Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камит кӑтартӗҫ. Пьеса авторӗ — Игорь Муренко. Унӑн ҫак пьесине 1997 ҫулта «Современная драматургия» журналта пичетленӗ. Камите Раҫҫейри, Литвари тата СНГ ҫӗршывӗсенчи 87 театрта лартнӑ. Спектакльсем Узбекистанри, Казахстанри, Болгаринчи, Францинчи фестивальсенче ҫӗнтернӗ. Игорь Муренко — Ҫӗнҫӗпӗрти паллӑ журналист. Чӑваш сцени ҫинче пьесӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ. Унта юрату историйӗпе паллаштарнӑ. Камитре харкашу та пур, мирлешӳ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |