова ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» - Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей вӗрентекенӗ Елена Порфирьева. «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи Татьяна Яжейкина. «Ҫулталӑкри психолог» - Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева. «Педагогика дебючӗ» номинацире Шупашкарти 19-мӗш шкул вӗрентекенӗ Татьяна Мигушова мала тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |