Архангельск облаҫӗнчи Афанасовски ял патӗнче тӳлевлӗ кӗпер вырнаҫнӑ имӗш. Ку тӗлте Онега урлӑ каҫас тесен урӑх нимӗнле май та ҫук, ҫавна май ҫынсен ирӗксӗрех тӳлеме тивет. Хакӗсем те пӗчӗкех мар — тетелте вырнаҫтарнӑ сӑнсене ӗненес пулсан, джип евӗрлӗ машшинпа пӗр енне каҫма 360 тенкӗ тӳлемелле. Каялла каҫма — тепӗр ҫавӑн чухлӗ. Тракторсемпе тиев машинисенчен тата та ытларах илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юлашки вӑхӑтра хаксене татах та хӑпартнӑ — ҫакна Раҫҫее санкцисем чӑрмавсем кӳнипе сӑлтавланӑ.
Кӗпер «Кенозерье» (Кена ятлӑ юханшыв юхса тухакан кӳлӗ) наци паркне каякан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кунти темиҫе теҫетке ял валли (Аверкиевски, Корякино, Рудниковски, Измайловски, Кузьмински, Враниковски, Самково, Караник, Коровино тата ытти чылай ялпа поселок) «пысӑк ҫӗрпе» ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр каҫмалли вырӑн. Ӑна вырӑнти «Норд-Лес» компани пантонсенчен туса хатӗрленӗ. Кӗпер вӑрӑмӑшӗ — 150 метр. «Жизнь в движении» блогер шутласа кӑларнӑ тӑрӑх 1 ҫухрӑм ҫул хакӗ ҫапла май кунта 2000 тенкӗпе танлашнӑ (вӑл 310 тенкӗ тӳлени пирки каласа панӑ).
Кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне пурин те тӳлеме тивет — вырӑнта пурӑнаканскер пулсан та, кунталла канма килекен пулсан та. Ҫав шутра васкавлӑ пулӑшу машшинисен те нимӗнле ҫӑмӑллӑх та ҫук.
Саккунпа килӗшӳллӗн тӳлевлӗ ҫул е кӗпер тӑвас тесен унӑн мӗнле те пулин альтернатива пулмалла. Анчах ку тӑрӑхра урӑх нимӗнле кӗпер те ҫук. Саккун кун пек чухне те Инҫетри Ҫурҫӗрте кӗперсене е ҫулсене тӳлевлӗ тума ирӗк парать, анчах та ҫӑмӑл машшинӑсемпе мотоциклсемшӗн каҫӑ е ҫул ҫавах тӳлевсӗр пулмалла. Вырӑнти влаҫ пӗтӗм ыйтупа «Норд-Лес» компанине кайма сӗнет — хуҫисем вӗсем, вӗсенчен ыйтмалла имӗш.
Саккуна пӑснинчен вырӑнтисем мӗнле хӑтӑлнӑ-ха? Ку тӑрӑхра пурӑнакан пин ытла халӑхран тата туристсенчен укҫа сӑптӑрас тесе вӗсем ҫак ҫула икке пайланӑ: Конёво–Вознесенски (ку ӗнтӗ А215 ҫултан Афанасовски енне каякан пайӗ) тата Афанасовски–Першлахта–Анатри Устье (ку кӗпер тепӗр енчи пайӗ; Анатри Устье чи инҫетри ял) ҫине. Тепӗр май каласан, Афанасовски ялпа Вознесенски ял хушшинчи ҫула хут ҫинчен кӑларса пенӗ. Ҫак татӑк, кӗперпе пӗрле, пурӗ те 725 метр тӑсӑлать. Ҫапла хӑтланса «Норд-Лес» халӑхран ним мар укҫа сӑптӑрма пултарать. Чылайӑшӗн шучӗпе ку ӗҫре вырӑнти влаҫ ҫыннисем те пайта илеҫҫӗ.
Онега шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне ялта ҫавӑн пекех йывӑҫ юпасене те асӑрхама пулать — ку вӑл 30 ҫул каялла тума палӑртнӑ кӗпер юлашкийӗсем. 1990-мӗш ҫулсенче укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх сиксе тухнӑ те ӗҫе паянхи кун та вӗҫлемен.