Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Эткерте» Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӑмӑрту вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.04.2011 12:33 | 2365 хут пӑхнӑ

Шӑматкун, акан 2-мӗшӗнче, Шупашкарти шкул тулашӗнчи ӗҫсен «Эткер» центрӗнче Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ ӑмӑртӑвӗ вӗҫленчӗ.

Ӑмӑрту темиҫе тапхӑртан тӑнӑ — килти ӗҫ (ӑслӑлӑх тӗпчевӗ ирттермелле пулнӑ), сӑмахкаҫмӑшсен ӑмӑртӑвӗ (куҫӑмсӑр майпа иртнӗ), сценарисемпе паллаштарасси тата интелектуаллӑ кӗрешӳ. Шӑматкун «Эткерте» сценарисемпе паллаштарчӗҫ тата «кӗрешӳ» иртрӗ.

Чи малтанах ачасен умӗнче ятарласа чӗннӗ хӑнасем тухса калаҫрӗҫ: пултаруллӑ сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Яковлевна, паллӑ сӑвӑҫ Юрий Сементер, ҫыравҫӑ-журналист Аристарх Димитриев тата ыттисем. Вӗсем Яков Ухсай пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ӑна сӑнласа пачӗҫ.

Малалла вара ӑмартӑвӑн сценарисемпе паллаштармалли пайӗ пуҫланчӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне хутшӑнакансен Яков Ухсай сӑввисене е ӑна халалласа ҫырнӑ хӑйсен сӑввисене тӗпе хурса мӗнле те пулин представлени тумалла пулнӑ. Ҫӗнтерме чӑн та йывӑр пулчӗ — артист та пулмалла, Яков Ухсайӑн кун-ҫулне те пӗлмелле. 10 минут хушшинче пӗтӗмпех кӑтартма та ҫамӑл мар. Жюрире ларакансем ҫавӑн пекех тумӗсене те хакларӗҫ, тӗпе хунӑ хайлав Яков Ухсай пурнӑҫӗпе епле ҫыхӑннине тишкерчӗҫ.

Сценарисемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн интелектуаллӑ кӗрешӳ пуҫланчӗ — Яков Ухсайпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравӗсене шыраса пурӗ 12 ушкӑн тупӑшрӗҫ.

Конкурс вӗҫленнӗ хыҫҫӑн малтанхи тапхӑрсенчи балсене хушса Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ ӑмӑртӑва пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ. Пурӗ 5 ушкӑн вырӑна тивӗҫрӗҫ (шел те, кам вырӑн йышӑннине пӗлместпӗр, каярах пӗлтерӗпӗр).

#Эткер, #конкурссем, #ӑмӑртусем, #Яков Ухсай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем