Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Пӗрле» уяв пӗтӗм Раҫҫейри премие илессишӗн конкурса хутшӑнать. «Золотой пазл» (чӑв. Ылтӑн пазл) премин шорт-листне лекнӗ финалист-проектсене паян суйлӗҫ. Конкурса тӑратнӑ мероприятисене HR, PR компанисен ертӳҫисем, ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври компанисен маркетинг пайӗсен пуҫлӑхӗсем, МИХсенче тӑрӑшакансем, сумлӑ экспертсем хаклӗҫ.
Тӑван республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине халалланӑ мероприяти икӗ номинацире ӑмӑртать: «Массӑллӑ чи лайӑх мероприяти» тата «Пулӑмпа ҫыхӑннӑ туризм енӗпе чи лайӑх мероприяти».
Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ.
Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртнӑ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ.
50 пин тенкӗ укҫана Юрий Сементер шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Параппанлӑ Митраппан» алҫырушӑн тивӗҫнӗ. Улькка Эльменне вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ «Кушак» хайлавшӑн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Кӑшӑлвирус» алҫырушӑн Владислав Николаева 75 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Республикӑри Вӗренӳ институчӗпе Шупашкарти Г.Н. Волков ячӗллӗ 62-мӗш вӑтам шкул Г.Н. Волков академика халалласа «Хавхалану» фестиваль-конкурс кӑҫал та ирттернӗ. Кӑҫал ҫак фестиваль-конкурсра 407 ӗҫ пӑхса тухма тивнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ конкурс ҫулран-ҫул вӑй илсе аталанса пынине ҫирӗплетет.
Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 5-мӗш класс ачисем (ертӳҫи — Л.Г. Адюкова) ҫак фестиваль-конкурсра «Г.Н.Волков хайлавӗсен сцена ҫине тухнӑ чи лайӑх курӑмӗ» номинацинче 2-мӗш вырӑна тухма пунӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) конкурс кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртет. Унта хутшӑнма тивӗҫлисене малтан регионсенче палӑртаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑран унӑн регионти тапхӑрне полицин участокри 13 уполномоченнӑйӗ хутшӑннӑ. Вӗсемшӗн онлайн мелпе юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен сасӑланӑ.
Онлайн сасӑлавра пуринчен ытла сасӑ пухни – ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 3-мӗш пайӗнчи полицин уполномоченнӑйӗ Айрат Умеров. Полицин капитанӗ шалти ӗҫсен органӗсенче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать, ҫав шутран 6 ҫул – участковӑй пулса. Вӑл Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи нумай хваттерлӗ 12 ҫуртне пӑхса тӑрать.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «КрутОтец» пултарулӑх конкурсне ирттерет. Вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна Ашшӗн кунне халалланӑ. Аса илтерер: ку куна пирӗн республикӑра юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче ирттерме кӑҫал йышӑнчӗҫ. Ӑна республика ертӳҫи Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ҫирӗплетрӗҫ.
Наци вулавӑшӗ ирттерекен конкурса хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Гуманитари литературин пайӗ» ушкӑнра хӑйне евӗр те хаваслӑ сӑнӳкерчӗксене, коллажсемпе видеоӗҫсене вырнаҫтармалла. Вӗсенче ашшӗсен маттурлӑхне кӑтартмалла.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Ӑслӑ атте», «Атте тӗпелте», «Хӗрӗн ҫӳҫне хитрелетни», «Пуян атте» (Нумай ачаллӑ ашшӗсем), «Эпӗ атте пек».
Юпа уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ.
Ҫӗнӗ ӗҫре Хӗвел сӑнарне Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков калӑплӗ.
Вӑл Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Таллинта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери балет конкурсӗнче 2016 ҫулта дипломант ятне илнӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарта иртнӗ «Танцуй» (чӑв. Ташла) пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Пермь хулинче иртнӗ балет артисчӗсен конкурсӗнче те диплома тивӗҫнӗ. Вӑл хутшӑннӑ конкурссене тата асӑнса кайма пулать.
Юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раҫҫей туризмӗн мисӗ» конкурсӑн финалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 27 регионти 30 пике хутшӑнӗ.
16 ҫулти Дарина Богоявленская Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ, 17-ри Анна Логинова вара Шупашкаршӑн кӗрешӗ.
Аннӑпа Дарина илемпе пултарулӑх конкурсӗсене унччен те хутшӑннӑ, сумлӑ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Конкурспа килӗшӳллӗн «Раҫҫей теризмӗн мисӗ» те иртӗ. Унта хутшӑнакансем чаплӑ отельре пурӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене диадема парӗҫ тата укҫан хавхалантарӗҫ.
Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗчӗк мисс тата мистерӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 3-10-мӗшӗсенче иртӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 49 ача хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енрен те пулнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Арина Авксентьева конкурса ҫӗнтерӳҫӗ тата гран-при хуҫи пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мини мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет. Ҫитес ҫул Шупашкар чысне Францире Мода эрнинче хӳтӗлӗ.
Ксения Купташкина (59-мӗш шкул), Екатерина Иванова (5-мӗш гимнази), Дарья Владимирова (41-мӗш шкул) та тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ чи лайӑх медаль эскизне хатӗрлемелли конкурс ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта медаль эскизне хатӗрлесси пирки калаҫнӑ. Конкурса Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ ирттерӗ.
Сӑмах май, совет халӑхӗн ӗҫри паттӑрлӑхне халалласа ҫитес ҫул пирӗн республикӑра палӑк лартӗҫ. Монумент федераци тӗллевӗллӗ пулӗ тесе пӗлтернӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Икӗ ҫулта пӗрре иртекен Кашкарти Махмут ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери калавсен ӑмӑртӑвӗ кӑҫал иртесси пирки йӗркелӳҫӗсен комитечӗ пӗлтерет. Кӑҫал вӑл VI хут иртӗ.
Йӗркелӳҫӗсем каласа панӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва хутшӑнас килсен ирӗклӗ темӑпа калав ҫырмалла, ӑна чӳкӗн 15-мӗшӗччен ярса памалла. Пӗр автортан икӗ калавран ытла йышӑнмаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен унччен маларах ниҫта та пичетлемен хайлав тӑратмалла, унӑн калӑпӑшӗ 1 пин сӑмахран ытларах пулмалла (10 пинрен ытла мар). Калава kmahmut2020@gmail.com адреспа ярса памалла. Автор кам пулнине ҫирӗплетекен ӗҫлӗ хутсем уйрӑм файлпа пулмалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал раштав уйӑхӗнче палӑртӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухни 25 пине тивӗҫӗ, 2-мӗш вырӑна тухни — 20 пине, 3-мӗш вырӑнти — 15 пине. Ҫавӑн пекех хавхалану парни те пур — 10 пин Турци лири.
Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес тесен Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (Турци) сайтне кӗрсе пӑхма пулать е Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхне (Чӑваш Ен) шӑнкӑравлама май пур: 8-961-348-73-89.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |