Раҫҫейӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен «Разноцветные капли – 2020» (чӑв. Тӗрлӗ тӗслӗ тумламсем — 2020) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Памятные места» (чӑв. Паллӑ вырӑнсем) номинацие Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫитнине халалланӑ. Унта пирӗн тӑрӑхри Арина Рузвина мала тухнӑ.
Конкурса Раҫҫейӗн 66 регионӗнчен 8 пин ытла ӗҫ тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне Казахстанри, Беларуҫри, Украинӑри, Турцинчи, Китайри тата Италири ачасем хутшӑннӑ. 22 номинацире 66 ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ. Вӗсене дипломсемпе, асӑнмалӑх статуэткӑсемпе, парнелӗх сертификатсемпе тата эковолонтер пуххипе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енри «Энергия» предприяти туса кӑларакан ӗҫ перчеткисем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Пӗрремӗш партие тӗрӗслемелле мелпе унта тиесе те янӑ ӗнтӗ.
Ҫуркунне Чӑваш Енри пӗчӗк предприятипе Нью-Йоркри тавар туянакан ҫыхӑннӑ. Унпа экспорт контрактне алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти АПШна ӑсанмалла.
«Энергия» тулли мар яваплӑ общество трикотаж перчеткене Калининградран пуҫласа Кӑнтӑр Сахалинск таран сутать. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑскерте 50 ытларах рабочи ӗҫлет. Икӗ производство цехӗнче уйӑхра 1 миллион та 200 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш перчеткисем Казахстана, Беларуҫе, Армение, Кӑркӑстана, Нидерланда, Германие ӑсанаҫҫӗ. Итали, Франци тата Великобритани ҫӗршывӗсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесшӗн.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.
Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ, унӑн пултарулӑхне пӗтӗм тӗнче пӗлекен Олжас Сулейменов, Андрей Вознесенский поэтсем тата ыттисем те пысӑк хак панӑ.
Жан Бахытӑн сӑввисем чӑвашла халиччен пичетленмен.
Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парне. Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ.
Чӑваш Енре туса кӑларакан мороженӑй Казахстана ӑсанать. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Федерацин таможня тытӑмӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
Раҫҫейрен ют ҫӗршывсене ӑсанакан мороженай калӑпӑшӗ 2019 ҫулта 7,2 процент нумайланнӑ. Ҫакӑнта Шупашкарти «Волга АЙС» предприяти тӳпи те пур. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Шупашкарти предприяти Казахстана хӑйӗн продукцине 7,3 пин долларлӑх ӑсатнӑ.
Тӑватӑ ҫул каялла пирӗн ҫӗршывран мороженӑя 24 ҫӗршыва ӑсатнӑ, кӑҫал ҫак хисеп 37 ҫӗршывпа танлашнӑ. Пысӑк импортерсенчен пӗри — Казахстан, иккӗмӗш вырӑнта – Монголи, виҫҫӗмӗшӗнче — Украина. Раҫҫей мороженӑйӗ Канадӑпа АПШна та, Китайпа Сенегала та ӑсанать. Мороженӑй туса илекенсем Европӑри ҫӗршывсемпе те туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ.
Чӑваш Ен спортсменки киокусинкай енӗпе иртекен тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей командин йышӗнче кӗрешӗ. Елена Зайковская В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет, Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ.
Киокусинкай енӗпе тӑваттӑмӗш чемпионат раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Казахстанри Нур-Султан хулинче иртӗ. Ӑмӑртӑва, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 50 ҫӗршыври 300 ытла спортсмен хутшӑнӗ. Кашни виҫе категорийӗнче кашни ҫӗршывран пӗрер спортсмен кӗрешейӗ.
Елена Зайковская Алексей Нягин патӗнче ӑсталӑха туптать. 2017 ҫулта вӑл киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен спорт историйӗнче ун пекки халиччен пулман. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Елена Болгаринче иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫак кунсенче Канаш хулинче вӑрттӑн тӗпленнӗ Армени арҫыннине чикӗ леш енне ирӗксӗр ӑсатма йышӑннӑ. Суд приставӗсем ӑна патшалӑх чикки урлӑ каҫмалли пункта ҫитерсе янӑ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 33 ҫулти арҫынна суд ҫавӑн пекех 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ют ҫӗршыв гражданинӗ Раҫҫейӗн миграци саккунне пӑснӑ иккен. 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна пирӗн ҫӗршывран ирӗксӗр кӑларса яма йышӑннӑ. Вӑл вара тӑван ҫершывне кайсан ҫӗнӗ паспорт тутарнӑ та Казахстан урлӑ Чӑваш Енри Канаш хулине килнӗ. Унта вӑл хӗрарӑмпа тата 7 ҫулти ывӑлӗпе пурӑннӑ.
Арҫын судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑй тӗрӗс мар тунине ӑнланать, ҫемйине тӑван ҫӗршывне илсе кайма укҫа ҫукки пӗтерет.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ.
Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Казахстанра ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта 79 ҫӗршывран 520 спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Дагестанран 7-ӗн пулнӑ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗл ернӗ тӑрӑх, ҫиччӗшӗ те медальпе таврӑннӑ. Ылтӑн ҫӗнсе илнӗ А.Садулаев, Г.Рашидов, З.Угуевпа пӗрле И.Тражукова пъедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ.
«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗ Инна Тражукова юлашки икӗ ҫул Дагестан командишӗн кӗрешет.
Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменсене Дагестан пуҫлӑхӗ Владимир Васильев саламланӑ. Вӑл кӗрешӳҫӗсене ҫӳллӗ шайри ӑмӑртура тӗнчери чи лайӑх результатсем кӑтартнӑшӑн мухтанӑ. Физкультурӑпа спорта аталантарнӑшӑн тата спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Дагестан Пуҫлӑхӗ спортсменсемпе тренерсене патшалӑх наградисем панӑ.
Инна Тражукова «Дагестан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Казахстанра ҫул ҫитмен ача тӗлӗшпе йывӑр преступлени тунӑ тесе шухӑшлакан ҫынна тытса чарма пулӑшнӑ. Арҫынна Чулхула облаҫӗнчен конвойпа илсе килсе арестленӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнчи районсенчи дачӑсенчен пурлӑх ҫухални пирки пӗлтерекенсем йышланнӑ. Пакунлисем вӑрӑ ӗҫӗпе 46 ҫулти арҫын аппаланать тесе тӗшмӗртме тытӑннӑ. Вӑл Казахстанра ҫул ҫитмен ача тӗлӗшпе йывӑр преступлени тунӑ-мӗн. Ӑна тупас тесе лерисем патшалӑхсем хушшинчи шырав ирттерме йышӑннӑ. Вӑрӑ еплерех ҫын пулма пултарнине пирӗн республикӑри уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсенчи ӗҫтешӗсене систернӗ. Ҫапла вара арҫынна Чулхула облаҫӗнче тытса чарма май килнӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен Алина Алексеева мас-рестлинг енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче бронза медале тивӗҫнӗ. Спортсменсем Узбекистанри Алмалык хулинче ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче ӑмӑртнӑ. Унта 200 ытла спорстмен хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Бангладешран, Болгаринчен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Литваран, Пакистанран, Словакинчен, Узбекистанран, Украинӑран, Финляндинчен тата ытти ҫӗршывран пырса ҫитнӗ.
Алина Алексеева Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче пултарулӑха туптать. Узбекистанри ӑмӑртура хӗр 75 килограмчченхи виҫере вӑй виҫнӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче вӑл мас-рестлинг енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрне хутшӑнӗ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |