Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: халӑх пултарулӑхӗ

Культура

Ҫитес эрнекун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ кӗнеке хӑтлӗ: «Чуваши Присвияжья: история и культура» (чӑв. Сӗве тӑрӑхӗнчи чӑвашсем: истори тата культура), «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Тупмалли юмахсем» тата «Социокультурная эволюция регионов России: Чувашская Республика» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗсен социокультурлӑ улшӑнӑвӗ: Чӑваш Республики). Кӗнекесен хӑтлавне наци кӗнекин «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑх кӳрет» регионсен фестивалӗн ӑслӑлӑх кунне халалланӑ. Тухса калаҫакансен йышӗнче наци вулавӑшӗн директорӗ С.М. Старикова, гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, ҫавӑн пекех институтри ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсем В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, И.И. Бойко, В.Г. Харитонова, Е.В. Федотова, О.Н. Терентьева тата ыттисем пулӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисемпе паллашма сире пурне те ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче наци вулавӑшӗн конференц-залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ. Кӗнекесене хӑтланӑ май наци вулавӑшӗнче гуманитари институчӗ кӑларнӑ кӗнекесен суту-илӗвӗ пырӗ. Унта эсир ытти кӑларӑмсене те туянма пултаратӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/
 

Культура

Муркаш районӗнчи Орининти культура ҫуртӗнче вырӑнти халӑх театрӗн курав-конкурс иртнӗ. Драма коллективӗн артисчӗсем ку хутӗнче А. Ларченков драматург ҫырнӑ «Ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкере» ятлӑ икӗ пайлӑ лирикӑллӑ драмӑпа паллаштарнӑ.

«Халӑх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырӑнти халӑх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хӑйсенче хумханни палӑрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче. Тӳрех пӗлтерер: халӑх ятне вӗсем хӳтӗлеме пултарнӑ.

Артистсем пултарнӑ таран лайӑхрах выляма, хӑйсене шанса панӑ сӑнарсене ӗненмелле уҫса пама тӑрӑшнӑ.

Премьерӑра ҫак ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракансем: ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем Вячеслав Васильев тата Венера Васильева, Галина Иванова, Вадим Васильев, Аркадий Андреев,Алина Королькова, Дина Димитриева, Людмила Родионова, — вылянӑ.

Театр тӗнчинче пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан Николай Корольковпа Анастасия Блинова та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» серинчи 13-мӗш томӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Тупмалли юмахсем» ятлӑскере Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ.

Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче пичетленнӗ материалсемпе текстсем кӗнӗ. Тупмалли юмахсем алфавитпа килӗшӳллӗн вырнаҫнӑ. Пӗрремӗш кӗнекене тупмалли юмахсем А саспаллинчен пуҫласа С таран кӗнӗ. Ыттисем иккӗмӗшӗнче пулӗҫ.

Кӗнекере умсӑмах, ӑнлантарнисем, кӑтарткӑчсемпе библиографи пур. Вӑл чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе, наци культурипе, этнографипе, чӑваш халӑх историйӗпе кӑсӑкланакан пур ӳсӗмри ҫын валли те.

Кӗнекене хатӗрлекенӗ тата умсӑмах авторӗ — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Федотова. Кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ.

 

Культура Вӗрӳ-суру чӗлхи
Вӗрӳ-суру чӗлхи

Чӑваш кӗнеке издательстви тин кӑна ҫӗнӗ кӗнеке пичетлесе сутлӑха кӑларнӑ — «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑма кӗрекен «Чӗлхе сӑмахӗсем. Вӗрӳ-суру чӗлхи» ятлине. Шучӗпе 12-мӗш шутланаканскере Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Вӗрӳ-суру сӑмахлӑхӗ чӑваш чӗлхинче пӗчӗк мартан ку кӗнекене пӗр пайӗ кӑна кӗнӗ — чир-чӗртен сыватма пултаракан сӑмахсем. Тепӗр пай каярах тухӗ.

Кӗнекене «СУМ» лавккара туянма май пур — унӑн хакӗ 255 тенкӗ. Сӑмах май, «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмри ытти кӗнекесем те сутӑнаҫҫӗ: 2004 ҫулта тухнӑ «Мифсем. Легендӑсем. Халапсем» пуҫласа пӗлтӗр тухнӑ «Ӗҫпе йӑла юррисем» таранах. «Пилсемпе кӗлӗсем» ҫеҫ юлман. Гуманитари институчӗ ҫак ярӑма 50 кӗнекене ҫитересшӗн. Асаилтеретпӗр, унччен ку ярӑм 6 томпа кун ҫути курнӑччӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тулли пулать тата анлӑрах — унччен пичетленмен материал унта чылай.

 

Фестивалӗн пӗтӗмлетӳллӗ саманчӗ
Фестивалӗн пӗтӗмлетӳллӗ саманчӗ

Шупашкар районӗнчи Апаш информаципе культура центрӗнче «Яланах театр» ятпа иртнӗ республикӑри фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсен конкурсӗ кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ. Унта районсемпе хуласенчи 84 театр ушкӑнӗ, ҫав шутра 22-шӗ ача-пӑча коллективӗсем, хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурса йӗркеленӗ Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ театрсем уйрӑмах йышлӑ хутшӑннӑ районсемпе хуласене тишкернӗ те ҫапла пӗтӗмлетнӗ: районсенчен ҫӗрпӳсене (10 ушкӑн), вӑрнарсене (9), патӑрьелсене (6), куславккасене (5), элӗксене (4) тата Канаш хулине (5) кӗртнӗ. Ҫын шучӗпе вара элӗксем, ҫӗрпӳсем, шупашкар енсем (сӑмах район пирки пырать), сӗнтӗрвӑррисем тата Шупашкар хули пысӑк йышпа вылянӑ.

Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсене сумлӑран та сумлӑ тӳресем хакланӑ. Вӗсен йышӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, чӑваш халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.

Малалла...

 

Патреккел ял хорӗ
Патреккел ял хорӗ

Патреккел авалтанпах анатри чӑвашсен юрӑллӑ ялӗ шутланнӑ. Ҫавӑнпа та иртнӗ ӗмӗртех, 1922 ҫулта, ялта хор йӗркеленни тӗлӗнтермӗш мар, хисеплӗ пулӑм. Ҫавӑн чухнех чӑмӑртаннӑ пултаруллӑ йыш тӑван халӑха вуншар ҫул ӗнтӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарать, пурнӑҫа илем кӳрет, килӗштерсе ӗҫлеме хавхалантарать, вӑй-хал хушать. Патреккел артисчӗсем парнелекен ҫепӗҫ юрӑсемпе сатур ташӑсене Раҫҫейӗн тӗп хулинче Мускавра та, ҫӗр-шывӑмӑрӑн ытти ял-хулинче те курса, итлесе савӑнаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те ҫак пултарулӑха пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ хор Пӗтӗм Союзри тата Раҫҫейри халӑх пултарулӑх фестивалӗсен ҫӗнтерӳҫи ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ. Республикӑри «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» тӑватӑ фестивальте ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсене, Чӑваш Республикин ӗҫпе юрӑ уявӗсен хисеп дипломӗсене, комсомолӑн тӗп комитечӗн хисеп хучӗсене, 2008 ҫулта, Раҫҫейӗн тӗп хулинче, Мускавра иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен 8-мӗш «Акатуйӗн» тав ҫырӑвне парса чысланӑ.

«Патреккел халӑх хорӗ — аваллӑхпа малашлӑх кӗперӗ», — теҫҫӗ халӑхра. Кӑҫал халӑх хорӗ 90 ҫул тултарать. Ӑна 20-мӗш ҫулсенче шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ Ольга Васильевна Миловидова йӗркелесе янӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2019 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 15

1905
114
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
46
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org