Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫемьесем

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламланӑ.

«Кашни халӑхӑнах ҫемье пирки каланӑ ытарлӑ сӑмахсем пур. Пирӗн ваттисен сӑмахӗ вара ҫапла палӑртать: «Кил-ҫурт пуянлӑхӗ – кил-йыш кӑмӑлӗнче». Ҫакӑ илемлӗ каларӑш ҫеҫ мар, вӑл пирӗн пурнӑҫӑн тӗшши.

Ҫемье – кашни ҫыннӑн тӗп пуянлӑхӗ. Ҫывӑх ҫынсем ҫумра чухне чун хӑпартланса каять, хурлӑх та манӑҫать. Шӑпах килте, ҫывӑх ҫынсен ҫумӗнче эпир ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума вӑй-хал илетпӗр. Кунта ачасем Тӑван ҫӗршывӑмӑра юратма, аслисене хисеплеме вӗренсе ӳсеҫҫӗ.

Пӗр ӳстермесӗр калатӑп, ҫемье – чи кирли тата Чӑваш Ен тӗрекӗ. Эпир нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫултан-ҫул ӳссе пынине, ҫемье институчӗ мӗнлерех ҫирӗпленнине тата пулӑшу памалли тытӑм аталаннине куратпӑр», — тенӗ саламра.

 

Персона

Чӑваш Енри киберспортсмен, Дмитрий sh1ro Соколов, авланнӑ. Вӑл – 24 ҫулта.

Дмитрипе София утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Вӗсем туй тӑвиччен 3 ҫул туслӑ ҫӳренӗ. София Аляшева Анат Камӑра ҫуралнӑ, вӑл 22 ҫулта. Хӗр Чӗмпӗр университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.

Дмитрий Соколов Шупашкарта 2001 ҫулта ҫуралнӑ. 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл Раҫҫейри Gambit Youngsters ҫамрӑксен командине кӗнӗ. 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче командӑна Америкӑри организаци туяннӑ.

2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Дмитрий sh1ro Раҫҫейри Team Spirit организацие куҫнӑ. Ҫӗнӗ командӑпа вӑл тӑхӑр турнирта ҫӗнтернӗ.

Умлӑн-хыҫлӑн пилӗк ҫул sh1ro CS енӗпе тӗнчери чи лайӑх 10 вӑйӑҫӑ йышне кӗнӗ. Унччен Раҫҫейри пӗр ҫын та ун пеккине тӑвайман.

 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье парадне хутшӑнӗ. Ҫак пысӑк мероприятие Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне халалланӑ.

Ӑна 2023 ҫулта Раҫҫейри «Ҫемье» общество юхӑмӗ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне тата ҫветтуй Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ парад вӑл.

Парад Ҫветтуй Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пилленипе иртет. Пӗлтӗр унта Раҫҫейри 100 ытла хула хутшӑннӑ.

Кӑҫал Шупашкарта мероприяти Анне палӑкӗ умӗнче иртӗ, 17 сехет ҫурӑра пуҫтарӑнма тытӑнӗҫ. Парад 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӗсем пӗрлешнӗ те 65 ҫул пӗрле алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ.

Ку сӑмахсем – Канаш округӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакан Петровсем ҫинчен.

Геннадий Петровичпа Нина Маркеловнӑн ҫак кунсенче хӑна-вӗрле пухма харӑсах икӗ сӑлтав пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫемье пуҫӗ Геннадий Петрович 90 ҫул тултарнӑ.

Петровсем – ялти хисеплӗ ҫемье, вӗсем ялта пуриншӗн те тӗслӗх. Мӑшӑр 6 ача ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун вара сумлӑ ватӑсене 13 мӑнукӗ тата 6 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: петровсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем. Нина Маркеловна вара «Амӑшӗн мухтавӗ» ордена та тивӗҫнӗ.

Туй тунӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Петровсене округри ЗАГС пайне чыслама чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19136
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ Вера Майорова «Анне» амӑшӗн мухтавӗн паллине тивӗҫнӗ.

Верӑпа Сергей 4 хӗрпе 1 ывӑл ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑлараҫҫӗ. Майоровсем тӗрлӗ конкурса хутшӑнса палӑрнӑ: «Ҫемьепе» фестиваль лауреачӗ пулнӑ, «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗнче «Пултарулӑх ҫемйи» номинацире тата «Чӑваш Енри ҫемье» Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье туризмӗн фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.

Ачисем те маттур. Асли Виктория колледжра вӗренет. Лайӑх паллӑсемпе ӑс пухнашӑн вӑл пысӑк стипенди илсе тӑрать.

Вера хӑй те ахаль ларма юратмасть, пултарулӑхпа аппаланма та вӑхӑт тупать: чӑвашла сӑвӑсем тата юрӑсем ҫырать, «Теветкел» фольклор ансамбльне юрлама ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29911
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнче пурӑнакан Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Алексей Николаевичпа Наталия Николаевна 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, вӗсем пилӗк ача ӳстернӗ. Ҫемье пуҫӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, вӑл — волонтерсен пулӑшӑвӗн тата ҫар хатӗрленӗвӗн йӗркелӳҫи.

Шел те, Григорьевсен аслӑ ывӑлӗ Владимир пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче СВОра паттӑрла пуҫ хунӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир ҫар училищинче вӗреннӗ.

Палӑртса хӑварар: «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне 4 е ытларах ача ӳстерекенсене параҫҫӗ. Куншӑн ҫемье 200 пин тенке тивӗҫет.

 

Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енӗн Стройминӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Стройминӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хысна сферинче ӗҫлекен 10 ҫын хваттерлӗ пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнисен хушшинче — 4 педагог, 5 врач тата полицире ӗҫлекен ҫын.

Вӗсене хваттерлӗ пулма Чӑваш Енре 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе пурнӑҫланса пыракан ятарлӑ программа пулӑшнӑ. Вӑл специалистсене служба хваттерӗпе тивӗҫтерме май май парать.

Хӗрлӗ Чутайӗнче 10 специалист валли хваттер туянма хыснаран 35.3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнисенчен пӗри — Анастасия Волкова. Вӑл мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пурӑнать. Хӗрлӗ Чутайне куҫса кайиччен тӑватӑ ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ.

Программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа республикӑри 13 специалиста ӗҫри хваттерпе тивӗҫтернӗ. Ун валли республика тата вырӑнти хыснаран 41,7 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.

 

Раҫҫейре
Википедире вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Википедире вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Морозовсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин медаль пама йышӑннӑ. «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнисене тата ачиасене тивӗҫлипе воспитани панисене чыслаҫҫӗ.

Морозовсем Шупашкар районӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен (хушура хӑш ялтан пулнине тата вӗсем миҫе ача ӳстернине кӑтартман).

Орден медальне 4 тата ытларах ача ӳстерекенсене панине шута илсен Ольга Петровна тата Николай Павлович Морозовсен ҫавӑнтан кая мар ывӑл-хӗр пулнине тавҫӑрма йывӑр мар. Кун пек чыслава тивӗҫекенсене 200 пин тенкӗ укҫа парса та савӑнтараҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
 РФ Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
РФ Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Тӗрӗссипе, качча кайма ҫеҫ мар, авланма та. Ҫемье ҫавӑракансене саккун 5 кун таран отпуск илме ирӗк парать. Анчах уншӑн ӗҫрен укҫа тӳлемӗҫ. Ку вӑл ҫын хӑй шучӗпе канассине пӗлтерет.

Туя васкамасӑр хатӗрленме 5 кун таран отпуск илме организацин чарма ирӗк ҫук тесе пӗлтерет Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви. Отпуск илес тесе хут ҫырса памалла. Хӑв шутпа илнӗ отпуска черетлӗ кануран тытса илмӗҫ. Стаж та кунта витӗм кӳмест. Ӗҫе анчах вырнаҫнисем, сӑнав вӑхӑчӗ иртиччен те кун пек отпуска илме юрать. Анчах кун пек чухне вӗсен сӑнав кунӗн шутне отпуск илнӗ кун чухлӗ тӑсса парӗҫ.

Сӑмах май каласан, ача ҫуралсан та ҫын хӑй шучӗпе 5 кун отпуск илме пултарать.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр округӗнче пурӑнакан Синяевсем 50 ҫултан ЗАГСа каллех пынӑ. Хальхинче вӗсене унта ылтан туйпа саламланӑ.

Валерипе Мария 1975 ҫулта Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ кун паллашнӑ. Вӗсем тусӗсемпе пӗр ушкӑна лекнӗ. Каччӑ хӗре тӳрех куҫ хывнӑ, уяв хыҫҫӑн киле ӑсатма ирӗк ыйтнӑ. Ҫапла пуҫланӑ вӗсем туслӑ ҫӳреме. Пурӑна киле ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрнӑ.

Вӗсем халӗ те алӑ усса лармаҫҫӗ. Валерий Алексеевич ҫӑмӑл атлетикӑпа кӑсӑкланать. Мария Петровна вара тӗрлеме, ҫыхма юратать, сиплӗ курӑксенчен усӑллӑ чейсем хатӗрлет.

Синяевсем икӗ ывӑл ӳстернӗ. Владимир – режиссер, Сергей – юрист. Иккӗшӗ те нумай ачаллӑ ашшӗ. Синяевсем халӗ ултӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18770
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 02

1888
138
Трубина Мархви, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1910
116
Валем Ахун, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Игнатьев Василий Герасимович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Виталий Сергеев, чӑваш эстрада артисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи