Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Яков Ухсай

Чӳкӗн 30–мӗшӗнче Елчӗкри Тӗп вулавӑшра Ухсай Яккӑвне халалланӑ кӗнеке хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. «Ячӗ юлӗ ӗмӗре» ятпа кӑларнӑ кӗнекене Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хатӗрленӗ докладсем, сценарисем, урок планӗсем, сӑвӑсемпе юрӑсем кӗнӗ.

Хӑтлавра районти вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин специалисчӗ Максимова А.В., «Елчӗк ен» хаҫат редакци корреспонденчӗ Кириллова В., тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсем, шкул библиотекарӗсем, ачасем, Патӑрьел районӗнчен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.

Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш Тӑрӑмӗнчен килнӗ ачасен ушкӑнӗ хатӗрленӗ «Ҫӗр чӗлхи поэчӗ» литературӑпа музыка композицийӗпе пуҫланчӗ. Ухсай пӗтӗм чӑвашӑн наци поэчӗ пулнине Лаш-Таяпари Теренина А.Н. вӗрентекен уҫса пачӗ.

Ухсай Яккӑвӗ Елчӗк районӗнчи Энтепе каччи Н.Фролов сержант ҫинчен те сӑвӑланӑ.

Малалла...

 

Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ. Комисси эскиз проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетрӗ.

Аса илтеретӗп, кун пирки ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Конкурса 3 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе палӑк эскизӗсене ӳнер музейне вырнаҫтарнӑ. Унта пыракансем хӑш скульптура ытларах килӗшнине кӗнекере ҫырса хӑварнӑ. Хаклава Яков Гавриловичӑн хӗрӗ те хутшӑннӑ. Ятарлӑ комисси ӗҫсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пӗри те конкурс ыйтнине туллин тивӗҫтермест тесе йышӑннӑ. Вӗсен шучӗпе Ухсай сӑнарне палӑк авторӗсем уҫса парайман. Конкурса комисси тепӗр хут ирттерме сӗннӗ.

 

Кӑҫал чӑваш халӑх поэчӗ, Максим Горький тата Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ.

Палӑк эскизӗсен конкурсне ирттерес пирки Чӑваш республикин культура министерствипе тӗп хула администрацийӗ ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Палӑка ӑҫта вырнаҫтарасси паллӑ ӗнтӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 5-мӗш вӗренӳ ҫурчӗ умӗнче Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ сквер пулӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн кӳлепи вара шӑп ҫавӑнта, хӑй ячӗллӗ культура керменӗ патӗнче пулӗ. Эскизсен прекчӗсене йышӑнса пӗтернӗ, халӗ вара вӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче суйлама тӑратнӑ. Кунта Владимир Нагорнов, Владислав Немцев тата Петр Пупин ӗҫӗсемпе паллашма пулать.

Малалла...

 

Шӑматкун, акан 2-мӗшӗнче, Шупашкарти шкул тулашӗнчи ӗҫсен «Эткер» центрӗнче Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ ӑмӑртӑвӗ вӗҫленчӗ.

Ӑмӑрту темиҫе тапхӑртан тӑнӑ — килти ӗҫ (ӑслӑлӑх тӗпчевӗ ирттермелле пулнӑ), сӑмахкаҫмӑшсен ӑмӑртӑвӗ (куҫӑмсӑр майпа иртнӗ), сценарисемпе паллаштарасси тата интелектуаллӑ кӗрешӳ. Шӑматкун «Эткерте» сценарисемпе паллаштарчӗҫ тата «кӗрешӳ» иртрӗ.

Чи малтанах ачасен умӗнче ятарласа чӗннӗ хӑнасем тухса калаҫрӗҫ: пултаруллӑ сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Яковлевна, паллӑ сӑвӑҫ Юрий Сементер, ҫыравҫӑ-журналист Аристарх Димитриев тата ыттисем. Вӗсем Яков Ухсай пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ӑна сӑнласа пачӗҫ.

Малалла вара ӑмартӑвӑн сценарисемпе паллаштармалли пайӗ пуҫланчӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне хутшӑнакансен Яков Ухсай сӑввисене е ӑна халалласа ҫырнӑ хӑйсен сӑввисене тӗпе хурса мӗнле те пулин представлени тумалла пулнӑ. Ҫӗнтерме чӑн та йывӑр пулчӗ — артист та пулмалла, Яков Ухсайӑн кун-ҫулне те пӗлмелле.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2020 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халĕ сирĕн пĕчченлĕхре пулас килĕ. Çывăх çынсене сирĕнпе çемçерех пулма ыйтăр. Ĕçре ăнăçу кĕтет, питĕ ăнăçлă кунсем халĕ. Анчах пуçлăх ырланине кĕтсе илейместĕр. Вăл сирĕн тăрăшăва каярах çеç асăрхĕ.

Ҫурла, 03

1863
157
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1979
41
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org