Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанра ӗнер чӳк тунӑ. Ӑна валли вӗсем така пуснӑ. Йышпа инҫе ҫула кайнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Чунҫӳреври кашни утӑм пирки тенӗ пек Фейсбукра сайт страницинче тӑрать. «Ку тӑрӑхра пурӑннӑ мӑн-мӑн асаттесене така чӳклесе парас терӗмӗр», — ҫырнӑ вӑл темиҫе сехет маларах.
Маларах чунҫӳревҫӗсем Ясави университетӗнче пулнӑ. Унччен вырӑнти музейпа паллашнӑ. Хӑшӗсем, ҫав шутра Аҫтахар Плотников та, тӗве ҫинче ярӑннӑ. Уншӑн 500 тенкӗ тӳленӗ. Пирӗн патри укҫа ҫине куҫарсан вӑл 100 тенкӗ пулать иккен.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче концерт кӑтартнӑ. Ҫав кун ҫӗршывӗпех Астана кунне уявланӑ.
Ҫанталӑк 50 градус шӑрӑх тӑнӑран ҫумӑр кӗтнине асӑннӑ Аҫтахар Плотников.
Кӑҫал Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанри Туркестана ҫитессине йышпа инҫе ҫула тухнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулнӑ — унта концерт лартнӑ.
Сӑмах май, Казахстан чиккинчен виҫҫӗн иртеймен. Пӗри 18 ҫул тултарман, амӑшӗнчен ятарлӑ ирӗк пулман. Тепри ачин ҫуралнӑ хутне чикмесӗр тӗпренчӗкӗпе тухнӑ.
23 сехет хыҫҫӑн Казахстанра автобуссен ҫынсене турттарма юрамасть иккен — ку вӑл хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ. Мускав вӑхӑчӗпе иккӗччен чарӑнса тӑма тивнӗ. Чӑваш делегацийӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Туркестана ҫитнӗ. Йыша унти университета вырнаҫтарнӑ, ирхине пӑтӑ ҫитернӗ.
«50 градуслӑ шӑрӑхран тарса» олимп шкулӗн бассейнӗнче шыва кӗнӗ. Концерт та кӑтартнӑ. Аҫтахар Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑха «кӗтӗве картана хупланӑ пек хупламан». «Ирӗклӗ халӑха террор та хӑратмасть ӗнтӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Аҫтахар Плотников.
Ҫирӗм саккӑрмӗш чунҫӳрев ҫула тухрӗ. Кӑҫал чунҫӳревҫӗсем Казахстанри Туркестана ҫитмелле. Чи пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулмалла — паян унта концерт лартӗҫ. Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино) ҫыннисем те чӑвашсен тӗп хулинчен ҫитнӗ хӑнасене хапӑл кӗтсе илессе шанаҫҫӗ.
Водителӗсене шута илсен ҫула кӑҫал хӗрӗх ҫиччӗн тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ачасем.
Чунҫӳрев мӗнле иртнипе туллин пирӗн сайтӑн Фейсбукри ушкӑнра тата Тваттер урлӑ паллашса тӑма пулӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «Волковские чтения» (чӑв. Волков вулавӗсем) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие Геннадий Волков этнопедагог ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫтарӑннӑ.
Геннадий Волкова асӑнса йӗркеленӗ мероприятие хамӑр республикӑри тата Мари Эл, Тутарстан, Калмӑк Республикинчи, Алтайри, Пушкӑртстанри, Якутинчи, Хакас Республикинчи, Чечняри, ҫавӑн пекех Казахстанри, Туркменистанри, Молдавинчи, Беларуҫри, Узбекистанри, Китайри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тухса калаҫакансем Геннадий Волковӑн ӗҫне пӗр шухӑшлӑн пысӑка хурса хакланӑ.
Казахстан Президенчӗ казах ҫырулӑхне латиница ҫине куҫарасси пирки паян хыпар тухрӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвасшӑн. Сӑмахран, ҫак ҫулталӑк вӗҫӗччен куҫмалли тапхӑрӑн программине хатӗрлесе ҫитересшӗн. 2025 ҫул тӗлне вара (8 ҫултан) республикӑра тухакан кӗнекесене, хаҫат-журналсене тата ӗҫ хучӗсене йӑлт латин ҫырулӑхӗпе тума хӑнӑхса ҫитесшӗн. Планӗсем пысӑк. Мӗншӗн кириллицӑна пӑрахӑҫлама йышӑнни пирки пуҫ ватса тӑмӑпӑр, ку калаҫу теми — хальхи вӑхӑтра латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн тӑрать-и е ҫук.
Паллах, кунашкал хыпар хыҫҫӑн хӑш-пӗр чӑвашсем хушшинче тахҫан ҫӳренӗ шухӑш тепӗр хут чӗрӗлме пуҫласси пирки каламасӑрах паллӑ. Латиница ыйтӑвӗ хӑй вӑхӑтӗнче 1990-мӗш ҫулсенче сиксе тухнӑччӗ. Унччен маларах вара ҫак темӑна 1922 ҫулта кӑштах хускатса пӑхнӑ. Анчах ни халӑх хапӑлах йышӑнман, ни влаҫра тӑракансем. Вӑл вӑхӑтра сӗннӗ латин алфавичӗ пирки те ытлашшиех тӗплӗ информаци тупаймастӑп. 1992 ҫулта ҫеҫ латин саспаллиллӗ текстсем пичет кӑларӑмӗсенче пичетлене пуҫланӑ. Ку енӗпе «Аван-и» хаҫат самай вӑй хунӑ. Ҫавах та вӑл вӑхӑтра та, наци туйӑмӗ ҫӗкленнӗ тапхӑрта, латин алфавичӗпе ҫырнӑ текстсем эксперимент шайӗнчен ҫӳлерех хӑпарайман.
Чӑваш юрӑҫи Вероника Пинеслу Казахстанра иртекен Навруз-байрама хутшӑнать.
Ислам тӗнне ӗненекен халӑх палӑртакан ҫак уяв унта ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
«Контактра» халӑх сетӗнче Елчӗк тӑрӑхӗнчи Кипеҫ ялӗнчи Вениамин Краснов ятлӑ ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗк халӑхӗсен уявне хутшӑнакан Пинеслу чӑвашла, тутарла, вырӑсла пӗлнипе пӗрлех ют ҫӗршыв чӗлхисене те ӑша хывнӑ. Вӑл итали, араб, хрантсус, акӑлчан, нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ, кирлӗ пулсан ним мар калаҫма пултарать.
Вениамин Краснов Вероника Пинеслуна хисеплесе ҫапларах ҫырнӑ: «Нарспи пекех хитре Вероникӑна ентешӗсем наци утӑмне малалла аталантарса та ҫирӗплентерсе кӑна пырасса ентешӗсем шанаҫҫӗ».
Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра ӗнер Казахстан поэчӗн Жубан Молдагалиевӑн тата тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн Ҫеҫпӗл Мишшин бюсчӗсене уҫнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — халӑх поэчӗсем.
Вырӑнти Культура ҫурчӗ умӗнчи лапама ӗнер тӗрлӗ шайри тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Официаллӑ тепӗр сӑлтав та пулнӑ: республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ.
Бюстсене уҫма хутшӑннӑ ЧР культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Баранова тата райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Казаков, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Курчаткин икӗ халӑхӑн ҫак поэчӗсене тӑван халӑха юратни ҫыхӑнтарнине палӑртса хӑварнӑ. Казахстанри делегаци те Михайловкӑри савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен «Шелковый путь – 2017» (чӑв. Пурҫӑн ҫулӗ—2017) пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле.
Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче паян ку ыйтупа канашлу иртнӗ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене ирттерекен дирекцин, влаҫ органӗсен тата йӗрке хуралҫисем пуҫтарӑннӑ.
2009 ҫултанпа йӗркелекен ралли ун чухне Раҫҫей, Казахстан тата Туркменистан урлӑ выртнӑ. Кӑҫал пуҫласа вӑл Китая ҫитмелле. Ҫапла ралли пӗр маршрутпа мӗнпур Евразие пӗрлештерӗ. Вӑл Шупашкар урлӑ та кайӗ. Автомобильсем пирӗн патра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ. Аэропорт патӗнче вӗсем валли палаткӑсенчен вӑхӑтлӑх уйлӑх (бивуак) хатӗрлӗҫ.
Раштавӑн 9—10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ-ха. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубок ӗнер уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн кубокне тивӗҫессишӗн хамӑр ҫӗршыври пӑхаттир-хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ, Казахстан, Монголи, Итали, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен тата Эстонири ушкӑнсем те кӗрешеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче, ӗнер, сакӑр виҫе категорийӗнче ӑмӑртнӑ. Раҫҫей спорт кӗрешӗвӗн официаллӑ сайтӗнче ӑна тӳрӗ интернет-трансляци мелӗпе кӑтартнӑ. Финалти ӑмӑртӑва паян Чӑваш наци телекуравӗ те кӑтартма палӑртать. Трансляци 17 сехетрен 20 сехетчен пымалла.
Ӑмӑртӑва кӑҫал та спортпа концерт шоувӗ евӗр йӗркеленӗ. Паян унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ сцена ҫине тухмалла
Раштавӑн 9—10-мӗшӗнсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешӗҫ. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубока пӗлтӗр те ирттернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Шелтуков правительство ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 15 регионӗнчи 120-е яхӑн спортсмен килмелле. Унсӑр пуҫне АПШри, Монголинчи, Казахстанри тата Беларуҫри командӑсем ҫитме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Мероприятие раштавӑн 9-мӗшӗнче «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче 17 сехетре шоу-программӑпа уҫмалла. Унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ та хутшӑнмалла.
Финалти ӑмӑртусене курма кӗрес тесен билета 300 тенкӗпе туянмалла, пиллӗк ҫултан кӗҫӗнрех ачасене укҫасӑрах кӗртӗҫ, анчах вӗсен аслисен чӗрҫи ҫинче ларма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |