Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрлекен «Атӑл.Тӑлмач» онлайн-куҫаруҫӑри модель ҫӗнелнӗ. Енчен те малтанхине 673 пин мӑшӑрпа вӗрентнӗ пулсан, хальхине вӗрентме 1 127 пин мӑшӑрпа усӑ курнӑ. Ҫапла май куҫару пахалӑхӗ ӳснӗ.
Хальхи вӑхӑтра вӑл «Яндекс.Тӑлмачран» пӗрре те кая мар куҫарать, хӑш чухне ирттерет те. Ку ӗнтӗ моделе вӗрентнӗ чухне ытларах мӑшӑрсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, ҫулталӑкӑн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхин модельне 1 миллион мӑшӑрпа вӗрентсе ҫӗнетнӗччӗ. «Атӑл.Тӑлмача» вӗрентнӗ чухне вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи мӑшӑрсен йышӗ тата та ӳсрӗ — 1 миллион та ҫӗр пинрен иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пухӑннӑ мӑшӑрсемпе ҫеҫ мар, унсӑр пуҫне ытти ҫӑлкуҫсенчен пуҫтарнисемпе те туллин усӑ курнӑ. Ҫав шутра — моно корпуссемпе те (калӑпӑр, Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи текстсемпе, Чӑваш халӑх сайчӗн Литература кӗтесне вырнаҫтарнӑ текстсемпе тата ыттипе те). Ку та пахалӑха ӳстерме май пачӗ.
Ҫак вӑхӑт хушшинче «Атӑл.Тӑлмачра» ҫавӑн пекех тепӗр ҫӗнӗлӗх те хушӑнчӗ — сайтра вӑйӗ мелӗпе усӑ курса халь кашни хутшӑнаканӑн тӳпине палӑртма май пур.
«Яндекс» ӑстисем вӗсен куҫаруҫипе кунне миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине уҫса панӑ. Мишшин куҫарӑвӗ епле ӗҫлени ҫинчен якут чӗлхине тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ май вӗсем чӑвашла куҫаракансен йышне те асӑннӑ — кунне вӗсем 40 пин сесси шутлаҫҫӗ.
Сесси текен виҫере миҫе предложени е сӑмах пулнине каламан. Ӑна ытти чӗлхесемпе ҫеҫ танлаштарма май пур. 40 пин хут кунне якутпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе усӑ кураҫҫӗ — ку чӑвашпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе пӗр пекех. Пушкӑрт чӗлхи валли кӑтарту пысӑкрах — кунне ҫак мӑшӑрпа 70 пин хут усӑ курса куҫараҫҫӗ. Раҫҫейри чӗлхесенчен, вырӑс чӗлхине шута илмесен, чи анлӑн тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ — талӑк хушшинче 250 пине яхӑн.
Ку хисепсене палӑртнӑ май «Яндексри» ӑстасем вӗсене чӗлхен цифрӑллӑ пульсӗ тесе ят панӑ — пӗр-пӗр чӗлхепе куллен пин-пин текст куҫараҫҫӗ пулсан вӑл чӗлхе чӗрӗ имӗш.
Статьяра авторсем сахал текстлӑ чӗлхе валли куҫаруҫӑ хатӗрленӗ май мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнлантарса панӑ.
Аван-и!!!
Яндекс.Куҫарушӑн кама-кама та тав туса пӗтерейменни те халӗ те тӗплӗн пӗлейместӗп! Яндексра ку енӗпе те пит конкретлӑ ӗҫ-пулӑм пулса пынишӗн чӑннипех хӗпӗртемелле. Шухӑшӑма ҫирӗплетме пӗр кӗске текст кӑна илсе кӑтартатӑп. Чи малтан — яндекс чӑвашла куҫарни пулӗ (чарӑну паллисене те ҫаплах, тӗкӗнмесӗр хӑварнӑ унта), малалла ҫав текстӑн — вырӑсла оригиналӗ, кайран — хамӑр кӑштах юсанӑ вариант.
Пуйӑс купинче пӗр ватӑ раввин пырать. Ҫӳлти ҫӳлӗк ҫине ҫамрӑк ҫын вырнаҫрӗ. Ҫывӑрма выртсан ыйтать:
-. Миҫе сехет иккенне каламастӑр-и эсир?
Раввин пӗр сӑмах каламасӑрах стена еннелле ҫаврӑнса ҫывӑрса каять.
Ирхине поезд Харьков патне пырать. Пассажирсем иккӗшӗ те тухма хатӗрленеҫҫӗ. Раввин хӑйӗн сехечӗ ҫине пӑхать те калать::
-. Ҫамрӑк ҫын, эсир миҫемӗш сехет ҫинчен ыйтрӑр. Ҫапла, халӗ вуннӑмӗш ҫурри.
- Мӗнех вара. эсир ӗнер чӗнмерӗр-и?
-. Куратӑр-и, эпӗ сире ответ панӑ пулсан, эсир эпӗ ӑҫта каяссине ыйтнӑ пулӑттӑр. Эпӗ Харьковра тесе каланӑ пулӑттӑм. Эсир те Харьковӑна каятӑр, тенӗ пулӑттӑр.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗлтерӗшлӗ виҫе урлӑ каҫрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 500 пин ытла хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Аса илтеретпӗр, нейронлӑ меслетпе тивӗҫлӗ шайри куҫаруҫӑ тӑвас тесен сахалран те пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, пӗтӗмӗшле палӑртнӑ кӑтарту ҫеҫ пулин те эпир ҫак виҫен ҫурри урлӑ иртрӗмӗр-иртрӗмерех!
Мӑшӑрсем хатӗрлеме ҫӑмӑлах мар. Ҫак ӗҫе тӑваттӑн-пиллӗкӗн кӳленсе эпир уйӑхне 35-40 пин мӑшӑр тӑватпӑр. Вӑтамран пӗр кӗнекерен 5 пин мӑшӑр тухать: эпир кӗнекене сканерлатпӑр, саспаллатпӑр (ӳкерчӗкри саспаллисене Finereader программӑпа палласа илетпӗр), текстри йӑнӑшсене тӳрлететпӗр, ун хыҫҫӑн вара тӗнче тетелӗнче вырӑсла текста шыраса тупса пуплевӗшсене мӑшӑрласа тухатпӑр. Мӑшӑрлассине алӑпа тӑватпӑр — капла пирӗн мӑшӑрсен пахалӑхӗ самай ӳсет. Ҫак ӗҫе автоматизацилеме май паракан программӑсем те пур, анчах вӗсемпе ӗҫлес тесен чӑрмавсем чылай сиксе тухаҫҫӗ: пӗр енчен мӑшӑрлав ӗҫӗнче йӑнӑшсем каяҫҫӗ, тепӗр енчен чӑвашлипе вырӑсла текстсем пӗрешкел марри час-часах тӗл пулкалать. Калӑпӑр, Михаил Бубенновӑн «Шурӑ хурӑнне», Семен Бабаевскийӗн «Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерне» пирӗн тӑлмачсем ҫак хайлавсене улӑштариччен куҫарнӑ пулнӑ.
2020 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Яндекс.Тӑлмач сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи — тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртӗ. Хӑтлав Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн 1-мӗш хутри акт залӗнче пулӗ, пуҫламӑшӗ — 11 сехетре.
Хӑтлава ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлатпӑр. Наци вулавӑшӗн адресӗ: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт.
Пӗлме: Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхине нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хушнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама «Яндекс» компанин куҫару пайӗ, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ушкӑн, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑннӑ. Яндекс.Тӑлмач урлӑ хальхи вӑхӑтра чӑвашларан 100 яхӑн чӗлхене куҫарма пулать, ҫӗре яхӑн чӗлхерен — чӑвашла.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ушкӑнне кӗрекенсем: Николай Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Алина Иванова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова тата ытти пулӑшуҫӑсем.
Чӑваш чӗлхине Яндекса.Тӑлмача кӗртес ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки Яндекс Хабрхабр халӑх тетелӗнче каласа панӑ. Куҫару пахалӑхне хальхи шая ҫитерес тесе вӗсем пирӗн чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тивӗҫтернӗ 250 пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе ҫеҫ усӑ курман, пахалӑха лайӑхлатас ӗҫре ытти чылай меслет те кирлӗ пулнӑ.
Чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗ валли Яндекс нейротетел системи ҫинче тӗпленекен хӑйсен системипе усӑ курнӑ. Анчах даннӑйсен йышӗ пӗчӗк пулнине кура (лайӑх пахалӑх валли 1 миллиона яхӑн мӑшӑр кирлӗ) вӗсем ҫавӑн пекех пирӗн чӑваш чӗлхин тӑван ҫыхӑнӑвӗсемпе — азербайджан, пушкӑрт, тутар, казах, киргиз, турккӑ тата узбек чӗлхисенчи тӗслӗхсемпе — усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех каялла куҫармалли меслетпе те усӑ курнӑ: вырӑс тексчӗсен пысӑк та паха калӑпӑшне чӑвашла куҫарнӑ, ҫапла майпа вӗсем синтезлӑ мӑшӑрсем йӗркелеме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ятарлӑ меслетпе усӑ курса вӗсем йӑнӑш куҫарнӑ даннӑйсен ытларах пайӗнчен хӑтӑлма май ҫитернӗ.
Чӑваш чӗлхи халӗ веб-версире те, ҫавӑн пекех мобильлӗ хатӗрсенче те пур. Пирӗн лаборатори 250 пин пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе тивӗҫтернӗ.
Тӗнче тетелӗнче ирӗклех Яндексӑн миллион ытла, Маил.ру-н 5 миллиона яхӑн почта ещӗкӗсен вӑрттӑн сӑмахӗсене тупма пулать иккен. Хабрхабр тетелӗнче пӗлтернӗ хыҫҫӑн Маил та, Яндекс та ҫынсен аллине лекнӗ адрессемпе вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ҫав шутра Контактра халӑх тетелӗ те вӑл адрессемпе усӑ куракан хӑйӗн аккаунчӗсене чарнӑ.
Хӑшӗ-пӗри ку адрессем почта службисенчи шӑтӑка пула халӑха лекнӗ тесе шутлаҫҫӗ пулин те Яндекс та Маил.ру та вӑрттӑн сӑмахсем ҫынсен аллине лекни усӑҫсен тимсӗрлӗхне кӑна пулма пултарни пирки пӗлтернӗ: е вӗсем суя сайта лекнӗ, е вӗсен компьютерне электронлӑ хурт сиен кӳнӗ. Ҫавӑн пекех ку пухмач тӗрлӗ сайтсенче пӗрешкел парольпе усӑ курнипе те пухӑнма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Енчен те сирӗн ещӗкӗн вӑрттӑн сӑмахӗ ҫын аллине лекнӗ пулсан ӑна ылмаштарма ан манӑр. Ҫавӑн пекех компьютера вируссенчен тӗрӗслесех тӑрӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |