Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӗлтерӳ
![]() 2020 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Яндекс.Тӑлмач сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи — тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртӗ. Хӑтлав Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн 1-мӗш хутри акт залӗнче пулӗ, пуҫламӑшӗ — 11 сехетре. Хӑтлава ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлатпӑр. Наци вулавӑшӗн адресӗ: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт. Пӗлме: Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхине нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хушнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама «Яндекс» компанин куҫару пайӗ, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ушкӑн, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑннӑ. Яндекс.Тӑлмач урлӑ хальхи вӑхӑтра чӑвашларан 100 яхӑн чӗлхене куҫарма пулать, ҫӗре яхӑн чӗлхерен — чӑвашла. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ушкӑнне кӗрекенсем: Николай Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Алина Иванова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова тата ытти пулӑшуҫӑсем. | ||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр | ||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |