Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Патреккел халӑх хорӗ 90 ҫул тултарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.05.2012 18:24 | 1851 хут пӑхнӑ
Патреккел ял хорӗ
Патреккел ял хорӗ

Патреккел авалтанпах анатри чӑвашсен юрӑллӑ ялӗ шутланнӑ. Ҫавӑнпа та иртнӗ ӗмӗртех, 1922 ҫулта, ялта хор йӗркеленни тӗлӗнтермӗш мар, хисеплӗ пулӑм. Ҫавӑн чухнех чӑмӑртаннӑ пултаруллӑ йыш тӑван халӑха вуншар ҫул ӗнтӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарать, пурнӑҫа илем кӳрет, килӗштерсе ӗҫлеме хавхалантарать, вӑй-хал хушать. Патреккел артисчӗсем парнелекен ҫепӗҫ юрӑсемпе сатур ташӑсене Раҫҫейӗн тӗп хулинче Мускавра та, ҫӗр-шывӑмӑрӑн ытти ял-хулинче те курса, итлесе савӑнаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те ҫак пултарулӑха пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ хор Пӗтӗм Союзри тата Раҫҫейри халӑх пултарулӑх фестивалӗсен ҫӗнтерӳҫи ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ. Республикӑри «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» тӑватӑ фестивальте ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсене, Чӑваш Республикин ӗҫпе юрӑ уявӗсен хисеп дипломӗсене, комсомолӑн тӗп комитечӗн хисеп хучӗсене, 2008 ҫулта, Раҫҫейӗн тӗп хулинче, Мускавра иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен 8-мӗш «Акатуйӗн» тав ҫырӑвне парса чысланӑ.

«Патреккел халӑх хорӗ — аваллӑхпа малашлӑх кӗперӗ», — теҫҫӗ халӑхра. Кӑҫал халӑх хорӗ 90 ҫул тултарать. Ӑна 20-мӗш ҫулсенче шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ Ольга Васильевна Миловидова йӗркелесе янӑ. Ҫитӗнекен ӑрусем пурнӑҫа, тӑван тавралӑха, ҫутҫанталӑка, илемлӗхе юратчӑр, ӑруран-ӑрӑва куҫса пыракан халӑх юррисене пӗлччӗр, юрлаччӑр тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ вӑл.

#халӑх пултарулӑхӗ, #Патраккел, #Елчӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем