Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫулсем

Хулара
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Шупашкара кӳрсе килнӗ мӑйракасӑр троллейбуссене тӗрӗслеме сул ҫине кӑларнӑ. Тепӗр эрнерен вӗсем халӑха турттарма тытӑнӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи йышши троллейбуссем мӑйракисене антарса 30 ҫухрӑм таран кайма пултарасҫӗ, мӑйракисене электролинипе ҫыхӑнтарсан вара энерги пухаҫҫӗ. Ҫапла майпа кун йышши транспорт 30% электроэнерги перекетлеме май парать. 9,2 миллион тенкӗ тӑракан троллейбуса 100 пассажир таран вырнаҫма пултарать, ҫынсем ыйтсан водитель кӳме кӗртме пандуса антараять. Ҫавӑн пекех салонра телефона зарядлама

USB, пӑчӑра усӑ курма кондиционер пур.

Палӑртса хӑвармалла, кун йышши пилӗк троллейбус Чукун ҫул вокзалӗнчен тапранса «Сад» микрорайонӗ таран ҫитӗ. Маршрутӑн пӗр сыпакӗнче — мӑйракасӑр, тепӗр пайӗнче линипе ҫыхӑнса ҫӳрӗ.

 

Хулара

Шупашкарти 30-мӗш автомобиль ҫулӗн 4-мӗш пайӗнчен тытӑнса 3-мӗшчен тӑсӑлакан сыпӑкне тумашкӑн хатӗрленӗ проект тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, ҫула тумашкӑн ирӗк панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хыпарлать.

Ҫапла майпа тӑватӑ ретлӗ автоҫул Крылов академик урамӗпе Мускав проспектне ҫыхӑнтарӗ. Вӑл Шупашкар юханшывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх кайса административлӑ ҫуртпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хушшипе иртӗ, Мускав проспектӗнчи ҫулпа тин ҫеҫ уҫнӑ кӗпер умӗнче сыпӑнӗ. Ҫул сыпӑкӗн тӑршшӗ — 0,785 километр.

Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, проектра ҫул хӗррине йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те палӑртнӑ. Унта шыв анмалли ҫулсем те, тротуарсем те, ҫутӑ юписем те, искусствӑллӑ ытти сооружени те пулӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӗп хулана 5 тоннӑран йывӑртарах машинӑсене кӗме чармашкӑн йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ документа мэрин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫапла майпа ҫитес тунтикунран пуҫласа Шупашкара кӗмелли ҫулсем ҫинче – тӗпрен илсен, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне тата Улатӑр шоссисенче — виҫев тӗрӗслевӗн стационарлӑ пункчӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ мобильлӗ комплекса хута ярӗҫ. Вӗсем пурте талӑкӗпех ӗҫлӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар хулине ирӗк илмесӗр кӗнӗ водительсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, ку статьяпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснисене 5 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ.

 

Ҫӗнӗ кӗпер
Ҫӗнӗ кӗпер

Вӑрӑммипе вӑрӑм та-ха ӗнтӗ, анчах Чӑваш Еншӑн кӑна чи вӑрӑм кӗпер шутланӗ. Унӑн тӑршшӗ — 1 242 метр пулӗ, ку вӑл ҫухрӑм ытла. Кӗперпе ҫыхӑннӑ ҫула та шутласан — 4 373 метр таранах пулать. Чи малтанлӑха ҫул икӗ полосаллӑ ҫеҫ пулӗ, каярах, иккӗмӗш тапхӑрта тепӗр иккӗ хушӑнӗҫ. Ҫул сарлакӑшӗ — 7,5 метр. Кӗпере 120 ҫх/сх хӑвӑрлӑхпа ҫӳреме юрать. Кӗпере туса ҫитернӗ хыҫҫӑн талӑк хушшинче ун урлӑ 25 750 машшин каҫма пултарӗ.

Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере тума пурӗ 4,9 милиард тенкӗ тӑкаклама планланӑ. 1-мӗш пайне кӑҫал хута ярӗҫ, ыран, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, ӑна уҫма хатӗрленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i420.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне документсем алă пусма, пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума аван. Çĕнĕ çынсемпе паллашăр, туссемпе çыхăну тытăр – ку сире халĕ кирлĕ. Ыттисен вăйсăрлăхĕнчен ан кулăр.

Раштав, 08

1898
121
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ.
2005
14
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org